Инфоурок Другое Другие методич. материалыОткрытый урок по чувашскому языку "Антонимсем" (5 класс)

Открытый урок по чувашскому языку "Антонимсем" (5 класс)

Скачать материал

Урок теми:  Антонимсем

Урок тĕсĕ: ИКТпа çĕнĕ темăна вĕрентмелли  урок

Урок тĕллевĕсем: 1) Антонимсем çинчен ăнлантарни;

                                 2)Антонимсене предложенире тупма тата вĕсемпе калаçура, çырура усă курма хăнăхтарасси;

                                 3) Тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: ÿкрчĕксем, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем çырнă карточкăсем; компьютер, проектор, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем.

 

Урок юхăмĕ:

I.                   Класа йĕркелесси. Ачасемпе паллашасси.

- Сывлăх сунатăп, ачасем! Халĕ пурте пĕр-пĕрин çине, хăнасем çине пăхса илĕр те пурне те савăнăçлă кулă парнелесе вырнаçса лартăмăр.Урокра паян тăрăшса ĕçлессе, пурте лайăх пуласса шанăпар. (Слайд 1)

II.Çĕнĕ тема патне илсе пыни.

1.      Кроссворд тупасси.

- Ачасем, паянхи урок темине пĕлес тесен пирĕн сирĕнпе кроссворд тупмалла. Эпĕ сире халь тупмалли юмахсем вуласа паратăп, сирĕн вĕсен тупсăмĕсене тĕрĕс тупмалла та тĕрĕс вырнаçтармалла. Вара палăртнă юпара паянхи урок теми вуланĕ.

Кроссворд ыйтăвĕсем: (ачасем хуравланă май отвечĕсем тухса пыраççĕ) (2 слайд)

1.      Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер ( кăмпа)

2.      Ани шурă, вăрлăхĕ хура (кĕнеке)

3.      Пĕчĕк çеççĕ кинĕм пур, çĕр хут кĕпе тăхăнать ( купăста)

4.      Куçа курăнмасть, сасси çухалмасть( телефон)

5.      Хĕлле хĕлĕпех ĕçлет, çулла хăяккăн выртать (çунашка)

6.      Хăй шалта, çÿçĕ тулта (кишĕр)

7.      Каçхине вăранть, кăнтăрла çывăрать (тăмана)

III.     Апла пулсан, ачасем, эпир сирĕнпе паян антонимсем çинчен калаçăпăр. Тетрадьсене уçатпăр та паянхи число, тема ятне çырса хуратпăр. (3 слайд)

IV.Ачасем, халь пурте доска çинчи ÿкерчĕк çине пăхатпăр та пуçланă предложенисене сăмахпа каласа пĕтеретпĕр: ( 4 слайд)

1)      Миша магазина кĕрет, Саша …(тухать)

2)      Миша пĕчĕк, Саша … (пысăк)

3)      Мишăн сумки çăмăл, Сашăн … (йывăр)

- Ачасем, мĕн асăрхарăр-ха? Палăртнă сăмахсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ?

- Апла пулсан мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ? (хирĕçле пĕлтерĕшлĕ)

V. (5 слайд)

1.Иртсе кайрĕ хура кĕр,

Килсе çитрĕ шурă хĕл.

                                     (И.Тăхти)

    2. Эс, анне, мана ан чар

Ĕçлеме пĕрре те.

Эп халь пĕчĕк пепке мар,

Эп халь пысăк ĕнтĕ.

                               (П.Эйзин)

     3. Иртсе кайрĕ тĕттĕм çĕр,

Хуллен-хуллен сирĕлчĕ.

Сиксе тухрĕ çутă кун,

Çутçанталăк çуталчĕ.

                                  (К.Иванов)

- Сăвăри хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупатпăр, мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калатпăр)

- Мĕн тума кирлĕ-ха антонимсем? (Шухăша тарăнлатаççĕ, чĕлхене сăнарлă та витĕмлĕ тăваççĕ. Çыравçăсем те пуплеве илемлетес тесе антонимсемпе усă кураççĕ)

  

 VI. Кĕнекери хăнăхтарупа ĕçлени. 393 хăн.

VII. Кану саманчĕ. (6 слайд)

Ирхине ача тăрать,

Физкультура вăл тăвать.

Ларать-тăрать, ларать-тăрать.

Алла пилĕке хурать.

Сылтăмалла, сулахаялла,

Малалла, хыçалалла

Кайран вырнаçса ларать.

 

- Ачасем, паянхи урок темипе çыхăннă сăмахсене асăрхарăр-и? Хăшĕсем-ха вĕсем?

(ларать-тăрать, малалла-хыçалалла, сылтăмалла-сулахаялла)

8. Карточкăсемпе ĕçлеттерни. Ушкăнпа ĕçлеççĕ.

- Ачасем, сире кашни ушкăна сăмахсем паратăп, панă сăмаха ăнлантаракан антонимсем çырмалла, предложении йĕркелемелле.

1-мĕш ушкăн валли:çын – çамрăк, …,çанталăк –ăшă, …

2-мĕш ушкăн валли:кĕпе –çĕнĕ, …, ача – пысăк, …

3-мĕш ушкăн валли: шыв–ăшă, …, кун – кĕске, …

4-мĕш ушкăн валли: пÿлĕм – тĕттĕм, …, çăкăр –хытă, …

 

9. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени. Ваттисен сăмахĕсен пĕрремĕш пайне хĕр ачасене валеçсе паратăп, иккĕмĕш пайне арçын ачасене. Ваттисен сăмахĕн пĕрремĕш пайне вуламассерен иккĕмĕш пайне тупса вуласа пыраççĕ.

- ăшă салатать – сивĕ пуçтарать

- çĕклеме йывăр – пăрахма çăмăл

- ĕçчен çынна пĕр сăмах – кахал çынна çĕр сăмах

- кĕр мăнтăр – çур ырхан

- кĕр пуçтарать – хĕл салатать

- вĕренни-çутă – вĕренменни –тĕттĕм

- ватă патĕнче ватă пул – çамрăк патĕнче çамрăк пул

- ырăпа ырра тухăн – усалпа усала тухăн

- ăшă сăмах çу кунĕ – сивĕ сăмах çу кунĕ

-çур вăрăм килсен- кĕр кĕске килет теççĕ.

 

10. Текстпа ĕçлени:

Шăшипе çерçи питĕ туслă пурăннă: нихăçан та пĕр-пĕрне кÿрентермен, харкашман. Ĕçе мĕнле тумалли çинчен яланахпĕр-пĕринпе канашланă. Пĕрле ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшнă.

Пĕррехинче çул çинче вĕсем виçĕ ыраш пĕрчи тупнă. Мĕн тумалла-ха? Шухăшланă-шухăшланă та пĕрчĕсене уя акма килĕшнĕ: шăшийĕ сухаланă, çерçийĕ сÿреленĕ.

   Паха ыраш ÿссе çитĕннĕ туссен! Шăши хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе ăна хăвăрт вырнă, çерçи çунаттисемпе авăн çапнă. Тупăша уйăрма пуçланă: пĕр пĕрчине шăшие, теприне – çерçие. Анчах юлашки пĕрче ниепле те пайлайман.

Сахал-и е нумай тавлашнă вĕсем. Юлашкинчен никам сисе юличчен çерçи пĕрче сăхса илнĕ те вĕçсе кайнă.  «Хăваласа çиттĕр-ха вăл мана, пĕрче туртса илтĕр»,- шухăшланă вăл.

Шăши çерçие хăвалама шутламан та. Тавлашнăшăн çеç куляннă вăл. Хăйĕн пĕрчисене шăтăка йăтса тултарнă. Çерçипе çураçасшăн пулнă, анчах темĕн чухлĕ кĕтсен те кĕтсе илеймен. Унăн пайне те хăйĕн кĕлетне хунă. Хĕлĕпе тутă пурăннă шăши.

Серçи нимсĕрех юлнă. Вăл çуркуннечченех выçă сиккелесе çÿренĕ.

Сахал та çитĕ, нумай та пĕтĕ, туслă пурăннине мĕн çитĕ.

- Ачасем, текстра антонимсем пур-и?

- Çак текст пире мĕнле пулма вĕрентет?

- Хăшĕ чăн-чăн тус пулнă кунта?

 

11. – Тус сăмахăн антонимĕ мĕнле пулать-ха?

      - Тусăн мĕнле пулмалла?

( -чечек çеçкисене ачасене валеçсе паратăп, ачасем йеркипе каласа пыраççĕ)

Ырă – усал

Ĕçчен – кахал

Йăваш – хаяр

Паттăр – хăравçă

Тирпейлĕ – тирпейсĕр

Илемлĕ- илемсĕр

Лайăх – япăх

Савăнăçлă- хурлăхлă

Хаваслă – салхуллă

Лăпкă–шухă

Сывă – чирлĕ

Шанчăклă – шанчăксăр

 

12. Урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, паян эпир сирĕнпе мĕн синчен калаçрăмăр?

- Мĕнле сăмахсене антонимсем тесе калаççĕ?

- Антонимсем мĕнле пуплев пайĕнчен пулаççĕ?

13.Киле ĕç пани.

1. Антонимсемпе усă курса  «Икĕ тус» сăнлавсочиненийĕçырмалла.

2. Антоним сăмахсем тĕл пулакан 5 тупмалли юмах çырса килмелле.

14. Рефлекси:

1. Эпĕ урокра ĕçлерĕм:

1) активлă

2) пассивлă

2. Хам ĕçпĕ эпĕ:

1) кăмăллă

2) кăмăлсăр

3. Маншăн урок:

1) кĕске

2) вăрăм

4. Урокра эпĕ:

1) ывăнтăм

2) ыванмарăм

5. Урок:

1) интерслĕ

2) кичем

6. Килти ĕç:

1) çăмăл

2) йывăр

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Открытый урок по чувашскому языку "Антонимсем" (5 класс)"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Консультант по трудоустройству

Получите профессию

Методист-разработчик онлайн-курсов

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 123 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 17.10.2016 1316
    • DOCX 29.7 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Иванова Галина Ивановна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Иванова Галина Ивановна
    Иванова Галина Ивановна
    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 9563
    • Всего материалов: 7

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Экскурсовод

Экскурсовод (гид)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 154 человека

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 328 человек

Мини-курс

Управление проектами: от планирования до реализации

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 22 регионов

Мини-курс

Основы гештальт-терапии: история и теория

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 43 человека из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 16 человек

Мини-курс

Самоповреждающее поведение у подростков: профилактика и методы работы

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 21 человек из 15 регионов