Инфоурок / Другое / Конспекты / Обобщающий урок по теме «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă»
Обращаем Ваше внимание: Министерство образования и науки рекомендует в 2017/2018 учебном году включать в программы воспитания и социализации образовательные события, приуроченные к году экологии (2017 год объявлен годом экологии и особо охраняемых природных территорий в Российской Федерации).

Учителям 1-11 классов и воспитателям дошкольных ОУ вместе с ребятами рекомендуем принять участие в международном конкурсе «Я люблю природу», приуроченном к году экологии. Участники конкурса проверят свои знания правил поведения на природе, узнают интересные факты о животных и растениях, занесённых в Красную книгу России. Все ученики будут награждены красочными наградными материалами, а учителя получат бесплатные свидетельства о подготовке участников и призёров международного конкурса.

ПРИЁМ ЗАЯВОК ТОЛЬКО ДО 15 ДЕКАБРЯ!

Конкурс "Я люблю природу"

Обобщающий урок по теме «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă»




Московские документы для аттестации!

124 курса профессиональной переподготовки от 4 795 руб.
274 курса повышения квалификации от 1 225 руб.

Для выбора курса воспользуйтесь поиском на сайте KURSY.ORG


Вы получите официальный Диплом или Удостоверение установленного образца в соответствии с требованиями государства (образовательная Лицензия № 038767 выдана ООО "Столичный учебный центр" Департаментом образования города МОСКВА).

ДИПЛОМ от Столичного учебного центра: KURSY.ORG


библиотека
материалов













Тăван ен культурипе 6 класра ирттернĕ урок



«Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка пĕтĕмлетни.























Тăван ен культурине

вĕрентекен Кокшина И.Н  

Урок теми: Пĕтĕмлетÿ урокĕ «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă»
Урок тĕллевĕ: 1. Тăван халăх культурипе кăсăкланасси, унăн историне пĕлес туйăма вăйлатасси.
2. Тăван ен культурине ытларах пĕлес тĕллевпе ачасене шухăщлама хăнăхтарасси.
3. Тăван халăхăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет культурине юратма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: вĕреннине çирĕплетни.
Урока кирлĕ хатĕрсем:
- Компьютер
- Мультимедийный проектор
- Экран
- учебник Е.Енькка «Тăван ен» 6-7 классем валли
Урок юхăмĕ:
1. Класа йĕркелени.
2. «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка аса илни, ăна пĕтĕмлетни.
Учитель: Ачасем, паянхи урок пирĕн сирĕнпе кăштах урăхларах пулĕ. Эпир паян сирĕнпе авалхи чăвашсен тĕнчи тăрăх çулçÿреве каятпăр. Çак урокра эпир хамăр мĕн пĕлнине тĕрĕслеме, тарăнрах ăнланма, вĕреннине çирĕплетме пултаратпăр. Кашнинех сире çулçÿревре ăнăçу, лайăх паллăсем илме сунатăп.
Учитель: Мĕне эпир культура тесе калатпăр?
«Культура» сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ. Этем хăй тунă пур япалапа пулăма та культура теççĕ, анчах та çынна сиен кÿрекеннисем вăл шута кĕмеççĕ. Культурăна пула çеç çын ытти пĕтĕм чĕр чунтан уйрăлса тăрать. Культура шутне наука, искусство, тĕн, спорт кĕреççĕ.
Аваллăха çителĕклĕ пĕлменнине пула культура та, этемлĕх те тивĕçлĕ шайра аталанма пултараймаççĕ. Тымарсăр йывăç хăрса каять, ĕлĕкхине асра тытман халăх пĕтсе ларать.
«Ĕлĕкхине сума суни – пĕлÿлĕхе тискерлĕхрен уйăрса тăракан паллă» (А.С.Пушкин).
1-мĕш слайд Пирĕн умра ÿкерчĕксем. Вĕсенчен хăшне эпир культура шутне кĕртме пултаратпăр? Мĕншĕн эсир çапла шутлатăр?
Учитель: Культура шутне кĕрекен япаласемпе пулăмсене пурне те икĕ ушкăна пайлама пулать. Мĕнле ушкăнсем вĕсем?(пурлăх культури, ăс-хакăл культури)
2-мĕш слайд (Тĕрĕс ответсене пĕр-пĕринпе стрелкăсемпе пĕрлештерĕр)
Алтăр Пурлăх культури 
Çĕнĕ çул уявĕ
Тĕрлеме пĕлни Ǎс-хакăл культури 
Юмахсем
Тĕн
Хирте ĕçлени
Юрă
Учитель: Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен кун-çулне, савăнăçĕпе кулянăвне кăштах та пулин ăнсанса илес тесен вĕсен пурнăç çулне çуралнинчен пуçласа мĕн виличченех сăнаса пырăпăр. Чи малтан пирĕн мăн асаттесем çĕнĕ çын пурăнма килекен çут тĕнчене (тĕнче пулса кайнине, тĕнче тытăмне) мĕнле ăнланнă-ха.
Хальхи çынсем тĕнче тытăмне пĕлеççĕ. Анчах авал çынсем тĕнче тытăмне урăхла ăнланнă. Çакă халăх сăмахлăхĕнче – халап-юмахра лайăх палăрать.
3-мĕш слайд (Пирĕн несĕлсем тĕнче пулса кайнине мĕнле ăнланнă-ши?)
Тĕнче пулса кайни çинчен калакан халапсем.
Учитель: Ачасем, пирĕн мăн асаттесем тĕнче тытăмне мĕнле курнă-ши?
Чи авалхи чăвашсем çапла шутланă: çут тĕнче тăваткал, 4 е 8 кĕтеслĕ тата виçĕ хутлă тесе шутланă.
1. Çÿлти тĕнче. Вăл виçĕ е çичĕ сийрен тăрать, унта аслă турăсем тата ырăсем пурăнаççĕ, çавăн пекех тÿпери çутăсем – хĕвел, уйăх, çăлтăрсем вырнаçнă тенĕ.
2. Çут тĕнче. Ку тĕнчере çынсем тата чĕр чунсем пурăнаççĕ.
3. Аялти тĕнче. Ку тĕнчере усалсем, хăрушă чĕр чунсем пурăнаççĕ.
Çак улшăну чăваш халăх сăмахлăхĕнче – вĕрÿ-суру чĕлхинче тата юрăсенче палăрать.
4-мĕш слайд (Ачасем вулаççĕ)
Тăват кĕтеслĕ çут çанталăк
Тăват кĕтеслĕ çут çанталăкра
Çитмĕл те çичĕ çухрăм çеçен хир,
Çеçен хир варринче çавра кÿлĕ,
Çавра кÿлĕ варринче çавра утрав,
Çавра утрав çинче ылтăн юман,
Ылтăн юман тăрринче ылтăн йăва,
Ылтăн йăвара ылтăн çăмарта.
Ылтăн çăмарта çинче мăшăр кайăк –
Арăслан кайăкĕпе ăмăрт кайăк.
Учитель:  1.Çут тăнче тăватă кĕтеслĕ пулнине çирĕплетекен йăркесене тупса палăрт.
2.Сăваплă хисепсене туп. Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?
3.«Ылтăн юман» çак юрăра мĕне пĕлтерет?
4.Çÿлти тĕнчене палăртакан йĕркесене тупса палăртăр.
5.Çак юрăра ылтĕн тĕс мĕне пĕлтерет?
Учитель: Авлхи çынсен шучĕпе, çĕр çинче мĕн пур, пурин те çыннăннни пекех, чунĕ пур; пурте пирĕн пекех шухăшлаççĕ, ăшăпа сивве, ырăпа усала туяççĕ, калаçай-маççĕ çеç. Çынсем пĕтĕм тĕнчепе килĕштерсе пурăнма тăрăшнă. (Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр).
Учитель: Сирĕн умăрта йывăçсем. Халăх поэзийĕнче йывăç сăнарĕсене тăван-хурăнташ, хĕрарăм е арçын евĕр сăнлани упранса юлнă.
5-мĕш слайд (Пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан ăнлавсене тупăр)
(Юман, çăка, хурама, хурăн, шĕшкĕ, йăмра)
(Атта, анне,шăллăм, йăмăк, хуньăм, хуняма)
Учитель: Уй варринче лаштра юман
Атте тесе ай кайрăм та,
«Килех, ывлăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Уй варринче чечен çăка
Анне тесе ай кайрăм та,
«Килех, ывлăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Уй варринче яштак хурăн
Савни тесе ай кайрăм та,
«Килех, тусăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Учитель: Чăваш халапĕсенчен чылайăшĕ чĕр чунсемпе тата кайăксемпе çыхăннă.
6-мĕш слайд (Чĕр чунсен ячĕсене çырăр)
  1. Çак чĕр чун тăлăх ачасенчен пулать.
  2. Питĕ ăслă, тем те пĕлекен чĕр чун.
  3. Пĕчĕк ачасене калаçма вĕрентекен чĕр чун.
  4. Çак чĕр чуна кÿлсе пĕчĕк акапуçпе пĕр-пĕр палăртнă вырăна сухаласан пытарнă мула тупма пулать.
  5. Айванлăх, ухмахлăх палли.
Физкультминутка. (Ачасем, эпир сирĕнпе халĕ «пысăк», «пĕчĕк» вăйă выляса илетпĕр.)
Учитель: Пирĕн несĕлсем шутланă тăрăх усал вăйсене е хаярсене те хăратма пулнă. Çак ĕçе тĕрĕс пурнăçласассăн эпир сирĕнпе тĕлĕнмелле кайăкăн ятне пĕлме пултаратпăр. Ачасен хуравĕ - (Куйкăрăш).
Учитель: Çичĕ çулхи автан çăмарта тусан, ăна хул хушшине çыхса хурсан тĕлĕнмелле кайăк- куйкăрăш пусса кăларма пулать имĕш. Вăл кăмăллă, таса, туслă пĕр-пĕринпе харкашман кил-йышра çеç пурăнма пултарнă. Вăл кил хуçи мĕн хушнине пурне те пурнăçлама, тупăш пама пултарнă, анчах ăна пĕр вĕçĕм ĕç хушмалла пулнă. Хуçисем куйкăрăша кăларса ярас тесе шут тытсан ăна шурăран хура тума хушнă. Çакна тума пултарайманнипе вăл намăсланса килтен тухса кайнă та урăх хуçа шырама пуçланă. (Ачасем, çак халап мĕне вĕрентет?)
Учитель: Тĕнчене йĕркеллĕ тытса тăрас, турра телейлĕ пурнăçшăн тав тăвас тĕллевпе авлхи чăвашсем чÿк йăлисем ирттернĕ.
- Чÿк тесе эпир мĕне калатпăр? (Кĕлĕ каласа турăсене парне кÿни).
- Чÿк парнисен шутне мĕне кĕртме пулать? (Килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк).
- Чÿк пуçĕсене мĕнле каланă? (Чÿк пуçĕ, апăс, мăчавăр, ăрăмçă, юмăç).
8-мĕш слайд. Учитель:  Çакăнта панă йăла-йĕркесенчен чÿк ячĕсене тĕрĕс тупса палăртăр.
Ача чÿк, çумăр чÿк, эсрел чÿк, киремет чÿк, юр чÿк, уй чÿк;
Кĕр сăри, карта пулли, карта пăтти, ача пан улми, ача чăкăчĕ.
Учитель: Ĕлĕк çынсем Турăпа çыхăну тытнă вăхăта хăйне евĕрлĕ самант тесе ăнланнă. Çак çыхăну таса та сăваплă вырăнта пулса иртмелле пулнă. Вăл уçă çĕрте вырнаçнă пулсан ун йĕри-тавра карта тытса çаврăннă тата ятарлă сăнсемпе, кĕлеткесемпе илемлетме тăрăшнă. Каярахпа вăл вырăнсенче храмсем туса лартма пуçланă.
Киремет – чăваш халап-юмахĕсенчи чи, кăткăс, чи хирăçÿллĕ сăнарсенчен пĕри. Халăх сăмахлăхĕнче Киремет пулса кайни çинчен калакан халапсем нумай. Пĕрисем ăна Аслă Туррăн пиччĕшĕ, е унăн ывăлĕ-хĕрĕ, е хĕрарăм сăнарĕпе танлаштарнă. Хăшпĕр хайлавсенче Киремет усал, анчах нумай кĕлĕре ăна ырă теççĕ.
9-мĕш слайд. Учитель: Сиктерсе хăварнă сăмахсене лартса вулăр.
Киремет карти- Çутă_ тĕнчен туррисене пуççапмалли вырăн. Кашни ял çывăхĕнчех_киремет карти_ пулнă. Киремет карти вăрманти пĕр-пĕр çÿллĕ вырăнта, çăлкуç е пĕчĕк юхан шыв çывăхĕнче вырнаçнă. Киремет карти варринче пĕр е темиçе сăваплă йывăç ÿснĕ. Унта ятлаçма, усал сăмах калама, кăшкăрма, киревсĕр ĕç тума юраман. Авалхи чăвашсем Киремет хăвачĕсем пурăнакан вырăна питĕ хисепленĕ. Киремет картинче тасалăхпа тирпейлĕхе чÿк пуçĕ – киремет пăхакан тытса тăнă.
Пĕтĕмлетÿ. Çак урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
Учитель: Ачасем, паянхи çулçÿрев сире килĕшрĕ –и? Эпир сирĕнпе авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнине пăхса тухрăмăр. Эсир пурте хăвăрăн пĕлĕвĕре кăтартрăр. Тавтапуç урокшăн. Эпĕ сирĕнпе кăмăллă.
Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Киле ĕç (1,2-мĕш ĕçсем 34-мĕш страницăра).

 

Самые низкие цены на курсы переподготовки

Специально для учителей, воспитателей и других работников системы образования действуют 50% скидки при обучении на курсах профессиональной переподготовки.

После окончания обучения выдаётся диплом о профессиональной переподготовке установленного образца с присвоением квалификации (признаётся при прохождении аттестации по всей России).

Обучение проходит заочно прямо на сайте проекта "Инфоурок", но в дипломе форма обучения не указывается.

Начало обучения ближайшей группы: 20 декабря. Оплата возможна в беспроцентную рассрочку (10% в начале обучения и 90% в конце обучения)!

Подайте заявку на интересующий Вас курс сейчас: https://infourok.ru


Краткое описание документа:

Тăван ен культурипе 6 класра ирттернĕ урок

«Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка пĕтĕмлетни.
Тăван ен культурине вĕрентекен Кокшина И.Н
Урок теми: Пĕтĕмлетÿ урокĕ «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă»
Урок тĕллевĕ: 1. Тăван халăх культурипе кăсăкланасси, унăн историне пĕлес туйăма вăйлатасси.
2. Тăван ен культурине ытларах пĕлес тĕллевпе ачасене шухăщлама хăнăхтарасси.
3. Тăван халăхăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет культурине юратма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: вĕреннине çирĕплетни.
Урока кирлĕ хатĕрсем:
- Компьютер
- Мультимедийный проектор
- Экран
- учебник Е.Енькка «Тăван ен» 6-7 классем валли
Урок юхăмĕ:
1. Класа йĕркелени.
2. «Авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнă» сыпăка аса илни, ăна пĕтĕмлетни.
Учитель: Ачасем, паянхи урок пирĕн сирĕнпе кăштах урăхларах пулĕ. Эпир паян сирĕнпе авалхи чăвашсен тĕнчи тăрăх çулçÿреве каятпăр. Çак урокра эпир хамăр мĕн пĕлнине тĕрĕслеме, тарăнрах ăнланма, вĕреннине çирĕплетме пултаратпăр. Кашнинех сире çулçÿревре ăнăçу, лайăх паллăсем илме сунатăп.
Учитель: Мĕне эпир культура тесе калатпăр?
«Культура» сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ. Этем хăй тунă пур япалапа пулăма та культура теççĕ, анчах та çынна сиен кÿрекеннисем вăл шута кĕмеççĕ. Культурăна пула çеç çын ытти пĕтĕм чĕр чунтан уйрăлса тăрать. Культура шутне наука, искусство, тĕн, спорт кĕреççĕ.
Аваллăха çителĕклĕ пĕлменнине пула культура та, этемлĕх те тивĕçлĕ шайра аталанма пултараймаççĕ. Тымарсăр йывăç хăрса каять, ĕлĕкхине асра тытман халăх пĕтсе ларать.
«Ĕлĕкхине сума суни – пĕлÿлĕхе тискерлĕхрен уйăрса тăракан паллă» (А.С.Пушкин).
1-мĕш слайд Пирĕн умра ÿкерчĕксем. Вĕсенчен хăшне эпир культура шутне кĕртме пултаратпăр? Мĕншĕн эсир çапла шутлатăр?
Учитель: Культура шутне кĕрекен япаласемпе пулăмсене пурне те икĕ ушкăна пайлама пулать. Мĕнле ушкăнсем вĕсем?(пурлăх культури, ăс-хакăл культури)
2-мĕш слайд (Тĕрĕс ответсене пĕр-пĕринпе стрелкăсемпе пĕрлештерĕр)
Алтăр Пурлăх культури
Çĕнĕ çул уявĕ
Тĕрлеме пĕлни Ǎс-хакăл культури
Юмахсем
Тĕн
Хирте ĕçлени
Юрă
Учитель: Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен кун-çулне, савăнăçĕпе кулянăвне кăштах та пулин ăнсанса илес тесен вĕсен пурнăç çулне çуралнинчен пуçласа мĕн виличченех сăнаса пырăпăр. Чи малтан пирĕн мăн асаттесем çĕнĕ çын пурăнма килекен çут тĕнчене (тĕнче пулса кайнине, тĕнче тытăмне) мĕнле ăнланнă-ха.
Хальхи çынсем тĕнче тытăмне пĕлеççĕ. Анчах авал çынсем тĕнче тытăмне урăхла ăнланнă. Çакă халăх сăмахлăхĕнче – халап-юмахра лайăх палăрать.
3-мĕш слайд (Пирĕн несĕлсем тĕнче пулса кайнине мĕнле ăнланнă-ши?)
Тĕнче пулса кайни çинчен калакан халапсем.
Учитель: Ачасем, пирĕн мăн асаттесем тĕнче тытăмне мĕнле курнă-ши?
Чи авалхи чăвашсем çапла шутланă: çут тĕнче тăваткал, 4 е 8 кĕтеслĕ тата виçĕ хутлă тесе шутланă.
1. Çÿлти тĕнче. Вăл виçĕ е çичĕ сийрен тăрать, унта аслă турăсем тата ырăсем пурăнаççĕ, çавăн пекех тÿпери çутăсем – хĕвел, уйăх, çăлтăрсем вырнаçнă тенĕ.
2. Çут тĕнче. Ку тĕнчере çынсем тата чĕр чунсем пурăнаççĕ.
3. Аялти тĕнче. Ку тĕнчере усалсем, хăрушă чĕр чунсем пурăнаççĕ.
Çак улшăну чăваш халăх сăмахлăхĕнче – вĕрÿ-суру чĕлхинче тата юрăсенче палăрать.
4-мĕш слайд (Ачасем вулаççĕ)
Тăват кĕтеслĕ çут çанталăк
Тăват кĕтеслĕ çут çанталăкра
Çитмĕл те çичĕ çухрăм çеçен хир,
Çеçен хир варринче çавра кÿлĕ,
Çавра кÿлĕ варринче çавра утрав,
Çавра утрав çинче ылтăн юман,
Ылтăн юман тăрринче ылтăн йăва,
Ылтăн йăвара ылтăн çăмарта.
Ылтăн çăмарта çинче мăшăр кайăк –
Арăслан кайăкĕпе ăмăрт кайăк.
Учитель: 1.Çут тăнче тăватă кĕтеслĕ пулнине çирĕплетекен йăркесене тупса палăрт.
2.Сăваплă хисепсене туп. Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?
3.«Ылтăн юман» çак юрăра мĕне пĕлтерет?
4.Çÿлти тĕнчене палăртакан йĕркесене тупса палăртăр.
5.Çак юрăра ылтĕн тĕс мĕне пĕлтерет?
Учитель: Авлхи çынсен шучĕпе, çĕр çинче мĕн пур, пурин те çыннăннни пекех, чунĕ пур; пурте пирĕн пекех шухăшлаççĕ, ăшăпа сивве, ырăпа усала туяççĕ, калаçай-маççĕ çеç. Çынсем пĕтĕм тĕнчепе килĕштерсе пурăнма тăрăшнă. (Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр).
Учитель: Сирĕн умăрта йывăçсем. Халăх поэзийĕнче йывăç сăнарĕсене тăван-хурăнташ, хĕрарăм е арçын евĕр сăнлани упранса юлнă.
5-мĕш слайд (Пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан ăнлавсене тупăр)
(Юман, çăка, хурама, хурăн, шĕшкĕ, йăмра)
(Атта, анне,шăллăм, йăмăк, хуньăм, хуняма)
Учитель: Уй варринче лаштра юман
Атте тесе ай кайрăм та,
«Килех, ывлăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Уй варринче чечен çăка
Анне тесе ай кайрăм та,
«Килех, ывлăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Уй варринче яштак хурăн
Савни тесе ай кайрăм та,
«Килех, тусăм», -ай темерĕ,
Чун хурланчĕ – макăртăм та.
Учитель: Чăваш халапĕсенчен чылайăшĕ чĕр чунсемпе тата кайăксемпе çыхăннă.
6-мĕш слайд (Чĕр чунсен ячĕсене çырăр)
1. Çак чĕр чун тăлăх ачасенчен пулать.
2. Питĕ ăслă, тем те пĕлекен чĕр чун.
3. Пĕчĕк ачасене калаçма вĕрентекен чĕр чун.
4. Çак чĕр чуна кÿлсе пĕчĕк акапуçпе пĕр-пĕр палăртнă вырăна сухаласан пытарнă мула тупма пулать.
5. Айванлăх, ухмахлăх палли.
Физкультминутка. (Ачасем, эпир сирĕнпе халĕ «пысăк», «пĕчĕк» вăйă выляса илетпĕр.)
Учитель: Пирĕн несĕлсем шутланă тăрăх усал вăйсене е хаярсене те хăратма пулнă. Çак ĕçе тĕрĕс пурнăçласассăн эпир сирĕнпе тĕлĕнмелле кайăкăн ятне пĕлме пултаратпăр. Ачасен хуравĕ - (Куйкăрăш).
Учитель: Çичĕ çулхи автан çăмарта тусан, ăна хул хушшине çыхса хурсан тĕлĕнмелле кайăк- куйкăрăш пусса кăларма пулать имĕш. Вăл кăмăллă, таса, туслă пĕр-пĕринпе харкашман кил-йышра çеç пурăнма пултарнă. Вăл кил хуçи мĕн хушнине пурне те пурнăçлама, тупăш пама пултарнă, анчах ăна пĕр вĕçĕм ĕç хушмалла пулнă. Хуçисем куйкăрăша кăларса ярас тесе шут тытсан ăна шурăран хура тума хушнă. Çакна тума пултарайманнипе вăл намăсланса килтен тухса кайнă та урăх хуçа шырама пуçланă. (Ачасем, çак халап мĕне вĕрентет?)
Учитель: Тĕнчене йĕркеллĕ тытса тăрас, турра телейлĕ пурнăçшăн тав тăвас тĕллевпе авлхи чăвашсем чÿк йăлисем ирттернĕ.
- Чÿк тесе эпир мĕне калатпăр? (Кĕлĕ каласа турăсене парне кÿни).
- Чÿк парнисен шутне мĕне кĕртме пулать? (Килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк).
- Чÿк пуçĕсене мĕнле каланă? (Чÿк пуçĕ, апăс, мăчавăр, ăрăмçă, юмăç).
8-мĕш слайд. Учитель: Çакăнта панă йăла-йĕркесенчен чÿк ячĕсене тĕрĕс тупса палăртăр.
Ача чÿк, çумăр чÿк, эсрел чÿк, киремет чÿк, юр чÿк, уй чÿк;
Кĕр сăри, карта пулли, карта пăтти, ача пан улми, ача чăкăчĕ.
Учитель: Ĕлĕк çынсем Турăпа çыхăну тытнă вăхăта хăйне евĕрлĕ самант тесе ăнланнă. Çак çыхăну таса та сăваплă вырăнта пулса иртмелле пулнă. Вăл уçă çĕрте вырнаçнă пулсан ун йĕри-тавра карта тытса çаврăннă тата ятарлă сăнсемпе, кĕлеткесемпе илемлетме тăрăшнă. Каярахпа вăл вырăнсенче храмсем туса лартма пуçланă.
Киремет – чăваш халап-юмахĕсенчи чи, кăткăс, чи хирăçÿллĕ сăнарсенчен пĕри. Халăх сăмахлăхĕнче Киремет пулса кайни çинчен калакан халапсем нумай. Пĕрисем ăна Аслă Туррăн пиччĕшĕ, е унăн ывăлĕ-хĕрĕ, е хĕрарăм сăнарĕпе танлаштарнă. Хăшпĕр хайлавсенче Киремет усал, анчах нумай кĕлĕре ăна ырă теççĕ.
9-мĕш слайд. Учитель: Сиктерсе хăварнă сăмахсене лартса вулăр.
Киремет карти- Çутă_ тĕнчен туррисене пуççапмалли вырăн. Кашни ял çывăхĕнчех_киремет карти_ пулнă. Киремет карти вăрманти пĕр-пĕр çÿллĕ вырăнта, çăлкуç е пĕчĕк юхан шыв çывăхĕнче вырнаçнă. Киремет карти варринче пĕр е темиçе сăваплă йывăç ÿснĕ. Унта ятлаçма, усал сăмах калама, кăшкăрма, киревсĕр ĕç тума юраман. Авалхи чăвашсем Киремет хăвачĕсем пурăнакан вырăна питĕ хисепленĕ. Киремет картинче тасалăхпа тирпейлĕхе чÿк пуçĕ – киремет пăхакан тытса тăнă.
Пĕтĕмлетÿ. Çак урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
Учитель: Ачасем, паянхи çулçÿрев сире килĕшрĕ –и? Эпир сирĕнпе авалхи чăвашсем тĕнчене мĕнле ăнланнине пăхса тухрăмăр. Эсир пурте хăвăрăн пĕлĕвĕре кăтартрăр. Тавтапуç урокшăн. Эпĕ сирĕнпе кăмăллă.
Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Киле ĕç (1,2-мĕш ĕçсем 34-мĕш страницăра).

Общая информация

Номер материала: 305422
Курсы профессиональной переподготовки
133 курса

Выдаем дипломы установленного образца

Заочное обучение - на сайте «Инфоурок»
(в дипломе форма обучения не указывается)

Начало обучения: 20 декабря
(набор групп каждую неделю)

Лицензия на образовательную деятельность
(№5201 выдана ООО «Инфоурок» 20.05.2016)


Скидка 50%

от 13 800  6 900 руб. / 300 часов

от 17 800  8 900 руб. / 600 часов

Выберите квалификацию, которая должна быть указана в Вашем дипломе:
... и ещё 87 других квалификаций, которые Вы можете получить

Похожие материалы

Получите наградные документы сразу с 38 конкурсов за один орг.взнос: Подробнее ->>