Инфоурок Другое Другие методич. материалыВнеурочное мероприятие "Выдающиеся люди чувашского народа"

Внеурочное мероприятие "Выдающиеся люди чувашского народа"

Скачать материал



 

 

 

«Çунатлă çул»

( А.Г.Николаева халалласа класс тулашĕнче ирттермелли ĕç )

                                                   

 

 

 

 

 

                                                   Ĕçе пурнăçлаканĕ:

                                         Çĕнĕ Шупашкарти кадет

лицейĕнче чăваш

чĕлхи вĕрентекенсем:

Петрова Наталия  Валериевна

                                       

 

                                      

 

                                   

 

 

 

 

                                   Çĕнĕ Шупашкар 2019 

 

Тема: «Çунатлă çул»

Тĕллев: Чăвашсен сÿнми  çăлтăрĕ  Андриян Григорьевич Николаев космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарни;

Задачăсем:

ăвашлăха тĕнче шайне çĕкленĕ çынсен пултарулăхне  хисеплеме вĕрентни;

 - ачасене нихăçан иксĕлми тăван чĕлхе пуянлăхне асăрхама хăнăхтарни;

-илтнине ас туса юлма пултарни; 

 - ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухашлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстерни; тавра курăмне аталантарни;

 - тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарни;

-тăван халăха юратма , Андриян Николаев пек тăрăшма вĕрентни.

 Актуаллăхĕ:

2019-мĕш çулта чăвашăн мухтавлă ывăлĕ, икĕ хутчен Герой ят илме тивĕç пулнă  летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитет. Андриян Николаев чăваш ятне çăлтăрсем патне «илсе çитернĕ» паттăр. Эпир, чăваш ачисем, хамăр ентеш çинчен ытларах пĕлме, унпа мухтанма тивĕç.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, Power Point  программăпа хатĕрленĕ слайдсем, ачасен ÿкерчĕкĕсем, стена хаçачĕсем , плакатсем:«Эп яланах Чăваш Республикине, хамăн тăвансем патне савăнса килетĕп.

(А.Николаев)

«Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» (Г.Н.Волков)

 

А. Г. Николаев çуралнă кунне халалланă уяв сценарийĕн юхăмĕ.

 

Сцена çинче Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать. Ăна уявра хутшăнакансем юрлаççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан. Ырă кун пултăр, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, хăнасем!  Сире çак илемлĕ те çутă залра курма эпир питĕ хавас. Эпир ваттисен йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе, çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе сире уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Кăçал, авăн  уйǎхĕн 5 -мĕшĕнче, А. Г. Николаев çуралнǎранпа 90  çул çитет. Çак юбилее пирĕн хулара та, республикǎри хуласемпе ялсенче те   те анлǎн палǎртаççĕ. Паян пирĕн шкулта пысăк уяв.Эпир сирĕнпе  чăвашăн чапа тухнă мухтавлă ывăлне , А. Г. Николаева чыслатпăр, унăн çуралнă кунне уявлатпăр.  

2-мĕш ертсе пыракан.Чăвашсен сÿнми  çăлтăрĕ  А. Г. Николаев1929 çулхи  авăн уйăхĕн  5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă .Ачалӑх кунӗсене вӑл тӑван Шуршӑл ялӗнче ирттернӗ.

1-мĕш ача

            Мӗн чул ырлӑх кунти таврара,

Шуршӑл ялӗ ларать умӑмра.

Выртать вӗҫсӗр уй-хир сарӑлса,

Ҫавал шывӗ юхать юрласа.

Кам пӗлмест-ши паян Шуршӑла?!

Хисеплетпӗр эпир ҫак яла.

Кунта пирӗн тӑван, Андриян,

Курнӑ ҫутӑ тӗнче чи малтан…

1-мĕш ертсе пыракан. Çемьере Андриян иккĕмĕш ача пулнă. 1944 çулта Шуршăлти тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. 1947 ç. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен  вĕренсе  тухсан  икĕ çул хушши (1950 çулччен) Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. 1950-мĕш çулта Андрияна çара илеççĕ. Çар летчикĕсен училищинчен вĕренсе тухсан вăл летчик-истребитель пулса тăрать. Тÿпе ăна çÿлтен-çÿле вĕçме илĕртет.1954 ç. Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче самолетсемпе тÿпене çĕкленнĕ. Чунри иксĕлми вăй-халĕ тата талпăнăвĕ, çавăн пекех техника пĕлĕвĕ анлă пулни ăна космонавтсен отрядне лекме пулăшнă. 

2-мĕш ертсе пыракан.1960 ç. Юрий Алексеевич Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпе, Валерий Быковскипе тата Григорий Нелюбовпа пĕрле А. Г. Николаева (пурĕ 6 çынна) космонавтсен ушкăнне илнĕ… Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пулас космонавтсем? Çирĕп сывлăх та, тарăн пĕлÿ те, чăтăмлăх та кирлĕ чăн-чăн космонавт пулас тесессĕн..Ахальтен мар уйăх çинчи пĕр кратера А.Николаев ятне панă.

1-мĕш ертсе пыракан.1962 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Совет Союзĕ космоса пĕр карап мар, иккĕ вĕçтерсе яни çинчен пĕлнĕ. Байконур космодромран чи малтан «Восток – 3»караппа Андриян Григорьевич Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, тепĕр кунне вара Павел Романович Попович «Восток – 4»караппа çĕкленнĕ. Вĕсем юнашарах вĕçнĕ. Кунсăр пуçне карапсем хушшинче радиоçыхăну йĕркеленĕ.

1-      мĕш ача

Николаев Андриян,

Мухтанатпăр санпалан.

Эсĕ вĕçрĕн çĕр тавра,

Тухрăн улăп-паттăра.

Мĕнпур аслă халăхпа,

Гагаринпа, Титовпа,

Поповичпа кар тăрса

Эс çул хыврăн космоса.

«Çăлтăр витĕр çул выртать»,

Тенĕ халăх авалтан.

Çав тÿпери çулпалан

Эсĕ килтĕн, Андриян!

 

2-мĕш ертсе пыракан.Акă мĕн çырать Василий Давыдов-Анатри хăйĕн «Çунатлă çул» хайлавĕнче А. Г. Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленнине илтсен:

1962 ÇУЛХИ АВГУСТĂН 11-МĚШĚ. Тĕлĕнмелле савăнăçлă хыпар илтрĕмĕр. Паян пирĕн çĕршывра виççĕмĕш космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. «Восток-3» сывлăш карапĕпе Совет Союзĕн гражданинĕ, пирĕн ентеш, чăваш ачи Андриян Николаев! Чĕрере ăшă туйăм тапса тăрать. Чăтаймарăм, чунтан хавасланса сăвă çыртăм.

Савăнатпăр эпир, мухтанатпăр,

Тĕлĕнетпĕр совет çыннинчен.

Ак каллех тÿпере улăп-паттăр,—

Саламлатпăр ăна чĕререн.

Николаев вĕçет çĕр тавра,—

Кăтартать çĕнĕ çын хăватне.

Пирĕн аслă Тăван çĕршывра

Унăн ячĕ сÿнмест ĕмĕрне!

1-мĕш ертсе пыракан. Космонавтсем çĕр çине таврăннă ятпа Шупашкарти ĕççыннисен митингĕ пулса иртнĕ. Митингра Андриян Николаев амăшĕ, Анна Алексеевна сăмах каланă. Унăн чăвашла каланă сăмахне митинга пынисем çав тери пысăк тимлĕхпе итленĕ.

— Эпĕ хамăн ывăлăма космоса вĕçме ирĕк панăшăн Тăван çĕршыва, партипе правительствăна тав тăватăп,— тенĕ вăл.

2-мĕш ертсе пыракан. А.Г. Николаев тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавтпа хăйĕн пурнăçне çыхăнтарать. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă икĕ паттăр 1963 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ. 35 çулти Андриян 26 çулти Валентинăна хĕр тĕнче уçлăхне тухичченех куç хывнă, çамрăксем чылай малтан пĕр чĕлхе тупнă. Хĕр çăлтăрлă командировкăран таврăнсан пилĕк уйăхран вĕсем Мускаври Мăшăрлану керменĕнче хутшăнăвĕсене официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ.

1-мĕш ертсе пыракан.  Çĕнĕ мăшăр 1964 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Андриян Григорьевичăн тăван ялне Шуршăла килнĕ. Вĕсене космонавтăн амăшĕ Анна Алексеевна пил панă. Июнь уйăхĕнче Андриянпа Валентинăн çемйине "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ: хура çÿçлĕ, каснă-лартнă ашшĕ пек хĕрача çуралнă. Алена сывлăхлă, ăслă-тăнлă çитĕннĕ. Ылтăн медальпе шкул пĕтернĕ, мединститутран вĕренсе тухнă. Травматолог-ортопед. Унăн икĕ ывăл.

2-мĕш ертсе пыракан. Анне… çак тăватă сас паллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Çак тĕлĕнмелле  çепĕç те ачаш туйăма А. Г. Николаев та ĕмĕрĕпех хăйĕн чĕринче усранă.

 1-мĕш ача

Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен:

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн?

 

Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех:

Килте пуринчен те

Тăрать иртерех?

 

Е ăшă çи-пуç-и

Тимлет сан валли?

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ _

Сиплет кам алли?

2-мĕш ача

Кам ыррăн, хавассăн

Пурне те пире

çапла лăш курмасăр:

Пăхса ÿстерет?

 

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне,

Вăл – пирĕн телей-çке

Вăл пирĕн анне!

 

Анне таврăнать-и

Ĕç хыççăн киле:

Каллех тупăнать ун

Тем те пĕр килте?

 

3-мĕш ача

Ик алăшăн пин ĕç

Вăл пĕр пушă мар?

Эпир ăна тивĕç

Куллен пулăшма?

 

Анчах та манатпăр

Çавна час-часах:

Ĕçрен пăрăнатпăр

Вăййа васкаса?

 

Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Тăвать хăй ĕçне

Çуратнă аннемĕр

Юратнă анне?  (Аркадий Ĕçхĕл)

 

Ылтăн мар-ши эс, анне?

 

4-мĕш ача

Ылтăн мар-ши эс, анне?

Кĕмĕл  мар-ши эс, анне?

Ылтăн пек ай хаклă – çке,

кĕмĕл пек ай сумлă – çке.

Ылтăнрах та пахарах,

Кĕмĕлтен те сумлăрах.

5-мĕш ача

 

Çăлтăр мар-ши эс, анне?

Уйăх  мар-ши эс, анне?

Çăлтăр пек  хĕлхемлĕ – çке,

уйăх  пек  илеимлĕ – çке.

Çăлтăртан та хĕлхемлĕрех,

уйăхран илемлĕрех.

6-мĕш ача

 

Шăпчăк  мар-ши эс, анне?

Е сар кайăк эс, анне?

Çут хĕвел, чечек, ахах –

ырлама çитмест сăмах.

Эс нимрен те лайăхрах,

пуринчен те хаклăрах.

1-мĕш ертсе пыракан. Иккĕмĕш хут вара «Союз-9» карап командирĕ пулса 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-18 кунĕсенче Виталий Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ. Пирĕн ентеш этем организмĕ тĕнче уçлăхĕнчи йывăрăша çухатнă лару-тăрура та калама çук пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнине çирĕплетсе панă.Ун пирки юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те ыррине кăна каланă. Вăл хăйĕн виçесĕр паттăрлăхĕпе, иксĕлми хăюлăхĕпе çĕр-шыва, пĕчĕк Чăваш Ене чапа кăларчĕ, Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклерĕ.

 

2-мĕш ертсе пыракан.Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн те унăн  культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмалла.

1-мĕш ача :

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк — çутăрах çунма.

 

Ĕшĕннисемшĕн çул çинче

Эс — шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

 

Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кӳрен.

Сӳнсе кĕлленнĕ кăмрăка

Вут кайăк сывлăшĕ кĕртен.

 2-мĕш ача :

Хыпса çунан çĕршывăма,

Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.

Хĕвел хĕм панă сывлăма

Мана та пĕр тумлам сыптар.

 

Сĕткенӳпе шăварăнса

Шаланкă евĕр çĕкленем.

Çӳлте çуйхавлăн ярăнса

Этемшĕн савăнăç чĕнем.

1-мĕш ертсе пыракан.Андриян Николаев хăй чăваш пулнишĕн мухтаннă, хăйĕн тăван ялне, юратнă çĕр-шывне манман. Хăй аса илĕвĕсенче те вăл тăван кĕтесрен, атте- анне килĕнчен хакли нимĕн те çуккине пĕрре кăна мар асăннă. Халĕ сире Василий Давыдов-Анатри сăмахĕсемпе çырнă «Тăван кĕтес» юрра  итлеме сĕнетпĕр.(9- мĕш класс ачисем юрлаççĕ)

                              Тăван кĕтес.

Ăçта кăна çитсе курмарăм,

Тăван кĕтес, сана манмарăм,

Ялан асра тытса усрарăм,

Тен, çавăнпах пуçа усмарăм.

       

                               Ăçта кăна çитсе курмарăм,

                               Атте-анне çуртне манмарăм,

                               Тăван чĕлхе чысне упрарăм,

                               Чăваш çĕрне ялан мухтарăм.

Ăçта кăна çитсе курмарăм,

Инкек сиксе тухсан тармарăм,

Çĕр-шывăма куç пек сыхларăм,

Асаттесен ятне ямарăм.

                             Ăçта кăна çитсе курмарăм,

                             Тăванăмсем, сире манмарăм,

                             Хĕрÿ ĕçре кайри пулмарăм,

                             Çĕр-шыв çинчен чунтан юрларăм.

2-мĕш ертсе пыракан. Малалла сире  шкулти ташă ушкăнĕ «Чăваш ташши»  ташласа хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарĕ.

1-мĕш ертсе пыракан.  Андриян Григорьевич Николаев çут çанталăка, чăваш халăхĕн йăли- йĕркисене, юрри- ташшине питĕ юратнă. Унăн чи юратнă юрри «Вĕç,вĕç,куккук…» ятлă.  Халĕ сирĕн умра çак юрра саккăрмĕш класра вĕренекен ачасем юрласа парĕç.

Вӗҫ,вӗҫ, куккук…(Кĕреке юрри)

 

Вӗҫ,вӗҫ, куккук, вӗҫ, куккук,

Вӑрман хӗрне ҫитиччен.

Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн

Юман ҫине ларса кан.

 

Чӑт,чӑт, хӑта, чӑт, хăта,

Эпир тухса кайиччен.

Эпир тухса кайсассӑн

Кӗрекене ларса кан.

 

Вӗҫ,вӗҫ, шӑпчӑк, вӗҫ, шӑпчӑк,

Вӑрман хӗрне ҫитиччен.

Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн

Ҫӑка ҫине ларса кан.

 

Чӑт,чӑт, тӑхлач, чӑт, тӑхлач,

Эпир тухса кайиччен.

Эпир тухса кайсассӑн

Тӳшек ҫине ларса кан.

2-мĕш ертсе пыракан. Андриян Николаев чăваш ятне çÿле çĕклерĕ. Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ пысăк ĕçсемшĕн Николаева икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, икĕ хутчен Ленин орденĕпе наградăланă, çавăн пекех вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене , нумай медале тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине А. Г. Николаев ятне 1962 çулта чи пĕрремĕш шутпа кĕртнĕ.Чăваш çăлтăрĕ сÿнчĕ, анчах унăн янкăр çути нихăçан та çухалмĕ,тĕксĕмленмĕ, малалла ăнтăлма, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме çул кăтартса тăрĕ. Çулсем иртĕç, чăваш хутлăхне ăру хыççăн ăру килĕ,мухтавлă ентешĕмĕрĕн этемлĕхшĕн тунă ĕçĕсене малалла тăсĕ.

Чăваш ачи, мухтавлă

Кӑйкӑр,

Çěкленěн Эс çÿлтен-çÿле!
 Шел, пирӗн хушӑра ҫук халӗ
 Хастар та паттӑр Андриян…

 

1-мĕш ертсе пыракан. Çакăнпа пирĕн уяв  вĕçленчĕ.Хисеплĕ вĕрентекенсем,вĕренекенсем, хăнасем! Эпир сире ырлăх-сывлăх,иксĕлми телей, савăк кăмăл, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Усă курнă литература:

1.Волков, Г. Андрияна мĕне пула ытараймаслах юрататăп–ши эпĕ? : [Андриян Hиколаев космонавт çинчен] / Г. Волков. // Хыпар. – 2002. – 12 ака. – С.2.                                                    

 2. Выдающиеся люди Чувашии. – Чебоксары, 2008

 3. Давыдов-Анатри, В. И. Шуршӑл каччи: лирикӑлла поэма / В. И. Давыдов-Анатри // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑввӑмсем – чун парнисем / В. И. Давыдов-Анатри. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2000. – С.216-226.

4. Василий Давыдов-Анатри . Çунатлă çул.

5. Валентина Терешкова чăваш халăх кинĕ-и?/Ирина Сергеева.//Хыпар .-2014.-8 раштав.

6.  И Чувашию прославил, и прославил всю страну// Грани от 29.08.2009

7. Мухтавлӑ ентешӗмӗр А. Г. Николаев летчик-космонавт 70 ҫул тултарчӗ: сӑвӑсем, статьясем // Тӑван Атӑл. – 1999. - № 9. – С. 1-6.

8. Николаев, А. Г. Вĕçĕ хĕррисĕр уçлăхра /  А. Г. Николаев ; вырăсларан        И. И. Иванов, E. М. Риванов, Н. Д. Деомидов куçарнă. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 1975. – 238 с.

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Внеурочное мероприятие "Выдающиеся люди чувашского народа""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по сертификации продукции

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 670 578 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 14.06.2019 1289
    • DOCX 33.8 кбайт
    • 18 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Петрова Наталия Валериевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Петрова Наталия Валериевна
    Петрова Наталия Валериевна
    • На сайте: 7 лет и 4 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 2920
    • Всего материалов: 6

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Технолог-калькулятор общественного питания

Технолог-калькулятор общественного питания

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 499 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 332 человека

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 287 человек из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 851 человек

Мини-курс

Коррекция нарушений у детей: сна, питания и приучения к туалету

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Реклама для роста бизнеса: эффективные стратегии и инструменты

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 39 человек из 20 регионов

Мини-курс

Разработка и виды тренингов

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе