Инфоурок Родная литература Конспекты"Çут çанталăк тата çын. (В.Туркайăн "Айăп" калавĕ тăрăх"

"Çут çанталăк тата çын. (В.Туркайăн "Айăп" калавĕ тăрăх"

Скачать материал

Предмет: Чăваш литератури

Урок теми: Çут çанталăк тата çын (Валери Туркайăн «Айăп» хайлавĕ тăрăх)

Урок тĕсĕ: хайлава пĕтĕмĕшле тишкермелли хутăш урок

Ачасен ÿсĕмĕ: 5-мĕш класс

Шкул: чăваш шкулĕ

 

Урок теми: Çут çанталăк тата çын (Валери Туркайăн «Айăп» калавĕ тăрăх)

                                                  Урок  эпиграфĕ:

 

                                                                                    Чĕр чунсем –пирĕн туссем.

Ваттисен сăмахĕ 

                                                                                                                                                         

1.Харкамлăх (личностные) (Права, тĕллев, тупсăм, мораль)

а) Тăван тавралăхри чĕр чунсене юратма, вĕсен тĕнчине ăнланма, туйма сăнама вĕренни.

ă) Чĕр чунсем çут çанталăкăн пĕр пайĕ, пурнăç çыхăнăвĕн пĕр сыпăкĕ пулнине туйни.

б) Чĕр чунсене упрасси, пулăшасси – кашнин тивĕçĕ пулнине ăнлананни.

 

2.Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные) (йĕркелÿ, хутшăну, информаци)

а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, хаçат-журналта, интернетра шыраса тупса  усă курма пĕлни.

ă) пур пек пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курса ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни.

б) темăпа çыхăннă кирлĕ материала суйласа илсе ĕçлеме хăнăхни.

 

3.Предмета вĕреннин результачĕсем (предметные)

а) Курни-илтни, сăнани çинчен шухăша сăмах вĕççĕн тата çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама хăнăхни. Çырмалли шухăша вуласа тухнă текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетни.

 

 Урокра усă курнă технологисем: учитель сăмахĕ, эпизодсем тăрăх калаçу ирттерни,  ансăр-анлă ыйтусем, хĕвеллĕ кластер, илемлĕ вулав, икĕ енлĕ дневник çырасси, В.Туркайпа И. Бунинăн хайлавĕсен танлаштаруллă таблици, словарь ĕçĕ, синквейн çырни.

 

ИКТ технологийĕ –  мультимедиа  презентацийĕ,  интернетра кирлĕ информаци тупни.

Культурăсен çыхăнăвĕ: В. Туркайăн  „Айăп” калавĕ, И. Бунинăн „Густой зеленый ельник у дороги” сăвви.

 

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, танлаштару таблицин хатĕр схеми, И.Бунинăн „Густой зеленый ельник у дороги” хайлавĕн  тексчĕ.

 

                                   Урок юхăмĕ:

1.Урока пуçлани

1.Сывлăх сунса класа йĕркелени, ачасен кăмăлне çĕклени, хастар пулма хавхалантарни.

II.  Тĕп тапхăр умĕнхи ĕçсем:  

1.Урокра мĕн çинчен калаçассине прогнозлани

- Паянхи урока эпĕ çак ваттисен сăмахĕсенчен пуçлас терĕм.

·        Шыва ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ.

·        Çут çанталăк çути пурне те çитет.

 

-Ачасем, слайдри ÿкерчĕксем çине пăхатпăр, вĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ши? (Çут çанталăка упрамалли çинчен)

2.Урок темипе, тĕллевĕпе палăртни

- Апла пулсан эпир сирĕнпе урокра çут çанталăка упрасси çинчен калаçăпăр. Мĕн вăл çутçанталăк?

(Çут çанталăк вăл – хĕвел, уйăх, шывсемпе çăлкуçсем, чĕр чунсем, ÿсен-тăрансем

Çапла вара, паянхи урокăн теми: Çут çанталăк тата çын (Валери Туркайăн «Айăп» хайлавĕ тăрăх)

Урок эпиграфĕ:  Чĕр чунсем – пирĕн туссем

- Мĕнле тĕллев патне пыма пулать-ши, ачасем?

(Тăван тавралăха упрама, сыхлама, ун илемне хаклама вĕрентесси,

  Чĕр чунсене юратма, сыхлама, вĕсен тĕнчине ăнланма туйма вĕрентесси)

 

III. Тĕп тапхăр. Ушкăнпа ĕçлесси.

- Эпир урокра В.Туркайăн «Айăп» калавне тишкерĕпĕр. Чи малтанах сире калав авторĕпе кĕскен паллаштарас тетĕп.

-Валерий Владимирович Туркай  Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ — чăваш халăх сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ.

  Унăн пьесисемпе Çамрăксен театрĕнче  спектакльсем те лартнă. 

Муса Джалиль, Мустай Карим, Габдулла Тукай, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Алим Кешоков, Валентин Колумб тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă, Туркайăн сăввисене вырăс, тутар, азербайджан, украин, латыш тата ытти чĕлхесене куçарнă.

(Видеоролик пăхатпăр)

- Ачасем, сире килте «Айăп» калава вуласа тухма каланă. Калавра ăнланман сăмахсем тĕл пулма пултараççĕ, вĕсене пăхса тухар-ха.

Словарь ĕçĕ:

Пăши-  лось, тапăр –водопой, место водопоя, шурлăх – болото, укăлча –околице(край села), тутăхма – ржаветь,  сайхалăх – жердь, шалча –  жердь, йыхăрать- зовет, пÿр – гной, çула пÿл – загородить дорогу

 

1. Калав тăрăх ыйтусем çине хуравлăпăр

1)Ача камсемпе кĕтÿ кĕтнĕ? (Ача Якку тата Микуç тетепе кĕтÿ кĕтнĕ)

2)Кĕтÿ ачи мăйăр татнă чухне ун куç умне пăши мĕнле тухса тăрать? Çак вырăна тепĕр хут вулатпăр та кластер тăватпăр.

(доска умне пĕрерĕн туха-туха сăмахсене çыраççĕ)

 Пăши(мĕнле?) – чăн-чăн, сарлака çирĕп мăйракаллă, мăнаçлă, илемлĕ, сарлака кăкăрлă, вăйлă ураллă, асăрхануллă, ирĕклĕ, чĕрĕ. Хăватлă. Сарлака çирĕп мăйракаллă.

Пĕлме!

- Пăшин йывăрăшĕ 5центнертан та иртме пултарать. (1ц -100кг., апла пулсан 500 килоран та иртме пултарать.

Пăши килĕ – вăрман. Пĕтĕм ĕмĕрĕ вăрманта иртет. Уçă вырăна, уй-хире ирĕксĕртен сеç тухкалать. Питĕ шăппăн çÿрет. Унăн ĕмĕрĕ питĕ кĕске: вăл 20 çултан та иртеймест.

3)Яла пырса кĕриччен пăши ăçта-ăçта пулать? (Ял кĕтĕвĕ - ыраш пусси(ржаное поле) - хыр кати(сосновый лес) – колхоз ферми – Кĕтне юхан шыв – çаран – ял).

4)Пăши яла çĕтсе кайнипе кĕнĕ е урăх сăлтава пула? Яла пырса кĕнĕ чух чĕр чуна çурт купалакансем мĕнле кĕтсе илнĕ? Вĕсем хушшинче хăйсене мĕнле тытакан çынсем пулнă?

(Пăши яла çĕтсе кайнипе кĕмен. Вăл хăйĕн çемйине шыранă - пăши амине тата пăрушне. Çурт купалакансем ĕçе пăрахнă та пăши курма васканă, хăлаçлана-хăлаçлана кăшкăрнă. Пĕри хăйĕн çурăк сассипе çухăрса янă. Пăши каялла каяс тенĕ, ун çулне шыв турттаракан автомашина пÿлнĕ. Шоферĕ автомашинине кăшкăртма пуçланă. Укăлча енчен трактор хăпарнă.)

 

5)Çынсем ирĕке ăнтăлакан пăши çулне мĕншĕн пÿлнĕ? Камсен айăпне пула пăши вилмелле аманнă?

( Çак ирĕклĕ чĕр чун çынсемшĕн ытла та кăсăк тĕлĕнтермĕш, ытла та савăк мыскара пулнă-тăр. Пăши мотор кĕрлемен еннелле тапса сикет. Тутăхма пуçланă тимĕр сеткаран тунă картана пырса тăрăнать. Каштасенчен купаласа тунă хутлăх урлă сиксе каçать, анчах унăн кăкăрне çĕр улми аври упрамалли сайхалăх çинчи вĕçлеке шалча тăрăнать…)

 

6)”Тÿрех ÿкмен вăл чĕрĕ çĕр çине, турех хупман хăйĕн тĕксĕм пысăк куçне…” абзаца вĕçне çитиччен вулăр. Сире ку ÿкерчĕк вăрçăра вилмелле аманнă салтака аса илтермест-и? Вĕсем хушшинчи пĕрпеклĕхсене калăр.

 

 

 Çурăк саслă çынна, вĕçкĕнреххине(хвастун), чараканнине, сăмаха илтмĕш пулакансене, шыв турттаракан автоашина водительне, транспорт хуçине, çĕнĕ пÿрт хуçине, хăлаçланса кăшкăракансене эсир мĕн каланă пулăттăр? Вĕсем “çын” сăмаха тивĕçлĕ-и? Сак этемсем тунă ĕç-пуçа палăртакан глаголсене çырса илĕр.

 (Вĕсене питĕ хытă ятлас килет. Вĕсем йăнăш турĕç Çак этемсем «çын» сăмаха тивĕçлĕ маар, мĕншĕн тесен этемĕн çынлăх шайне чун тасалăхĕ кăтартса парать Çынран, чĕр чунран кулакан, мăшкăллакан çынсем таса чунлă пулма пултараймаççĕ. Чун тасалăхĕ вăл – çут çанталăка, этеме хирĕç усал ĕç туманни)

 

Глаголсем: Çухăрса янă, шăв-шав пуçланнă, чĕр-чун патне талпăннă, автомашина пÿлнĕ. Машинине кăшкăртма пуçланă, трактор çулне пÿлнĕ. Хăлаçлана-хăлаçлана  кăшкăрнă

 

 Кану саманчĕ:

Эпир çирĕппĕн утатпăр,

Алсене çÿле йăтатпăр.

Пуçсене те каçăртатпăр,

Тарăннăн вара сывлатпăр.

Хĕвеле çÿле пăхатпăр,

Пайăркипе ăшăнатпăр.

Алăсемпеле çупатпăр,

Урапа тăпăртататпăр.

Парта хушшине ларатпăр.

 

- Культурăсен çыхăнăвĕ:  Иван Бунинăн „Густой зелёный ельник у дороги» сăввине вуласа В. Туркайăн „Айăп” калавĕпе танлаштарса таблица туни.

Иван Бунин.  „Густой зелёный ельник у дороги” (стихотворение)

Густой зелёный ельник у дороги,
Глубокие пушистые снега.
В них шёл олень, могучий, тонконогий,
К спине откинув тяжкие рога.

Вот след его. Здесь натоптал тропинок,
Здесь ёлку гнул и белым зубом скрёб —
И много хвойных крестиков, остинок
Осыпалось с макушки на сугроб.

Вот снова след, размеренный и редкий,
И вдруг — прыжок! И далеко в лугу
Теряется собачий гон — и ветки,
Обитые рогами на бегу…

О, как легко он уходил долиной!
Как бешено, в избытке свежих сил,
В стремительности радостно-звериной,
Он красоту от смерти уносил!

Танлаштаратпăр:

 

Валери Туркай. „Айăп” калав

Иван Бунин. Стихотворение „Густой зеленый ельник у дороги”

Пĕрпеклĕхсем

Мăнаçлă, сарлака çирĕп мăйракине ĕнси çине вырттарнă

Могучий, тонконогий,
К спине откинув тяжкие рога
.

 

Урисене çăмăллăн вылятса шурлăхран тухрĕ, кайри урисемпе хăватлăн тапа-тапа çырана хăпарса кайрĕ.

О, как легко он уходил долиной!
Как бешено, в избытке свежих сил,
В стремительности радостно-звериной,

Уйрăмлăхсем

                 калав

               сăвă

 

Çынсенчен тарать.

„Пĕтĕм чун хавалне пухса çак хăрушă урамран, çак хăрушă ялтан, çак хăрушă çынсенчен уй-хире, ирĕклехе тарма пикенет...”

Йытăсенчен тарать.

И вдруг — прыжок! И далеко в лугу
Теряется собачий гон — и ветки,
Обитые рогами на бегу...

 

Вилет.

„ ...Ялтан инçе кайма ĕлкĕрнĕ пăши аманнă чĕри юлашки хут вăйсăррăн тапса иличчен”

Вилĕмрен хăтăлать.

«Он красоту от смерти уносил

 

V. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ – ачасен ăнланăвĕпе хăнăхăвне çирĕплетни

-Ачасем, урока пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр? Çак калав пире мĕнле пулма вĕрентет-ши?

(Чĕр чунсене юратма, вĕсен тĕнчине ăнланма, чĕр чунсем ирĕклĕхе юратнине ăнланма, чĕр чунсене хăратмалла мар, вĕсен çывăхне кăшкăрса хăратас тесе пымалла мар, хăлаçланмалла мар. Пăши çынна хăнăхман, пăши çывăхĕнче машинăна кăшкăртмалла мар)

- Чăваш халахĕн çичĕ пилне асра тытмалла

 

Çичĕ пил -(благословение, напутствие, завет)

- Çак çичĕ пилпе килĕшуллĕ пурăнсан чăн-чăн çын тесе шутланă.

     Çапла вара, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ.

 

                     Икĕ енлĕ дневник çыратпăр

 

 

 

     Автор çырать

 

  Эпĕ çапла шухăшлатăп

 

75стр.

Ялтан чылай инçе кайма ĕлкĕрнĕ пăши аманнă чĕри юлашки хут вăйсăррăн тапса иличчен.

 

Пăши вилет тесе ăнланатăп

 

76 стр.,

3-мĕш абзац.

 

Шăпах çав кунхине кÿршĕ ял çыннисем хирте пăши амипе пăрушне курнă. Вĕсем яла кĕмен.

 

Ял çывăхне вилнĕ пăшин мăшăрĕпе ачи пынă тесе шутлатăп. Ку пăши çемйи. Инкек пулнине вĕсен чунĕ сиснĕ, çавăнпа çынсенчен хăраса яла кĕмен .

 

 

 

VI тапхăр. Рефлекси. Синквейн çыратпăр.

 

 пăши

мăнаçлă, чĕрĕ

йыхăрать, тапса сикет, вилет

Мăнаçлă пăши çынсен айăпне пула вилет

 Ирĕклĕ чĕр чун

VII тапхăр. Киле ĕç пани (3ĕçрен пĕрне суйласа илме юрать)

1.Чĕр чунсене курсан хамăра мĕнле тытмалли йĕркене(памятка) çырса хатĕрлемелле.

2. Хăвăра килĕшнĕ хайлав сыпăкĕ тăрăх ÿкерчĕк тăвăр.

3. Пăши сăмахпа мĕн тунă? ыйтуллă «Хĕвел кластер» йĕркелĕр.

 

VIII тапхăр. Урока пĕтĕмлетни. Ачасем ĕçленине хаклани.

-         Ачасем, «Паянхи урок маншăн» таблицăпа ĕçлетпĕр, тивĕçлĕ хурава туртса палăртатпăр, хăш шухăшпа килĕшнине суйлатпăр.

 

Урок

Эпĕ урокра

 

Пĕтĕмлетÿ

Интереслĕ

Ĕçлерĕм

 

Материала ăнлантăм

Кичем

Канса лартăм

Малтанхинчен ытларах пĕлтĕм

Маншăн пурпĕрех

Ыттисене пулăшрăм

Ăнланмарăм

- Хăвăр ĕçе, ыттисен ĕçне  мĕнле паллăпа хаклатăр?

(Ушкăнри ачасем пĕр-пĕрин пĕлĕвне хаклаççĕ, урок килĕшрĕ пулсан алă çупаççĕ, килĕшмерĕ – шăп лараççĕ)

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал ""Çут çанталăк тата çын. (В.Туркайăн "Айăп" калавĕ тăрăх""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 6 месяцев

Менеджер по управлению сервисами ИТ

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Конспект урока по чувашской литературе в 5 классе. Учебник для 5 класса "Чăваш литератури".

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 674 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.09.2021 656
    • DOCX 60.7 кбайт
    • 14 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Сергеева Елена Георгиевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Сергеева Елена Георгиевна
    Сергеева Елена Георгиевна
    • На сайте: 7 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2028
    • Всего материалов: 3

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Интернет-маркетолог

Интернет-маркетолог

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Теория и методика преподавания родного (русского) языка и родной литературы

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 30 человек из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 200 человек

Курс повышения квалификации

Особенности подготовки к сдаче ОГЭ по литературе в условиях реализации ФГОС ООО

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 32 человека из 17 регионов
  • Этот курс уже прошли 168 человек

Курс повышения квалификации

Формирование семейных ценностей у школьников на уроках литературы в условиях реализации ФГОС ООО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 90 человек

Мини-курс

Педагогические аспекты работы с баснями Эзопа

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Фокусировка и лидерство: достижение успеха в условиях стресса и перемен

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 23 человека из 13 регионов

Мини-курс

Эффективное управление электронным архивом

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе