Инфоурок Родная литература Другие методич. материалыПроект на тему : " Устное народное творчество" ( чувашский)

Проект на тему : " Устное народное творчество" ( чувашский)

Скачать материал
Скачать материал "Проект на тему : " Устное народное творчество" ( чувашский)"

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Музыковед

Описание презентации по отдельным слайдам:

  • Тутар Республикин Пăва районĕнчи муниципаллă бюджетлă  вĕренÿ учрежденийĕ...

    1 слайд



    Тутар Республикин Пăва районĕнчи
    муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ
    «Чăваш Киштек пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкул»





    Проект теми:
    «Чăваш халăх сăмахлăхĕ»
    Ĕçе пурнăçлаканĕсем:
    5-мĕш класс ачисем
    Ертсе пыракан:
    Бахтинова Ольга Михайловна
    чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
    класс ертÿçи

  • Проект актуаллăхĕ:       Паянхи кун ку проект ĕçĕ актуаллă, мĕншĕн тесен пирĕ...

    2 слайд

    Проект актуаллăхĕ:
    Паянхи кун ку проект ĕçĕ актуаллă, мĕншĕн тесен пирĕн чăваш халăх сăмахлăхне вĕсене çыра-çыра илмелле, практикăра усă курмалла, малалла аталантармалла.

  • Проект тĕллевĕсем: 1. Хамăр тăрăхри  халăх сăмахлăхăн тĕслĕхĕсемпе паллашасси...

    3 слайд

    Проект тĕллевĕсем:
    1. Хамăр тăрăхри халăх сăмахлăхăн тĕслĕхĕсемпе паллашасси, вĕсене юратма, упрама вĕренесси.
    2. Тăван чĕлхен илемне, пуянлăхне туйма вĕренесси.
    3. Вăйăсемпе сăвă-юрăсем урлă илемлĕ сăнарсемпе паллашасси.

  • Проект задачисем:Хамăр тĕллĕн пĕлÿ тупма, тĕпчеме хăнăхасси.

Халăх сăмахлăхн...

    4 слайд

    Проект задачисем:
    Хамăр тĕллĕн пĕлÿ тупма, тĕпчеме хăнăхасси.

    Халăх сăмахлăхне йăла-йĕркине упрама вĕренесси.

    Илемлĕх туйăмне аталантарасси

  • Проект тухăçлăхĕ:    Чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă –юрăлл...

    5 слайд


    Проект тухăçлăхĕ:

    Чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă –юрăллă , вăйă –ташăллă вăййисене упраса хăварма тăрăшасси.

  • Проекта пурнăçлама  усă курнă мелсемпе меслетсем:
Шырав
Тĕпчев
Вăйă
Экскурс...

    6 слайд


    Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:


    Шырав
    Тĕпчев
    Вăйă
    Экскурси
    Пултарулăх

  • ГИПОТЕЗА Халăх пултарулăхĕн произведенийĕсем хальхи вăхăтра та йĕркеленеççĕ...

    7 слайд


    ГИПОТЕЗА
    Халăх пултарулăхĕн произведенийĕсем хальхи вăхăтра та йĕркеленеççĕ тесе шутлатпăр.
    Фольклор вăл –музей экспоначĕ мар, чĕрĕ организм. Халăхăн тĕрлĕ йышши вăййисем ирĕклĕ пахалăхсене йĕркелеме пулăшаççĕ, тимлĕхе уйăраççĕ, сăмах-юмаха пуянлатаççĕ.

  • Проекта хутшăнакансем:
Чăваш Киштек пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам  шкулти 5 к...

    8 слайд

    Проекта хутшăнакансем:

    Чăваш Киштек пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5 класра вĕренекенсем
    Бахтинова Ольга Михайловна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
    Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем
    Ялти сумлă ватăсем

  • Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:







Тутар Республикин Пăва районĕнчи 
му...

    9 слайд

    Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:









    Тутар Республикин Пăва районĕнчи
    муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ
    «Чăваш Киштек пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»







  • Теори бази:1. Сказки и предания чуваш. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во,1963. –...

    10 слайд

    Теори бази:
    1. Сказки и предания чуваш. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во,1963. – 131с.
    2. Г.И.Воронцов.Ача-пăча вăййисем.-Шупашкар, 1992.
    3. Чăваш сăмахлăхĕ.-Шупашкар:Чăваш кĕнеке издательстви, 1993.-311 с.
    4. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хрестомати: пуçламăш шкулсем валли / Г.Ф.Трофимовпа Р.Н.Петрова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1993. – 102 стр.
    5. Г.В.Лукояновпа В.Н.Пушкина. Чăваш сăмахлăхĕн тĕсĕсем (жанрĕсем).- Шупашкар, 1998.
    6. Халăх сăмахлăхĕ : хрестомати. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2003. – 415 с. – Пер. загл.: Чувашский фольклор.
    7.З.П. Михайлова . Халăхăн йăли-йĕрки. – Шупашкар, 2003.
    8. Чăваш халăх пултарулахĕ. Ача-пăча фольлорĕ. –Шупашкар, 2009.





     

  • Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

    11 слайд

    Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

  • Пулмалли результат:
Ачасем ача-пăча вăййисене  пĕлмелле
Сăвви –юррисен сăма...

    12 слайд


    Пулмалли результат:


    Ачасем ача-пăча вăййисене пĕлмелле
    Сăвви –юррисен сăмахĕсене пĕлмелле
    Инструментпа калама пĕлмелле
    Ташлама пĕлмелле
    Сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартса памалла


  • Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):Асанне патĕнче хăнара
Ачасем  асанне патне...

    13 слайд

    Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):

    Асанне патĕнче хăнара
    Ачасем асанне патне хăнана килеççĕ.
    - Ырă кун пултăр асанне!
    -Ырă кун ачасем!
    -Кĕме юрать-ши!
    - Айтăр-айтăр ачасем иртĕр малалла!
    -Асанне,мĕнле кĕнеке ку?
    - Халăх сăмахлăхĕ теççĕ ăна.
    -Çак кĕнеке питĕ асамлă. Айтар-ха уçса пăхар.
    -Айтăр, айтăр!
    - Мĕн çырнă унта?
    -Халăх сăмахлăхĕнче тăван чĕлхен чун пуянлăхĕ упранать. Чăваш сăмахлăхĕ ламран-лама куçса пырать. Урăхла чăваш халăх сăмахлăхне фольклор теççĕ.
    Фольклор (акăлчанла folk-народ (халăх), lore-мудрость(ăслăлăх,.халăх сăмахлахĕ)
    -Питĕ интереслĕ!
    - Малалла асанне уçар-ха!
    -Уçар! Тупмалли юмахсем –фольклорăн чи авалхи жанрĕсенчен пĕри тенĕ.
    -Айтар-ха тупсăмĕсене тупар!
    -Атя, атя!

    Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ(пÿрт)
    -Çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ (кăмака)
    -Ăшша тÿсет, сивве тÿсет, патака тÿсеймест( чÿрече)
    - Лăпсăр –лапсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать(ал шăлли)
    -Ури пур –утаймасть(сĕтел-пукан)
    -Чĕлхесĕр япала вăхăт пĕлет (сехет)
    - Кĕмĕл кÿме тăрринче тăхлан тăрна (тухъя)
     
    -Маттур ачасем!
    -Малалла уçар-х кĕнекене.
    Мĕн тенĕ унта?
    - Ваттисен сăмахĕсем –ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ÿкĕреннĕ.

  • Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):  Ваттисен сăмахĕсен мăшăрĕсене тупмалла.
-...

    14 слайд

    Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):

      Ваттисен сăмахĕсен мăшăрĕсене тупмалла.
    -Сăмаха каличчен пуç тавра виççĕ çавăрса шухăшла.
    - Чĕлхÿпе ан васка, ĕçÿпе васка.
    - Ăшă сăмах –çу кунĕ, сивĕ сăмах –хĕл кунĕ.
    - Çиччĕ виç те пĕрре кас.
    - Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере
    - Ырă тус укçаран хаклăрах.
    (Карточкăсемпе)
    -Малалла уçар-ха кĕнекене.
    - Пулмасла халап- такмак
    - Асанне, эпĕ пулмасла халап-такмак пĕлетĕп.
    - Каласа пар-ха апла. Итлер-ха.
    Автан суха сухалать.
    Автан суха сухалать
    Чăххи сÿре сÿрелет
    Чĕппи апата каять.
    Автан вутă хатĕрлет
    Чăххи апат пĕçерет
    Чĕппи шкулалла каять.

    Ача йĕнĕ сасă (сассине ямалла)
    - Ай –уй ачана сăпка юрри юрласа парам-ха.
    Ачине –паппине!
    Çывăр, Санюк, çывăрах
    Аçу кайнă пасара,
    Кулач илсе килĕ-ха
    Аннÿ кайнă çырлана,
    Çырла илсе килĕ-ха
    Эс çывăрса тăриччен
    Нянине –паппине!
    - Санюк лăпланчĕ.
    - Маринене те пысăк тăвар-ха
    Йăпату сăвă –такмакĕпе йăпатса ярар-ха
    Пысăк пул, пысăк пул
    Ÿссен маттур ача пул,
    Юрлама та ăста пул.
    Ташлама та маттур пул

  • Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):Малалла кĕнекене уçар-ха
-Питĕ интереслĕ !...

    15 слайд

    Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):

    Малалла кĕнекене уçар-ха
    -Питĕ интереслĕ !
    Чĕнÿ - йыхрав сăвви –юрри
    - Эпĕ, асанне, каласа парам-ха хĕвел çинчен.
    Хĕвел , тух, хĕвел тух!
    Çупа чăкăт çитеретĕп.
    - Маттур!
    - Эпĕ çумăр çинчен пĕлетĕп.
    Çу , çумăр, çу çумăр,
    Пыл каткипе пыл парăп
    Çу каткипе çу парăп
    - Асанне, эпе пулă тытма юрататăп.
    Пулла кайсан çакăн пек сăмахсенчен пуçлатăп.
    Тьфу-тьфу, пылпа-çупа
    Шампа пырне лаках лар!
    Питĕ аван!
    - Асамлă кĕнеке малалла уçăлать.
    Пуплешÿллĕ сăвă –юрă тата шут такмакĕсем


    - Ачасем, «Кушак тус» вăййа выляса ярар-ха. Пурте тăрар-ха.
    - Эпĕ шутлатăп.
    Кушак тус»
    -Ăçта кайрăн, кушак тус?
    -Кукамай патне
    -Мĕн тума кайрăн?
    -Хăнана кайрăм.
    -Кукаму мĕн çитерчĕ?
    -Çуллă пăтă çитерчĕ
    -Мĕнле чашăкпа?
    - Сăрлă чашăкпа.
    - Мĕнле кашăкпа?
    - Сăрлă кашăкпа.
    -Мĕншĕн ман валли хăвармарăн?
    - Хама та сахал пулчĕ.
    -Прис!прис!прис!

    - Кĕнекене малалла уçар-ха
    -Вăйă « Япала пуçтармалла»
    -Айтăр вăйă выляса яратпăр.
    -Выляр, выляр.
    -Кам судья пулать?
    -Час пĕлетпĕр ( ача шут сăвви калать)

  • Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):Атăпа кăçатă
Хулара тĕл пулнă
Кам малтан ту...

    16 слайд

    Проект çимĕçĕ (Продукт проекта):

    Атăпа кăçатă
    Хулара тĕл пулнă
    Кам малтан тухать-
    Вăл йытти пулать.
    -Эсĕ судья пулан.
    - Кам япала пуçтараканни пулать?
    -Эпĕ шутлам-ха.
    Саша кайрĕ пасара
    Сысна çине утланса
    Сысна кайрĕ ыткăнса
    Саша кайрĕ вăркăнса
    -Эсĕ япала пуçтаракан пулан

    Япала пуçтаракан ача: Вăййа «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрăпа пуçлăпăр.
    Çак япала патне çитсен кĕвĕ чарăнать. Çавăн япала памалла пулать.
    Ачасем юрлаççĕ. Çапла выляса япаласем пуçтараççĕ.
    - Ку япалан хуçин мĕн тумалла?
    Судья: витлешÿ такмакĕ каласа парать.
    Кăнтăр-кăнтăр Кенати
    Хĕр вăрлама кайнă тет
    Çуни шăтăк пулнă тет,
    Хĕрĕ тухса ÿкнĕ тет.
    Йĕре-йĕре шырать тет
    Упи тупса панă тет


    - Ку япалан хуçин мĕн тумалла?
    Судья: автанла авăттарас

    -Ку япала хуçине мĕн тутаратпăр?
    Судья: витлешÿ такмакĕ каласа парать.
    Ваçук каять вăрмана
    Вăрăм вĕрен сĕтерсе
    Ваçук килет вăрмантан
    Вăкăр пекех мĕкĕрсе
    Вăййа малалла тăсатпăр.
    -Ку япала хуçисен мĕн тумалла?
    Судья: Сăнавсемпе паллăсем çинчен каласа парăр-ха.
    - Эпĕ калатăп: Йытă юр çине выртсан сивĕтет
    - Хĕлле юр тăрăх –тырă пулать.
    - Автан тăтăш авăтать – тырăллă çул пулать.
    -Хĕл тăманлă пулсан çу çумăрлă пулать.

    -Çитĕ ку вăййа выляса. Малалла асамлă кĕнекене уçар –ха.
    -Мĕн палăртнă-ха унта?

  • -
 
-Çитĕ ку вăййа выляса.  Малалла асамлă кĕнекене уçар –ха.
-Мĕн палăртнă-...

    17 слайд



    -


     
    -Çитĕ ку вăййа выляса. Малалла асамлă кĕнекене уçар –ха.
    -Мĕн палăртнă-ха унта?
    - Ансат вăйă « Пÿрнесем»
    Вăйă йĕрки: Пилĕк ача пĕр çаврашкана ларса тухмалла. Кашни ачан хăйĕн ячĕ пур.
    Пуç пÿрне
    Шĕвĕр пÿрне
    Вăта пÿрне
    Ятсăр пÿрне
    Кача пÿрне
    Улттăмĕш ачи ачасем тавралла утса çÿрет. Кашнинех, пÿрне ячĕпе чĕнсе , хăйĕнпе пĕрле пыма хушать.
    - Пуç пÿрне, атя ларма?
    - Пуç ыратать, пымастăп
    - Шĕвĕр пÿрне. атя ларма?
    - Шĕвĕртетĕп, пымастăп-ха
    -Вăта пÿрне, атя ларма?
    - Вăтанатăп, пымастăп.
    -Ятсăр пÿрне, атя ларма?
    -Ятлаçаççĕ, пымастăп.
    - Кача пÿрне, атя ларма?
    - Качака тĕкет, пымастăп.

  • -
 -






-Кĕнекене малалла  уçатпăр.
Юмахсем

Юмах  - халăх хушшинче сăмах...

    18 слайд



    -


     -







    -Кĕнекене малалла уçатпăр.
    Юмахсем

    Юмах - халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çÿрекен асамлă, тĕлĕнмелле ĕçсем çинчен калакан калав.
     
    -Пукане юмахĕ
    - Улăп панулмийĕ
    -Чăхăпа Услам çу
    - Чакакпа чĕппи
    -Сармантей
    -Эпĕ «Çерçипе шăши» юмаха каласа паратăп.
     
    Çапла, ачасем, халăх сăмахлăхĕ вăл хальхи те, ĕлĕкхи те, пуласси те. Халăх сăмахлăхĕ пире пурнăçра ырă кăмăллă, тарăн тавракурăмлă , пултаруллă,пуян чун-чĕреллĕ пулма вĕрентет.
    -Ачасем, пирĕн кĕнекери асамлăх паяна вĕçленчĕ. Çак асамлăха малалла эпир тăсатпăр-ха.
    - Асанне, çак кĕнеке пире ырă пулма, пĕр-пĕринпе туслă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет. Пирĕн халăх сăмахлăхне аталнтармалла.
    - Маттурсем эсир ачасем! Эпĕ сирĕн шухăшăрсемпе килĕшетĕп. Асамлă кĕнекене паяна хупатпăр! Тепре тĕл пуличчен!
    - Сывă пулăр ачасем!
    - Сывă пулар асанне!
     
     
     

  • Чăваш халăх сăмахлăхĕТупмалли юмахсем
Ваттисен  сăмахĕсем
Йăпатмалли сăвă-юрă...

    19 слайд

    Чăваш халăх сăмахлăхĕ
    Тупмалли юмахсем
    Ваттисен сăмахĕсем
    Йăпатмалли сăвă-юрă
    Сăпка юррисем
    Чĕнсе каламалли сăвăсем
    Йыхрав юррисем
    Вăйă юррисем
    Юмах-халап
    Пулмасла халап

  • ТАВТАПУÇ ИТЛЕНĔШĔН!

    20 слайд











    ТАВТАПУÇ

    ИТЛЕНĔШĔН!

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 666 075 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Рабочая программа по родному языку
  • Учебник: «Татар ?д?бияты (Татарская литература ) (для обучающихся на русском языке, изучающих татарский язык как родной)», Галимуллин Ф.Г., Мингазова Л.И., Хисматова Л.К., Гизатуллина Л.М.
  • 08.12.2021
  • 89
  • 0

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 08.12.2021 575
    • PPTX 508.1 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Бахтинова Ольга Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Бахтинова Ольга Михайловна
    Бахтинова Ольга Михайловна
    • На сайте: 8 лет и 9 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 7395
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Копирайтер

Копирайтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Методические подходы при изучении литературы "Серебряного века" в современной школе

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 74 человека

Курс повышения квалификации

Организация проектно-исследовательской деятельности в ходе изучения курсов литературы в условиях реализации ФГОС

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 46 человек из 26 регионов
  • Этот курс уже прошли 344 человека

Курс повышения квалификации

Актуальные вопросы преподавания литературы в условиях реализации ФГОС

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 130 человек из 43 регионов
  • Этот курс уже прошли 464 человека

Мини-курс

Теория и практика инвестиций в контексте устойчивого развития

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Физическая культура и спорт: методика, педагогика, технологи

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 20 человек из 13 регионов
  • Этот курс уже прошли 16 человек

Мини-курс

Психологическая помощь и развитие детей: современные вызовы и решения

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе