Муниципальное
бюджетное общеобразовательное учреждение
«Нижнетимерчеевская
ООШ» Комсомольского района Чувашской Республики
План-конспект
занятия
по
формированию элементарных математических представлений
во
второй младшей группе
с
обучением на чувашском языке.
Составитель:
воспитатель Плешкова Т.В.
Н.Тимерчеево
-2021
ОКТЯБРЬ
1-мĕш
заняти
Программа содержанийĕ
Пĕрре, нумай, сахал сăмахсемпе усă курса япаласен шутне уйăрма пĕлнине
ҫирĕплетесси.
Дидактика хатĕрĕсем
Кăтарту хатĕрĕсем. Чăваш тумĕ тăхăннă пукане Анюк.
Валеçсе памалли хатĕрсем. Матрӳшкесем (ачасенчен 2 чухлĕ нумайрах).
Методика
кăтартăвĕсем
(Меслет
сĕнĕвĕсем)
Воспитатель
ачасене Анюк пуканене кăтартнă май калаҫтарать:
- Анюк ятлă пукане
патне хăнана матрӳшкесем килнĕ. Эпир пурте ун тавра ҫавăтăнса утăпăр. Малтан
калăр-ха, миҫе матрӳшке хăнана килнĕ?
- Нумай.
- Халĕ кашни пĕрер
матрӳшке илĕр те Анюк пукане тавра тăратса тухăр. (Ачасем матрӳшкесене тăратса
тухаҫҫĕ.)
Воспитатель
ачасенчен ыйтать:
- Миҫе пукане
пирĕн?
- Пĕрре.
- Пукане тавра миҫе
матрӳшке тăрса тухнă?
- Нумай.
- Матрӳшкесем пурте
пукане тавра тăнă-и? Миҫе матрӳшке тăмасăр юлнă?
- Сахал.
Юлашкинчен ачасем
кĕвĕ ҫеммипе пуканепе матрӳшкесем тавра ҫаврăнаҫҫĕ.
2-мĕш
заняти
Программа содержанийĕ
Уйрăм япаласене пĕр ушкăна пуҫтарма тата ушкăнран пĕр
япала уйăрса илме вĕрентесси. Нумай, пĕрре, пĕрре те ҫук сăмахсене
ăнланма вĕрентесси.
Дидактика хатĕрĕсем
Кăтарту хатĕрĕсем. Петрушка, карҫинкка.
Валеçсе памалли хатĕрсем. Пĕр пысăкаш тата пĕр тĕслĕ мечĕксем(ҫăмхасем) кашни ача
валли.
Методика кăтартăвĕсем
(Меслет сĕнĕвĕсем)
1-мĕш пай. Петрушка
ачасем патне мечĕксем тултарнă карҫинкка илсе килет. Воспитатель ачасенчен
ыйтать:
- Петрушка мĕн илсе килчĕ?
- Мечĕксем.
- Мечĕксем мĕн тĕслĕ? (ачасем тĕсне кура хуравлаҫҫĕ)
- Петрушка миҫе мечĕк илсе килнĕ?
- Нумай.
Петрушка мечĕксене урайне силлет, ачасене кашнине пĕрер мечĕк илме ыйтать.
Воспитатель ачасенчен черетпе ыйтса пырать:
-
Эсĕ миҫе мечĕк илтĕн?
-
Пĕрре.
-
Карҫинккара миҫе мечĕк юлчĕ?
-
Пĕрре те ҫук. (воспитатель ҫак ăнлава калама вĕрентет)
-
Петрушкăн карҫинккинче нумай мечĕк пултăр тесен мĕн тумалла?
- Мечĕксене каялла карҫинккана тултармалла. (ачасем мечĕксене карҫинккана
каялла хураҫҫĕ).
Воспитатель ачасене каллех ыйтусем парать:
-
Эсĕ миҫе мечĕк хутăн?
-
Пĕрре.
-
Карҫинккара миҫе мечĕк пулса тăчĕ?
-
Нумай.
-
Санăн алăра халĕ миҫе мечĕк?
-
Пĕрре те ҫук.
2-мĕш
пай. Мечĕкпе вăйă вылясси.
Воспитатель Раиса Сарпин «Мечĕк» сăввине вулать:
Тăппи-таппи, тап-тап-тап…
Хытăрах мана эс тап!
Çавăрса ҫĕре пăрах-
Пулăп эп хаваслăрах.
Тăппи-таппи,тап-тап-тап!..
Меллĕрех мана эс ҫап!
Хĕнесессĕн те мана,
Кӳренместĕп эп сана.
Тăппи-таппи,тап-тап-тап…
Эп сикмешкĕн юратап.
Эх, ҫитесчĕ пĕлĕте!
Пурнăҫласчĕ ĕмĕте!..
Тăппи-таппи, тап-тап-тап…
Тыт мана!
Асту,тарап!..
Сăвă вуланă май ачасем хăнăхусем тăваҫҫĕ. Сăвă каласа
пĕтерсен, воспитатель карҫинккари мечĕксене (вĕсем ачасенчен 1 чухлĕ сахалрах
пулмалла) пăрахса парать, кашни ачан пĕрер мечĕк хăваласа тытмалла. Кам
мечĕксĕр юлать - вăйăран тухса ӳкет. Вăййа темиҫе хутчен выляҫҫĕ.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.