Инфоурок Иностранные языки Презентации. Урок теми: Çăкăра упрани - çĕршыва сыхлани (ИКТ-па усă курса 5-мĕш класра ирттернě хутăш урок).

. Урок теми: Çăкăра упрани - çĕршыва сыхлани (ИКТ-па усă курса 5-мĕш класра ирттернě хутăш урок).

Скачать материал

Тема: Çăкăра упрани -  çĕршыва сыхлани.

 

Урок тěсě: : ИКТ-па усă курса ирттернě хутăш урок.

 

 

Тĕллевĕсем: 1. Тăван тавралăха сăнама, юратма, çăкăр туса илекенсене хисеплеме,çăкăра тирпейлĕ тытма хăнăхтарасси;

                 2. «Çăкăра упрани -  çĕршыва сыхлани» ыйтăва уçса парса çăкăр çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ иккеннине, вăл тар юхтарса ĕçленипе пулнине ăнлантарасси,  çыхăнуллă калав тума, тыр-пул ячĕсене аса илсе сăмах çаврăнăшĕсем, предложенисем тума хăнăхтарасси.

3. Ачасен çыхăнуллă шухăшлавне, тимлĕхне, вĕсен калаçăвне, вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.

 

 

Курăмлăх: компьютер, проектор, экран, темăпа хатěрленě слайдсем; тыр-пул ячěсене çырнă пучах капăшěсем, словарь ěçě валли çырнă çěнě сăмахсем , тыр-пул гербарийĕ, калав валли хатěрленě предложенисем пичетленě  хăюсем, В. Алентейěн «Çăкăртан асли çук» калавне пичетленě карточкăсем, магнитофон, «Янташ» ушкăн  юррисен кассети.

 

Литература:

1. Андреев И. А.., Гурьева Р. И..Вырăс шкулěн 5-мĕш класĕ валли/ И. А. Андреев., Р. И. Гурьева – Ш, 2001.

2. Маслова Н. Н., Лукоянов Г. В.Çеçпĕл:Хушма вулав кенеки: 1-мĕш класс валли./ Н. Н.. Маслова, Г. В Лукоянов Ш.,2000.

3. .Арчиков Е. И.,Трифонова З.И. География Чувашской Республики:Учебное пособие для образовательных учреждений/ Е. И.Арчиков , З.И.Трифонова Ч..2002

4. Чăваш чěлхи: Вырăс шкулěсенчи I– Х классен программи / Чернова Н. Н, Антонова З. С. Игнатьева В. И. хатěрленě. – Ш, 2004.

 

 

Урок юхăмĕ.

 

I.  Хатěрленÿ саманчě. (1 слайд.)

-Сывлăх сунатăп, ачасем, хăнасем!

-Ырă кун пултăр, вěрентекен, хăнасем!

 

«Урокра» юрра юрлани.

 

Шăнкăрав сас пачĕ

Урока чĕнсе .

Пĕтĕм класс шăпланчĕ 

Парта хушшинче.

 

II.   Урок темипе, тěллевěсемпе  паллаштарни (2-мěш, 4 – мěш слайдсем)

1. Тыр-пул ячĕсене аса илсе сăмах çаврăнăшĕсем, предложенисем çыхăнуллă калав тума хăнăхăпăр. Ушкăнсенче те, мăшăрсенче те, пěчченшерěн те ěçлěпěр

 

 

1. Фонетика зарядки ирттерни (3-мěш слайд).

 

- çă – Çăкăра.

 

- су – Сума су

[з]

- рса – Ан хурсам

[з]

- ысă – Пысăка.

 

[ы]-си – Пуласси

[д]        [г]

-рта – Çăкăрта

Эс упра çăкăра,

Сума су эс ăна.

Пысăка ан хурсам

Нихăçан эс хăвна.

Çăкăрта пуласси -

Асра тытăр кашни.

Çăкăра упрани -

Çĕршыва сыхлани.

                                         Г. Чаржов

 

 - Ачасем, сăвă тěп шухăшě хăш йěркесенче?

- Çăкăра упрани –

Çĕршыва сыхлани.

 

- «Çăкăра упрани -  çĕршыва сыхлани» ыйтăва уçса пама тăрăшăпăр, çăкăр çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ иккеннне, вăл тар юхтарса ĕçленипе пулни çинчен

калаçăпăр.

 

II. Киле ěçе тěрěслени.

 - Киле ěçе вăйă выляса тěрěслер-ха. Сăмахсене миçе ушкăна пайлама пулать?ё 

 

 

1. «Ушкăнсем çине пайла» вăйă (5-мěш слайд)

 

 Уй, выртать, сарă, ÿсет, тулă, сěлě, пучах, вěтě, авăнать, çăкăр, сухалать, шурă,пěрчě, акать, хура,ыраш, пěçерет, урпа,  ял, ěçчен, çын, тулли, ÿстерет, тутлă, йÿнě. 

.

 

ял

сарă

выртать

уй

кăвак

ÿсет

тулă

шултра

авăнать

тĕтĕм

çÿллě

килĕшет

пучах

вăрăм

тухать

тÿпе

ěçчен

ĕçлет

пěрчě

тулли

турттарать

çын

çăра

курăнать

чечек

илемлĕ

ÿстерет

 

 

 

 

 

 

2. «Аукцион» вăйă

             Çěр-анне пěрремěш юпари сăмахсене сутать: Сирěн çак сăмаха илес тесен панă сăмаха тепěр япала ячěпе усă курса темиçе сăмах майлашавě тумалла. Кам ытларах тăвать, çав çěнтерÿçě.

Уй – тулă уйě, ыраш уйě, сěлě уйě, урпа уйě, пăрçа уйě, вир уйě, ясмăк уйě, хура тул уйě, ял уйě,…

          - Юпари сăмахсемпе ÿкерчěк тăрăх предложенисем йěркелěр

 

3. Таблицăри сăмахсемпе усă курса ÿкерчĕкпе ĕçлени.( 6-мěш слайд)  

 

1. Ыйтусене хуравлани.

Чăваш халăх художникěн М. С. Спиридоновăн ÿкерчěкěн репродукцийěпе паллашни.

 

М. С. Спиридонов (1890-1981)

 

 

 - Ачасем, эсир мěнле ят панă пулăттăр ку ÿкерчěке? Мěншěн?

 - …

 - Тăван çěр – шыв ятлă вăл. Мěншěн çакăн пек ят панă – ши художник?

  - …

 -

2. Çыхăнуллă калав туни.

 

- Ку камăн ÿкерчěкě? (М. С. Спиридоновăн)

- Ÿкерчěк çинче мěн уйě сарăлса выртать? (сарă тулă)

- Тулă пучаххисем мěнле? (тулли.)

- Вěсем мěне çити авăннă? (çěре çити)

- Ял çынни уйра мěнле ěçленě ? (тăрăшса ěçленě)

- Сана ÿкерчěк килěшрě-и? Мěншěн?

 

    - Ачасем, Раççей уйě 218 млн. га, унта  çурри ытла  тыр-пул йышăнать. Пирěн республикăра та

ял çынни … çăкар туса илет.

Чăваш енре уй-хир 1040 пин га, унăн 43% тыр-пул йышăнать. Уйра 113 пин ял ĕçченĕ вăй хурать (республикăри ĕç çыннисен 20 %).

 

Кану саманчě ( 7 – мěш слайд)

 

 

 

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Сарă пучах авăнать.

Çил арманĕ çаврăнать.

Тырăран çăнăх пулать.

Çил лăпланчĕ, чарăнăр,

Ларса шăплăха итлер.

Тăтăмăр, лăплантăмăр,

Вырăна вырнаçрăмăр

 

      - Атьăр, ачасем, тухăçлă тыр–пул туса илме ял çыннин менле ěçсем тумаллине аса илер.  Панă предложенисенчен çыхăнуллă калав туни.

 

4. Ушкăнпа ěçлени: панă предложенисенчен çыхăнуллă калав туни.

 

Ял çынни лайăх тыр-пул туса илес тесе хěлле юр тытать.

 

Çу уйăхě пуçлансанах тислěк тăкать, çěре сухалать,  акать.

 

Çулла çум курăкпа хурт-кăпшанкăпа кěрешет.

 

 Кěр пуçламăшěнче тыр-пула комбайнпа вырать, çапать, сăвăрать.

 

Йĕтем çинче тасатса типěтнě тырра элеватора турттарать.

 

Çыхăнуллă пěчěк калава тěрěс йěркеленě пулсан кашни ушкăнăн сăмах пухăнать:1-мěш ушкăнăн –çăкăр, 2-мěш- кулач, 3-мěш- икерч.

 

5.Çыхăнуллă пěчěк калава вулани. Экран çинчи ÿкерчěксем тăрăх йěрлени

( 8 – мěш слайд)

 

- Мěнле сăмахсем пухăнчěç? Çăкăр,кулачă,икерчě мěнрен пулать?

- Çăнăхран.

- Çăнăхĕ мĕнрен пулать?

-  Тыр-пултан.

- Тыр-пултан тата мĕн хатĕрлеççĕ? (ретсемпе ăмăрту)

 

6.Ачасем çăнăхран пěçернě апат-çимěç ячěсене çирěплетеççě (9 –22 мěш слайдсем)

 

Радиальная диаграмма
 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 


6. Тĕрлĕ тыр-пулпа паллашни (тĕпчев ĕçĕ)

 

 

- Пирěн пěчěк тěпчевçěсем тěрле тыр-пул çинчен вуласа пěлнě. Вěсене тимлě итлěр, ыйтусем хатěрлěр. ( 23– мěш слайд)

 

 

 

 

 

Тулă-

чи паха тыр-пул. Унта белок, углевод, организма кирлě минералсем нумай. Тулăран çăнăх, тулă тата манна кěрпи, спирт, крахмал тăваççě.  Çăнăхěнчен макарон, лапша, вермишель хатěрлеççě.

 

Ыраш

ытти тыр-пул хушшинче иккěмěш вырăн йышăнать.Унтан та çăнăх., спирт тăваççě, ыраш калчине им-çам тунă çěрте усă кураççě.

 

 

 

 

Урпара

белок, крахмал, çу нумай. Унтан урпа (перловка) кěрпи, кофе, çăнăх тăваççě. Урпа çăнăхěнчен пěçернě çăкăр хăвăрт кăвакарать.

 

Сěлěре

пысăк пахалăхлă белок, крахмал, В витамин,çу нумай. Унран хатěрленě апат диета апачě шутланать, вăл ачасем валли те паха.апат.

 

 

 

7. Диалог хатĕрлесси.

 

- Ыраш мĕнпе паха?

- Ырашра … пур.

- Сана мĕнле çăкăр килĕшет?

 

Кану саманчě

 

Пирěн асанне пěçернě

Питě тутлă капăртма.

Çакăн пек çÿллěскер,

Çакăн пек лутраскер,

Çакăн пек анлăскер,

Çакăн пек ансăрскер.

 

 

III.Текстпа ĕçлени

 

1. Çěнě сăмахсемпе ěçлени.(24 - мěш слайд.)

 

асап тÿснě- мучились     уйрăмах паллă – особенно заметно

тухăç- урожай                çителěклě - достаточно

чухăнсем - бедняки

 

а)  вěрентекен тěрěс пусăм лартса вулани – хор;

ă) 1 ушкăн, 2 ушкăн;3 ушкăн;

б) хěр ачасем, арçын ачасем;

в) «сăнчăрпа» пěрер сăмах;

г) мăшăрсемпе вулани;

 

2.В. Алентейěн «Çăкăртан асли çук» калавěпе паллашни.

 

Çăкăртан асли çук

В. Алентей

Çăкăр вăл - пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě. Çăкăртан асли çук теççě ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», тенě çынсем пěр-пěрне ырă сунса. Паян кун та эпир пысăк хăнасене çăкăр-тăварпа кěтсе илетпěр.

Ěлěкхи вăхăтра çăкăршăн хресчен нумай асап тÿснě. Тыр-пул тухăçě пысăк пулман. Чухăнсен çăкăрне пуянсем туртса илнě.

Йывăр вăхăтра çăкăр хакě уйрăмах палăрать. Иртнě вăрçăра Ленинград çыннисем выçăпа вилнě. Талăкра виç çěр грамм çăкăрпа пурăннă.

Халě пирěн çěр-шывра çăкăр çителěклě. Унăн хакě те йÿнě. Ку вăл пирěншěн телей. Анчах çăкăра хисеплеменнине те куратпăр. Çăкăра хисеплемен çынран  ыррине ан кěт тенě халăхра авалранах. Çакна, хаклă ачасем, нихçан та ан манăр.

 

 

а) учитель вулани;

ă) текста ăнланнине тěрěслени;

-Текст мěн çинчен?

- Вăл сире килěшрě-и?

б) ачасем хăйсем тěллěн çурма сасăпа вулани;

в) калава саспа вулани (2-3 ача);

г) ыйтусем  çине хуравлани:

- Ĕлĕкхи вăхăтра çăкăр ÿстерме çăмăл пулнă-и? Мĕншĕн?

- Çăкăр хакĕ хăçан палăрать?

- Иртнĕ вăрçăра Ленинград çыннисем талăкра миçе грамм çăкăрпа пурăннă?

- Халĕ эпир çăкăра мĕнле çиетпĕр? Мĕншĕн?

   -  Çăкăр вăл пирĕншĕн мĕн?

- Çăкăр çинчен ваттисем мĕн каланă?

д) ваттисен сăмахěсене тупса çырса илни; (25- мěш слайд)

Çăкăр вăл- пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě.

Çăкăртан асли çук.

Çăкăра хисеплемен çынран  ыррине ан кěт.

3. «Çăкăртан асли çук»юрра юрлани (26 - мěш слайд))

 

1.Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт,

Çак шухăша эс асра тыт.

Мěн ачаран эс хисепле:

Çăкăртан хакли вăл ним те çук.

 

2. Алă çумасăр çăкăр ан тыт,

 Çак шухăша эс асра тыт.

Мěн ачаран эс хисепле:

Çăкăртан таси вăл ним те çук

 

3. Çěлěк хывмасăр çăкăр ан тыт,

Çак шухăша эс асра тыт.

Мěн ачаран эс хисепле:

Çăкăртан асли вăл ним те çук 

 

В жизни народная мудрость гласит:

Низко ты хлебу с душой поклонись.

 С детства запомни эти слова:

Хлеб в нашей жизни – всему голова

IV.. Киле ěç пани ( 26 - мěш слайд.)

1.Ваттисен сăмахěсене çырса илĕр (68стр. 1-мĕш х.)

2. «Çăнăхран пĕсернĕ апат- çимĕç» кроссворд тăвăр.

 

V. Пěтěмлетÿ

 


 

ç                     Ял çынни лайăх тыр-пул туса илес тесе хěлле юр тытать.

 

ă               Çу уйăхě пуçлансанах тислěк тăкать, çěре сухалать,  акать.

 

Çулла çум курăкпа хурт-кăпшанкăпа кěрешет.

к

ă             Кěр пуçламăшěнче тыр-пула комбайнпа вырать, çапать, сăвăрать.

 

р                    Йĕтем çинче тасатса типěтнě тырра элеватора турттарать

 

 

к                     Ял çынни лайăх тыр-пул туса илес тесе хěлле юр тытать.

 

у             Çу уйăхě пуçлансанах тислěк тăкать, çěре сухалать,  акать.

 

л                                 Çулла çум курăкпа хурт-кăпшанкăпа кěрешет. 

 

а                     Кěр пуçламăшěнче тыр-пула комбайнпа вырать, çапать, сăвăрать.

 

Йĕтем çинче тасатса типěтнě тырра элеватора турттарать

ч

 

Ял çынни лайăх тыр-пул туса илес тесе хěлле юр тытать.

и

 

к             Çу уйăхě пуçлансанах тислěк тăкать, çěре сухалать,  акать.

 

Çулла çум курăкпа хурт-кăпшанкăпа кěрешет.

е

Кěр пуçламăшěнче тыр-пула комбайнпа вырать, çапать, сăвăрать.

р

 

Йĕтем çинче тасатса типěтнě тырра элеватора турттарать

ч

 

 


 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал ". Урок теми: Çăкăра упрани - çĕршыва сыхлани (ИКТ-па усă курса 5-мĕш класра ирттернě хутăш урок)."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Социальный работник

Получите профессию

HR-менеджер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 114 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 27.10.2015 1172
    • DOCX 2 мбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Албутова Мария Михайловна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Албутова Мария Михайловна
    Албутова Мария Михайловна
    • На сайте: 8 лет и 5 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 14465
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Интернет-маркетолог

Интернет-маркетолог

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Основные методики в области преподавания испанского языка

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса в общеобразовательных организациях (английский язык)

Учитель английского языка

300 ч. — 1200 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 32 человека из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 18 человек

Курс профессиональной переподготовки

Английский язык: теория и методика преподавания в профессиональном образовании

Преподаватель английского языка

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 63 человека из 29 регионов
  • Этот курс уже прошли 87 человек

Мини-курс

Методы решения нестандартных математических задач

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 12 человек

Мини-курс

Эффективные стратегии текстовых коммуникаций в бизнесе

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Особенности психологической коррекции детей с различными нарушениями психического развития

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 387 человек из 70 регионов
  • Этот курс уже прошли 287 человек