Инфоурок Классному руководителю КонспектыСценарий конкурса-игры "Молодые ученые" на чувашском языке

Сценарий конкурса-игры "Молодые ученые" на чувашском языке

Скачать материал

Вăйă «Çамрăк ăсчахсем».

Вăйă тĕллĕвĕсем:

·         Вĕреннине аса илсе çирĕплетессии;

·         Тăван халăх культурипе мăнаçланма хăнăхтарассии.

Кирлĕ хатĕрсем:

Виçĕ «çул»: кăвак, симĕс, хĕрлĕ. Çăлтăрсем.

Вăйă йĕрки.

1.      Суйласа илмелли тапхăр. Ертсе пыракн ыйтусем парать, ачасем хуравлаççĕ, çăлтăрсем çĕнсе илеççĕ. Маларах 5 çăлтăр пухнă 3 ача тĕп тапхăра выляма тухаççĕ.

2.      Тĕп тапхăра хутшăнакансем ятарлă тема тăрăх калав хатĕрлеççĕ. Чи пултарулли хăш çулпа каймаллине суйласа илет: кăвак çул çинче 3 хут йăнăшма юрать; симĕс çул çинче – 2; хĕрлĕ çул çинче -1.

3.      Тĕп тапхăрта вылякан ача ыйту çине хуравлаймасан, курса ларакан ачасем хурав пама пултараççĕ, çăлтăрсем çĕнсе илеççĕ.

4.      Курса ларакан ачасем 5 çăлтăр пухсан «5» паллă илеççĕ, 4 çăлтăр пухсан – «4» паллă.

5.      Тĕп тапхăра тухнă ачасем «5» паллă илеççĕ, çĕнтерÿçĕ – икĕ «5» паллă.

I. XXI ĕмĕрти шкул çинчен каласа парăр.

(Хатĕрленме вăхăт памалла, вăл хушăра чăваш кĕввисем янăраççĕ)

Чи пултарулли хăш çулпа каймаллине суйласа илет: кăвак çул çинче 3 хут йăнăшма юрать; симĕс çул çинче – 2; хĕрлĕ çул çинче -1.

II. Суйласа илмелли тапхăр.

Муркаш район историйĕ тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем.

1. «Тăван яла килсе пурăнни мана мĕн парать-ха? Питĕ пысăк усă парать! Эпĕ авалхи тата хальхи чăвашсем мĕнле пурăннине ăнланни патне пырса тухатăп. Эпĕ кунта кăнтăрла та, çĕрле те, çаплах тĕлĕкре те чăвашла шухăшлатăп, чăвашла калаçатăп». Çапла çырнă кун кĕнекинче чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ. Кам вăл? (Н.В. Никольский)

2.Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче чăвашсенчен чи малтан Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ лётчик. (Борис Васильев)

3.Муркаш районĕнчи паллă историпе культура палăкĕсене каласа тухăр. (Шурчари тăванла вилтăпри (1842), Ильнкăри Гузовский лартнă юман вăрманĕ,…)

4.Хурăнкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Сурăм хĕрĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Уках хурăнĕ» хайлавсен авторĕ. (Юрий Скворцов)

5.Муркаш районĕнчи юханшывсене каласа тухăр. (Муркаш, Сурăм, Ункă, Шетмĕ, Юнкă,…)

6.Уçăпкассинче çуралса ÿснĕ паллă композитор. Унăн «Шывармань» оперипе «Сарпике» балечĕ Чăваш оперăпа балет театрĕн репертуарĕнчи чăвашла латрнă пĕрремĕш хайлавсем пулнă. (Фёдор Васильев)

7.Муркаш районĕ хăçан йĕркеленнĕ? (1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче)

8.Ăслăлăхпа ÿнерĕн Чăваш Наци Академийĕн тĕп членĕ, профессор, паллă чăваш чĕлхи тĕпчевçи, чăваш чĕлхин учебникĕсен авторĕ. (Л.П. Сергеев)

9.Исетерккĕ ялĕнчи «Амăшĕ» палăка кама чысласа лартнă? (Татьяна Николаевна Николаевăна, 8 ача амăшне; вĕсем пурте Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, Григорий ывăлĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ)

10.Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ, марафона чупса XXV çуллахи Олимп вăййисен чемпионĕ пулса тăнă спортсменка. (Валентина Егорова)

Чăвашъен историйĕ тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем.

1.Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленсе кайнă çул. (895)

2.Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн эльтеперĕ. (Алмуш)

3.Вырăс летопиçĕнче Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут хăçан асăннă? (1469)

4.Чăваш халăхĕ хăйĕн ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕнĕ çул. (1551)

5.1871 çулта çĕнĕ чăваш алфавитне йĕркеленĕ педагог-демократ ятне калăр. (И.Я. Яковлев)

6.Чăваш автономи облаçĕ хăçан йеркеленсе кайнă? (1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче)

7.Чăваш «кăйкăрĕ», икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ. (А.Г. Николаев)

8. Чăваш Республикин çĕнĕ вăхăтри патшалăх символĕсене хăçан çирĕптлетнĕ? (1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче)

9.Чăваш патшалăх ялавĕпе гербĕн автроĕ. (Элли Юрьев)

10.Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ. (Н.В. Фёдоров)

Тупмаллии юмахсем.

1.Пĕр капана вуникĕ качака çиет. (Çип арлани)

2.Çăрман, çупман, çатмапа пĕçермен, çу сĕрмен, тăвар яман, ăна çимен çын çук. (Сĕт)

3.Шĕлтĕр-шĕлтĕр шĕлтĕрми, сарă хĕрсен пуç тăрри. (Тухъя)

4.Вăтăр иккĕн авăн çапаççĕ, пĕри кĕлте тавăрса пырать. (Çын апат çини)

5.Хура йытти çакăнса тăрать, хĕрлĕ йытти вĕрсе тăрать. (Вут çинчи хуран)

6.Утлансан утран çÿллĕ, ансан – автанран лутра. (Пĕкĕ)

7.Асатте пек сухаллă, шуйттан пек мăракаллă. (Качака)

8.Кайнă чух юрла-юрла, килнĕ чух макăра- макăра. (Витре)

9.Шурă картара хĕрлĕ пăру. (Чĕлхе)

10.Пĕр ен вăрманлăх, тепĕр ен уйлăх. (Кĕрĕк)

III. Тĕп тапхăр.

Çавра ту, çавра ту çамкинче ăмăрткайăк çунатти, ăмăрткайăк çунатти айĕнче çунса тăран хăй çутти.

(Куç)

Патакпа хĕртеççĕ, чулпа хĕстереççĕ, кăварпа пĕçереççĕ, çĕçĕпе ваклаççĕ, çавăнпа та мана пурте юратаççĕ.

(Çăкăр)

Çÿл ту çинче пĕчĕк пÿрт, çав пÿрт

çине хăмăш витнĕ, унăн икĕ чÿрече, икĕ тăмана шăтăкĕ, икĕ кушак шăтăкĕ, пĕр тĕпсакай.

(Пуç)

Чăвашран тухнă, обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннă çын. XVII-XVIII ĕмĕрсен чиккинче Питукасси ялĕнче çуралнăскер, хлăхăмăра тĕне вăпа кĕртнине, наци пусмăрне хăюллăн хирĕç тăма пултарнă çын. Вăл Христос тĕнĕ чăваш патне тăван чeлхе урлă кăна çитессе туйса илнĕ.

(Охатер Томеев)

Чăвашран тухнă пĕрремĕш профессиллĕ композитор. Вăлах драматург, поэт, ăсчах, музыкант. Чăваш симфони музыкин пĕрремĕш хайлавĕн «Сăрнайпа палнай» балет-фантазийĕн авторĕ.

Вăл çырнă «Ялта» драмăна халĕ те Чăваш патшалăх драма театрĕн сцени çинче лартаççĕ.

(Фёдор Павлов)

Вырăс геграфи обществин член - сотрудникĕ (1854), Хусанти статисика комитечĕн член - корреспонденчĕ (1856). Чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнографĕ, писателĕ.

«Миллион чăвашпа çармăсран эп Раççейри пĕрремĕш çыравçă…» -, тесе çырса хăварнă вăл.

(С.М. Михайлов – Янтуш)

 

Кăрмăш хулинче Иван Герасимов чăваш пупĕн çемйинче çуралнă. Чăвашсен çĕнĕ вăхăтри çырулăхĕпе культурине никĕслекенсенчен пĕри. Вăл чăвашсен кириллицăна тĕпе хунă çырулăхне йĕркелесе яраканĕ, 1769 çулта чĕлхемĕр грамматикине çыраканĕ.

(Ермей Рожанский)

Патăреъел районĕнчи Турхан салинче 1880 çулта çуралнă. Чăвашран тухнă ÿнер енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çын. Чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ ÿнерçи. Вăл çырнă «Чайнăйра» картинăна И.Е. Репин пысăка хурса хакланă. Вăл Харьков хулинче ÿнер институтĕнче ĕçленĕ, профессор ятне тивĕçнĕ.

(Алексей Кокель)

 

 

1788 çулта Хусанти духовнăй академине вĕренме кĕнĕ. 1802 çултанпа Иркутск хулинчи Вознесенски мăнастир архимандричĕ тата духовнăй семинарии ректорĕ пулнă çын. 1807 çулта Китая тухса кайнă. 13 çул хушшинче Китай чĕлхин пысăк словарьне туса хатĕрленĕ. Раççейри наукăсен академийĕн член-кореспнденчĕ.

(Иакинф – Н.Я. Бичурин)

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Сценарий конкурса-игры "Молодые ученые" на чувашском языке"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

SMM-менеджер

Получите профессию

Методист-разработчик онлайн-курсов

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 664 898 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 30.10.2015 666
    • DOCX 52 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Николаева Валентина Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 8 лет и 6 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 773
    • Всего материалов: 1

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Тьюторское сопровождение в образовательных организациях

Тьютор

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 788 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 845 человек

Курс повышения квалификации

Медиаграмотность как форма работы с современным родителем

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 36 человек из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 127 человек

Курс повышения квалификации

Работа классного руководителя по организации взаимодействия семьи и школы

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 406 человек из 64 регионов
  • Этот курс уже прошли 3 548 человек

Мини-курс

Формирование социальной ответственности и гармоничного развития личности учеников на уроках

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Финансы и управление в медиакоммуникациях

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Эффективная корпоративная коммуникация

8 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
Сейчас в эфире

Консультация эксперта в сфере высшего образования. Как подготовиться к поступлению в вуз: простые ответы на сложные вопросы

Перейти к трансляции