Инфоурок Начальные классы КонспектыВнеклассное мероприятие "Çут çанталăк тусĕ пул"

Внеклассное мероприятие "Çут çанталăк тусĕ пул"

Скачать материал

Экологи çулне халалланă мероприятии

Ҫут ҫанталặк тусĕ пул

                          (Класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии)    

         Пĕлу  тĕллевĕ: кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, кайаксем çинчен анларах пĕлÿ парасси.

         Сапăрлăх тĕллевĕ: çут çанталăка, кайăксене юратма , йывар вăхăтра пулăшма вĕрентесси.

         Аталану тĕллевĕ: веренекенсен  çыхăнуллă  пуплевне  аталантарасси,       хăсен шухăшне уçăмла палăртма, мăшарпа тата ушкăнпа ĕçлеме вĕрентесси,                         

        Усă курмалли хатĕрсем: компьютер,ваттисен самахĕсене çырнă плакатсем, сырăш тумалли хатĕрсем (хачă, сцеплер,кантра,пластик саватсем), «Кайăксен сассисем» диск…..

Доска çинче,пĕр енче ваттисен самахĕсене çырнă плакатсем:

«Çут çанталăка ăнланакан  çын- ырă кăмăллă,таса»        Л.М.Леонов

 «Ачашлани этеме кăна мар,чĕр чунсене те килĕшет çав»  Н.П.Ишентей, Г.А.Матвеев

«Çĕлен çынсемшĕн ирсĕр пулсан та çут çанталăкшăн хитре»    В.Степанов

Чĕр   чунсем -пирĕн туссем.       Халăх сăмахлăхĕнчен.

Тепĕр енче «Кайăксем – пирĕн туссем» темăпа ачасен ÿкерчĕкесенчен йĕркеленĕ выставка.

Заняти юхăмĕ

Верентекен малтанах ачасене ыйтусем çырнă картăчкăсем валеçсе парать.

1.Проблемăллă ситуации  йĕркелесси, Ĕç темипе паллашасси.

Вĕрентекен:  Ырă кун, ачасем, ашшĕ- амашĕ . Ачасем, паян эпир хăнана ан-нĕрсене чĕнтĕмĕр.Пирён паян вĕсемпе пĕрле ĕçлес пулать.Пирĕн тĕл -пулу тухçăлă та кăсăклă иртессе шанатăп.

Ачасем сценка лартаççĕ.

Амашĕ япала çăвать, хай ĕнĕрлет. Çав вăхăтра ачи чупса кĕрет те ун патне пырать.

Ача: Анне, атя-ха кайаксене апат кайса парар.Вĕсем выçă пуль,апачĕ те çук пуль.

Амăшĕ: Курмастăн-им,эпĕ  пушă мар. Кайса ĕçле хăван ĕçне. Урах ĕç çук-и сан?

Ачасем куракансене пуç тайса кĕрсе лараççĕ.

        Вĕрентекен: Кам чухласа илчĕ,мĕн çинчен калаçатпăр эпир паян?(Ачасемпе   амăшсем хуравлаççĕ).          

Вĕрентекен   пĕтĕмлетсе темăна пĕлтерет:(1-2-мĕш слайдсем-тема, тĕллев)

-Тĕрĕс.Паян эпир кайăксем çинчен,вĕсене пулăшмалли çинчен калаçăпăр.(кайак сасси 3-мĕш слайд)  Сăмах май аса илсе хăварар-ха. 2017-мĕш çула президент сĕннипе (указĕпе ) мĕнле çул тесе йышăннă?

Вĕрентекен малтан ачасенчен ыйтать,пĕлмесен амăшсенчен..

Вĕрентекен : Тĕрĕс.2017 çул-экологи çулĕ. Урăхла каласан çут çанталăка упрамалли, пулашмалли çул.Халĕ ачасем эсир умара хунă ыйтусем çине ответлетĕр.

Амăшсене вĕрентекен  ыйту парать. Ситуацине сутсе яваççĕ. Тĕрĕс турĕ-ши амăшĕ? Эсир мĕн тунă пулăттăр ун вырăнĕнче?

Амăшĕсем хайсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ .Учитель пĕтĕмлетет.

Эпĕ сирĕн сăмахăр çумне хушса çакна каласшăн.Ачасем пиртен тĕслĕх илсе усеççĕ, çавăнпа та пирĕн вĕсене ырă тĕслех кăтартма тăрăшмалла тесе шутла-тăп.

2.Тĕп пайĕ.

1. Вĕрентекен:  Малалла калаçăва тăснă май сире тупмалли юмах парасшăн. «Алăсăр-урасар пÿрт лартать» .Мĕн-ши ку?

Ачасем хуравлаççĕ. Пĕлмесен амăшĕсем.

Вĕрентекен: Тĕрĕс, ку кайăк. Мĕнле усă параççĕ-ха вĕсем пире. Кам пĕлет?

Ачасем хуравлаççĕ. Учитель пĕтĕмлетет. .(4 –мĕш слайд-тĕрлĕ кайăксем)

 

Вĕрентекен: Чăнах та кайăксем ăста строительсем, анчах вĕсен пурнăçĕ çăмăлах мар.Вăхăтра çăмарта туса чĕпĕ кăларма шанчăкла та çирĕп йава кирлĕ,чĕпписене кашни кун апат çитермелле. Кайăксем пирĕн туссем. Вĕсем пире пулăшакансем, хирсне , садсене, пахчасене упракансем.Тата вĕсем хайсен юррисемпе çут çанталăка илем кÿреççĕ,пире хăйсен юррипе савăнтараççĕ.Эпир вĕсемсёр пурăнайман пулаттăмăр. Вĕсене уйрăмах хĕллехи вăхăтра йывăр.Эпир кайăксене  хĕлле мĕнле пулăшу пама пултаратпăр?

Ачасен хуравĕ, сăвалла хуравлаççĕ….

1-мĕш ача:   Капăр тĕклĕ кайăксем

                     Кантăк умне килеççĕ:

                     -Сивĕтсессĕн,юр уксен

                      Апат тупма хĕн, -теççĕ.

  2-мĕш ача:     Кайăк кĕшĕк нушине

                         Лайăх пĕлсе тăратпăр;

                          Кашни çулах вĕсене

                          Сырăш çакса паратпăр.

3-мĕш ача:        Малтанласа кайăксем

                           Сырăш патне пымаççĕ-

                           Хырăм выççи хистесен

                           Сăхаççĕ те сăхаççĕ.    

Пётёмлетÿ….

Вĕрентекен:     -Тĕрĕс. Эпир вĕсене сырăшсем туса апат хурса пама пул-таратпăр.

Словарь  ĕçĕ:

Вĕрентекен:  Пирĕн калаçура сайра тĕл пулакан  сырăш сăмах тĕл пулчĕ кунта. Мĕн-ши вăл?

Ачасем хуравлаççĕ: -Сырăш -кормушка.(5 –мĕш слайд- тĕрлĕрен сырăшсем)

2.Амашĕсем ваттисен самахĕпе ĕçлеççĕ. Пăтраштарнă  сăмхсенчен  тĕрĕс предложени тумалла.

   ҫерҫие   ватặ хывặхпа улталаймặн  хывặхпа   . 

 тặракан  тулặ  ир пĕрчи ҫерҫи тупнặ.

    пĕрчĕ   кайặк      тặранать сặхсах .

Чĕкеҫ    теҫҫĕ   кайặк     сặваплặ

  кайặк     хặй  кашни    савать йặвине .

Ачасем çав вăхатра тупмалли юмахсен тупсăмне калаççĕ.

1.-Сукмак çинче кентти ташлать. (çерçи)

2.Каçхине çухăрать, кăнтăрла çывăрать. (тăмана)

3.Кĕлеткинчен хÿри  вăрам. (чакак)

4.Хĕрлĕ туна апăрша.(кăвакарчăн)

5.Хура йăмăкăн юрри хитрее.(шăнкăрч)

6.Кунĕпе вăл ĕçлет, йывăçсене сыватать.(ула такка)

7.Ик-чак пĕ р чăмă ртак.(кайăк йăви)

Вĕрентекен:  Пурте матур.Халĕ амăшсем ваттисен самахĕсемпе паллаштарĕç.

Ватặ   ҫерҫие   хывặхпа улталаймặн. 

Ир тặракан  ҫерҫи тулặ  пĕрчи тупнặ.   

Кайặк    пĕрчĕ сặхсах     тặранать.

Чĕкеҫ     сặваплặ   кайặк     теҫҫĕ.   

Кашни кайặк     хặй     йặвине савать.

 

5.Кану вăхăчĕ.(физминутка)

 Вăйă « Кам тимлĕрех?». Пурте парта хушшинчен ура çине тăраççĕ.

Вĕрентекен:  Эпĕ сире кайăк ячĕсене калăп.Кăнтăра вĕçсе каякан кайăксен ятне илтсен алларсене саратар.Пирĕн патра хĕл каçаканнисен ятне илтсен-алă çупатăр. Кайăксен ячĕсем:

Çерçи,шăнкăрч,кăвакарчăн, ула такка, тăрна, кăсăя, шăпчак,чĕкеç, кукăр сăмса, хур кайак, шăнчас,уйăп.(6 –мĕш слайд-кайаксем)

6.Сырăш тăвасси.

Вĕрентекен:  Ларма пултаратăр. Канса илтĕмĕр.Халĕ эпир сирĕнпе сырăш тăватпăр. Ăна килте ал айĕнче мĕн пур çавăнтан та тума пулать. Сăмахран,сирĕн умра çакăн пек тĕслĕхсем.(Пластик бутылкăсем,картон коробкăсем, кантра, çип…т.ыт.те). Амăшĕпе ачи пĕрле хăйсене мĕн кирлине суйласа илсе ĕçлеме пуçлăпăр.

 Сивĕч япаласемпе ĕçлеме тивет, çавăнпа та асăрхануллă пулмалли çинчен те ан манăр. (Вĕрентекен харушсăрлăх правилисем çинчен аса илтерет).

1.Сырăш тăваççĕ.

2.Кашни ушкăн хайĕн сырăшне презентацилет. 2-3 предложенипе паллаштарать.

3.Пĕтĕмлетÿ.

Вĕрентекен : Усăллă пулчĕ-и паянхи ĕç? Мĕн çĕнни пĕлтĕр,мĕн вĕрентёр?

-Пĕрле ĕçлеме кăмăла кайрĕ-и?

-Кирлĕ-и çакăн пек ĕçлени ?

Ачасен хуравесем…..

Амашĕсен хуравĕсем

Вĕрентекен : Çапла ,пире çунатлă туссем питĕ пысăк усă параççĕ. Анчах та вĕсене хĕллехи вăхăтра питĕ йывăр, çаванпа  та  вĕсене пирĕн пулăшмалла, сырăшсем туса апат хурса памалла.Ку сырăшсене  сада пĕрле тухса çакма ыйтасшăн,  ачасем вара кашни кунах апат хурса тăрĕç.Кун пек сырăшсене килте те  çаксан аван пулĕччĕ.Çут çанталак тусĕ пулас тесен пирĕн тата мĕнле усăллă ĕçсем тумалла? Çут çанталăк вăл кайăксем кăна мар вĕт-ха..

Ачасем хуравлаççĕ.

Вĕрентекен: Тĕрĕс.Ачасем сирĕн  хуравăрсене  «Çут çанталак тусĕ пул» темăна  малалла тăсса çитес занятии  вăхăтĕнче тата тĕплĕнрех сÿтсе явăпăр.Халĕ тухма пултаратăр.Тавах паян пĕрле ĕçлеме килĕшнĕшĕн.

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Внеклассное мероприятие "Çут çанталăк тусĕ пул""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Специалист по благоустройству

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 159 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 13.08.2017 436
    • DOCX 51 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Семенова Наталия Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Семенова Наталия Николаевна
    Семенова Наталия Николаевна
    • На сайте: 6 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2953
    • Всего материалов: 12

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Внедрение Федеральной образовательной программы начального общего образования

36/72/108 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 286 человек из 55 регионов
  • Этот курс уже прошли 2 104 человека

Курс профессиональной переподготовки

Теория и методика преподавания в начальных классах компенсирующего и коррекционно-развивающего вида

Учитель начальных классов компенсирующего и коррекционно-развивающего образования

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 281 человек из 54 регионов
  • Этот курс уже прошли 889 человек

Курс повышения квалификации

Методика повышения техники чтения у младших школьников с ОВЗ

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 103 человека из 29 регионов
  • Этот курс уже прошли 416 человек

Мини-курс

Основы финансовой отчетности

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эффективные коммуникационные стратегии в образовательной среде: от управления до мотиваци

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эффективные стратегии текстовых коммуникаций в бизнесе

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе