Инфоурок Начальные классы Рабочие программыРабочая программа по чувашскому языку

Рабочая программа по чувашскому языку

Скачать материал

                                                                                                                               Приложение к основной

                                                                                                                               образовательной  программе 

                                                                                                                              начального общего образования

 

 

 

 

 

Рабочая программа

по чувашскому языку в 1 классе

(образовательная область «Чувашский язык и литература»)

Копташкина О.Н., учителя начальных классов

высшей квалификационной категории

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

1.   ПРЕДМЕТĂН ПУЛАС РЕЗУЛЬТАЧĔСЕМ

            Ачасенчен  кĕтекен результатсем.

–          Пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхене ансат тишкерме, терминсемпе усă курма вĕрентесси.

            Предметăн пайрам результачĕсем:

–          ачасем алфавитри сас паллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлни;

–          35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырни;

–          25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма пĕлни;

–          сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

–          çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырни;

–          çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юханшыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма пултарни;

–          сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе сас паллисен йĕркине тата хисепне палăртма) пĕлни; 

–          япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама-пултарни;

–          предложенин тĕп членĕсене – подлежащипе сказуемăя – тупма пĕлни;

–          ыйтусем тăрăх  ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма вĕренни;

–          предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма пĕлни;

–          30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма;

–          2-3 предложениллĕ  текст тума пултарни.

            Харкамлăх результачĕсем:

–          тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме хăнăхса пыни;

–          кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи, вăл ыттисенчен уйрăлса тăнине ăнланни;

–          чĕлхепе кăсăкланма пуçлани,  харпăр хăй пуплевне лайăхлатас кăмăл-туйăм амаланни

            Пур предмета та вĕрентнĕ май кĕтекен результатсем:

–          пулăмсене тарăнрах ăнланма вĕренсе пыни

–          ăнлавсене уçăмлама, ушкăнлама хăнăхса пыни

–          тишкерÿ-пĕтĕçтерÿ, танлаштару хăнхĕвĕсем çирĕпленсе пыни

            Предметăн пулас результачĕсем:

            Пĕлÿлĕх(познавательные) результачĕсем:

–          çырнă чух мĕнле лармаллине тата çыру хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;

–          таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;

–          таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан  республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;

–          тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;

–          япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;

–          ачан тавракурăмĕ анлăланни, çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

–          туйăм культури çивĕчленни, кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

–          пысăк, пĕчĕк, тан уçлăха курни, логикăллă шайлаштарайни;

–          вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;

–          вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;

            Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные) результачĕсем:

–          тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;

–          тишкерÿ - пĕтĕçтерÿ  ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;

–          тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;

–          хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышăнни;

–          вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;

–          хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;

–          йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

–          ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;

–          ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;

–          харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.

            Хутшăну(коммуникативные) результачĕсем:

–          шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;

–          текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;

–          ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

–          пуплев культури аталанни: пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçăрни;

–          çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;

–          сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;

–          чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни, ăна пуплевре тытса пырайни;

–          каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;

–          калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;

–          хутшăну пуплев\ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй  евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса  тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев  ситуацийĕсенче усă курма пултарни;

–          ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;

–          сăмах йышĕ пуянланни;

–          çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни. 

–          Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç - хĕлсене( тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух çак тĕллевсене пурнăçламалла:

–          Вĕрентекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа  юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

–          Ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;

–          Ачасен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлăвĕпе асне, асăмлас хевтине аталантармалла;

–          Вĕренÿ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май туса памалла; вĕренÿ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

–          Тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлÿпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.

2. Предметăн шалашĕ (содержанийĕ)

   Хутла вĕренес ĕç виçĕ тапхăртан тăрать: вулама-çырма вĕрентес умĕнхи, вулама-çырма вĕрентмелли, вулама-çырма вĕрентнĕ хыççăнхи.

Умĕнхи тапхăрти уроксем.

  Вулама вĕренме хатĕрлесси. Пуплеве тимлĕн итлесси, сăнасси, ăнланасси, тишкересси: пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сыпăксене, сыпăкри сасăсене уйăрасси, сасăсене тĕрĕс каласси. «Калав», «предложени», «сăмах», «сыпăк», «пусăм», «сасă», «хупă сасă», «уçă сасă» терминсемпе палашасси, вĕсемпе майĕпен пуплев тишкерĕвĕнче усă курасси. Кĕнекери калавсен, предложенисен, сăмахсен схемисене, уçă тата хупă сасăсене уйăрмалли паллисемпе (хĕрлĕ  çаврашка, кăвак тăваткал) паллашасси, вĕсемпе усă курасси.

   «Шкул», «Класра», «Теттесемпе вăйăсем», «Шкул ачин кун йĕрки», «Тăван ял. Тăван кил-çурт», «Çемье», «Килти выльăх-чĕрлĕх», «Улма-çырла.Пахча çимĕç», «Уй-хирти тыр-пул», «Вăрманти чĕр чунсем», «Ўт-пÿ пайĕсем», «Çарăк» юмах темăсемпе пĕр-пĕринпе калаçасси, ыйтусем парасси, хуравласси, пĕччен, е икшерĕн, е ушкăнпа çыхăнуллă калав йĕркелесси.

   Куç умĕнчи, ÿкерчĕксенчи япаласем çинчен, çывăхра пулса иртекен ĕçсемпе пулăмсем çинчен калаçасси, вĕсем çинчен ыйтса пĕлесси, ыйтусене хуравласси, хатĕр планпа çыхăнуллă пĕчĕк калав тăвасси.

   Сăвă пăхмасăр вĕренесси, сăвă содержанийĕ тăрăх вĕçе-вĕçĕн пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравласси, сăвăран кирлĕ сăмахсене тупасси, сăвăри йĕркесемпе усă курса пĕр-пĕр япалана, пулăма сăнласа парасси.  

Çырма вĕренме хатĕрлесси. Çырнă чухне тĕрĕс ларасси, çыру хатĕрĕсемпе усă курасси. Çыру тетрачĕн страницисенче ĕç йĕркине, унăн варрине (çуррине), хушма йĕре курасси, çырнă чухнехи ал хусканăвĕсене (çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле, сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла) класпа, ретĕн-ретĕн, икшерĕн, пĕччен тăвасси. Ĕлкесене палласа илесси, пĕр-пĕринчен уйăрасси. Чăваш алфавитĕнчи сас паллисен 9 пайĕпе (тÿрĕ йĕр, çекĕл, авăнчăк чалăш йĕр, çурма ункă, ункă, икĕ вĕçлĕ  çекĕл, хупă çекĕл, йăлăллă тÿрĕ йĕр, йăлăллă çекĕл) паллашасси, вĕсене мĕнле çырмаллин йĕркине пĕлесси, çырасси, пĕрне-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслесси, хакласси, йăнăш тупсан, мĕнле тÿрлетмеллине ăнлантарасси.  Сас паллисен элеменчĕсене танлаштарасси, пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене асăрхасси, вĕсене ытти йĕрсем хушшинче шыраса тупасси.

   Япаласем хушшинче ытлашшине тупасси, мӗншӗн ытлашши пулнине ӑнлантарасси. Пĕр-пĕр япала хатĕрлеме мĕн-мĕн кирлине суйласа илесси,çитменнине хушасси. Тума пуçланă ĕçе вĕçлесси.

Сас палли тапхăрĕнчи уроксем.

   Вулама вĕрентесси. Сăмахри (сыпăкри) сасăсене пĕр-пĕринпе сыпăнтарма вĕренесси. Сăмахри сыпăксене тишкересси, сыпăк миçе сасăран тата мĕнле сасăсенчен тăнине, сыпăкри сасăсен вырăнне палăртасси. А, у, н, ă, л, х, м, р, ш, ы, в, с, ё, п сас паллисемпе паллашасси, вĕсемпе усă курса тÿнтер тата тÿрĕ сыпăксене, смахсене вуласси. И, т, к, э, е(э), ĕ, ъ, ч сас паллисемпе, çемçелĕх паллипе(ь) паллашасси, позициллĕ вулав вăрттăнлăхне ăнкарасси, хытă тата çемçе хупă сасăллă сыпăксемпе сăмахсене танлаштарасси, вĕсене сас паллисемпе çырса тĕрĕс вуласси. Сингармонизм сакунне пăхăнман сăмахсене вуласси. Й, е(йэ), ю(йу), я(йа)  сас паллисемпе, уйăракан паллăпа (ь) палашасси. Й хупă сасăпа тата вĕреннĕ уçă сасăсемпе усă курса тÿрĕ сыпăксем тăвасси, йэ, йу, йа сасăсен пĕрлешĕвĕсене çĕнĕ сас паллисемпе (е, ю, я) паллă тунине, е, ю, я сас паллисем икĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланасси. У, ХУ, УХ, ХУХ, УХХ, ХХУ, ХУХХ, ХХУХ сыпăксене, вĕсенчен тăракан сăмахсене уйрăмлăхĕсене пĕлсе вулама вĕренесси. Сас паллисене, сыпăксене, сăмахсене танлаштарасси. Сăмахсене каялла, юлашки икĕ сас паллине ылмаштарса, сас палли хушса, пĕр сас паллине тепĕр сас паллипе улăштарса вуласси. Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе предложенисем тăвасси, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарасси.

   Çырма вĕрентесси. Чăваш афавитăнчи сас паллисене, вĕсене ытти сас паллисемпе çыхăнтарса çырасси. Сас палли çырас йĕркине ăнлантараса курăмлă кăтартасси, тишкересси (миçе тата мĕнле пайсенчен, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннă). Сас паллисене çыхăнтармалли йĕрке, çав йĕркене астуса юласси.Çĕнĕ сас паллине малтан вĕреннĕ сас паллисемпе çыхăнтармалли мелсене кăтартасси, вăл ытти сас паллисем умĕнче те, хыçĕнче те тăма пултарнине шута илесси. Çĕнĕ сас паллине вĕреннĕ сас паллисемпе сыпăкра, сăмахра, предложенире сыпăнтарса çырасси. Çыхăнуллă пуплеме вĕренесси, тăван чĕлхен тытăмĕпе (текст, предложени, сăмах майлашăвĕ, сăмах, сыпăк, сасă) паллашасси, сăмахсене тĕрĕс калама, пусăма тĕрĕс палăртма вĕренесси. Текстсене, предложенисене, сăмахсене, сыпăксене, сасăсене çыру тетрадĕнче схемăсемпе тата модельсемпе кăтартасси. Виçĕ шайлă схем ăсемпе (çÿлти пайĕнче – ÿкерчĕкри япалана пĕлтерекен сăмахăн сасă тытăмĕ, вăтам шайĕнче – пичет, аялта çыру сас паллийĕсемпе çырнă сăмахсем) ĕçлесси. Вĕреннĕ сас паллисене аса илессипе, кашни сас паллин ĕлкине астуса юлассипе, вĕреннĕ сас паллисене ушкăнлассипе, ачасене шухăшлав мелĕсемпе (тишкерме, танлаштарма, пĕтĕмлетме тата ытти те) паллаштарассипе, вĕсемпе усă курма вĕренессипе çыхăннă логика ĕçĕсене пурнăçласси. Сас паллин пайĕсене палăртса, пĕр пек пайĕсене кăтартса, пĕр пек мар пайĕсене тупса, пĕр пек пайĕсене калăпăш, шучĕ, ăçта тата мĕнле вырнаçни енчен сăнаса икĕ сас паллине танлаштарасси. Çак йĕркепех сас паллисене ушкăнланă чухне усă курасси. Пĕр-пĕр сас паллин пайĕсене ытти сас паллисенче тупасси. Сасăсене илтес, уйăрас пултарулăха, вĕренĕ сас паллисене çырас, вĕсене сыпăксенче, сăмахсенче тата предложенисенче çыхăнтарас ансат хăнăхусене аталантармалли хăнăхтарусем, çырса илмелли ĕçсем пурнăçласси. Сас паллине çырас йĕркин алгоритмне тăвасси, унпа усă курасси.

Букварь хыççăнхи вулав урокĕсем.

  Текстпа çыхăннă ĕçсем. Çут çанталăк, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă текстсене тишкерме вĕренесси. Текст ячĕ тăрăх текст содержанийĕ çинчен калаçасси. Çĕнĕ тата йывăр сăмахсене ăнланасси. Текст темипе паллашасси, калаçасси. Текст темипе  килĕшÿллĕ хăйсем курни-илтни, пулни çинчен калаçасси. Текста пайăн-пайăн вуласси, план тăвасси. Текст содержанийĕ тăрăх калаёасси, тĕп шухăшне палăртасси. Творчествăллă ĕçсем (пăтраштарса панă  плана йĕркипе вырнаçтарасси, содержани тăрăх ÿкересси, ÿкерчĕксенчен диафильм йĕркелесси, инсценировка,смахлă ÿкерчĕк тăвасси, текста малалла тăсасси тата ытти те) пурнăçласси. Текстсен содержанийĕпе килĕшÿллĕ ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсемпе, тупмалли юмахсемпе ĕçлени. Сăвăпа ĕçлес йĕркепе паллашсси, ăна пурнăçласси. Сăвва пăхмасăр вĕренесси. Чăваш сăмахĕсен пулу мелĕсене, йĕркине ăнкарма сĕмленесси.

   Тĕрĕс çырма вĕренмелли ĕçсем. Сăмахсене пĕтĕмĕшле курма вĕренесси, вĕсене мĕнле çырнине асра тытма хăнăхасси. Вĕреннĕ пур сас паллисене тепĕр хут аса илесси, элеменчĕсене кура вĕсене ушкăнласа çырасси. Сас паллисенче панă элемента тупса йĕрлесси. Пĕр пек элемент пур сас паллисене çырса илесси. Панă сас паллин элеменчĕсене ытти сас паллисенче тупса йĕрлесси. Панă элементсемпе усă курса сас паллисем çырасси. Алăпа çырнă тата пичетленĕ сăмахсене, предложенисене, 2-3 предложенирен тăракан текста пăхса çырса илесси, çырнине çыру тетрадĕнчи текстпа танлаштарса тĕрĕслесси. Сăмаха е предложение, текста врентекенпе пĕрле тишкересси, унтан вĕрентекен вуланă тăрăх çырасси, çырнине пăхса тĕрĕслесси. Пăтраштарса панă сас паллисенчен сăмахсем, сăмахсенчен  предложенисем, предложенисенчен текстсем туса çырасси. Пăнчăсем вырăнне сăмахра кирлĕ сас паллисем, предложенисенче кирлĕ сăмахсем лартса çырасси. Ыйтусене хуравласа çырасси. Пăхмасăр çырма хатĕрленесси.

Формы организации учебных занятий:

урок;

домашние учебные занятия;

внеурочные учебные занятия;

экскурсии.

 

 

3.Чăваш чĕлхи урокěсен тематика планě (136 сехет)

№ №

п/ п

Урок теми

СЕХЕТ шучĕ

Асăрхаттару

 1.

Тăван кил-йыш. Çыхăнуллă пуплев

1

 

2.

Шкул ачин кун йĕрки. Вĕренÿ хатĕрĕсем. Çыхăнуллă пуплев

1

 

3.

Шкул ачин кун йĕрки.  Çыхăнуллă пуплев

1

 

4.

Кĕрхи садра. Улма-çырпа. Предложени

1

 

5.

Пахча. Пахча çимĕç. Предложени

1

 

6.

Ача-пăча вăййисем. Вылямаллисем. Сăмах.

1

 

7.

«Йăва» юмах. Предложени. Сăмах. Сыпăк.

1

 

8.

Килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк. Уçă (хупă) сасă.

1

 

9.

«Çарăк» юмах. Вăрманти йывăçсем: тискер кайăксем. Уçă (хупă) сасăсем. Терминсем.

1

 

10.

Килти кайăк-кĕшĕк. Вĕçен кайăксем. Пусăм.

1

 

11.

Ялти ĕçсем. Тырă вырни. Утарта.

1

 

12.

[а] сасă;  А, а сас паллисем

1

 

13.

[а] сасă;  А, а сас паллисем

1

 

14.

[у] сасă; У, у сас паллисем

1

 

15.

[у] сасă;  У, у сас паллисем

1

 

16.

[а], [у] сасăсем; А, а ; У, у сас паллисем

1

 

17.

[ĕ] сасă;  Ĕ,ĕ сас паллисем

1

 

18.

[ĕ] сасă; Ĕ,ĕ сас паллисем

1

 

19.

[н] сасă; Н, н сас паллисем

1

 

20.

[н] сасă; Н: н сас паллисем

1

 

21.

 [л] сасă; Л, л сас паллисем

1

 

22.

[л] сасă; Л,л сас паллисем

1

 

23.

[м] сасă; М, м сас паллисем

1

 

24.

[м] сасă; М, м сас паллисем

1

 

25.

[т] сасă; Т,т сас паллисем

1

 

26.

[т] сасă; Т, т сас паллисем

1

 

27.

[п] сасă; П,п сас паллисем

1

 

28.

[п] сасă; П,п сас паллисем

1

 

29.

[ш] сасă; Ш, ш сас паллисем

1

 

30.

[ш] сасă; Ш, ш сас паллисем

1

 

31.

[р] сасă; Р,р сас паллисем

1

 

32.

[р] сасă; Р,р сас паллисем

1

 

33.

[ы] сасă; Ы, ы сас паллисем

1

 

34.

[ы] сасă; Ы, ы сас паллисем

1

 

35.

[в] сасă; В,в сас паллисем

1

 

36.

[в] сасă; В, в сас паллисем

1

 

37.

[х] сасă; Х, х сас паллисем

1

 

38.

[х] сасă; Х. х сас паллисем

1

 

39.

[и] сасă; И, и сас паллисем Хытă (çемçе) сасăсем, сыпăксем, сăмахсем. Семсе, хытă, хуташ сăмахсем

1

 

40.

[и] сасă И, и сас паллисем. Хытă (çемçе) сасăсем, сыпăксем, сăмахсем. Семсе, хытă. хутăш сăмахсем

1

 

41.

[э] сасă, е сас палли

1

 

42.

[э] сасă; Э, э сас палли

1

 

43.

[ă] сасă,Ă,ă сас паллисем

1

 

44.

[ă] сасă , Ă,ă  сас паллисем

1

 

45.

[с] сасă; С,с саспаллисем

1

 

46.

[с] сасă; С,с саспаллисем

1

 

47.

[к] [к΄] сасăсем; К,к саспаллисем

1

 

48.

[к] [к΄] сасăсем; К,к саспаллисем

1

 

49.

[ӳ] сасă; Ӳ,ӳ саспаллисем

1

 

50.

Ӳ, ӳ саспаллисем

1

 

51.

[Ç] сасă; Ç, ç саспаллисем

1

 

52.

[Ç] сасă; Ç, ç саспаллисем

1

 

53.

[Ч] сасă; Ч,ч саспаллисем

1

 

54.

Ч,ч саспаллисем

1

 

55.

Çемçелĕх палли(ь)

1

 

56.

Çемçелĕх палли(ь)

1

 

57.

[Й] сасă; Й,й саспаллисем

1

 

58.

[Й] сасă; Й,й саспаллисем

1

 

59.

[Йу]сыпăк,

Ю,ю саспаллисем

1

 

60.

[Йу]сыпăк,

Ю саспаллин иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ

1

 

61.

[Йа]сыпăк,

Я,я саспаллисем

1

 

62.

Я,я саспаллисем

1

 

63.

Я саспаллин иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ

1

 

64.

Е,е саспаллисем [йэ] сыпăка пĕлтерни

1

 

65.

«Анне» сăвă

1

 

66.

«Маринепе Энтип»

1

 

67.

  [о] сасă, О,осаспаллисем

1

 

68.

О,о саспаллисем

1

 

69.

Ё (о) саспалли

1

 

70.

Кун ячĕсем (вулав хăнăхĕвĕсене çирĕплетесси)

1

 

71.

[б] [б]  сасăсем, Б ,б сас паллисем

1

 

72.

Б ,б сас паллисем

1

 

73.

[г], [г‘ ]. Г, г сас паллисем

1

 

74.

[д], [д’] сасасем. Д, д сас паллисем

1

 

75.

[з], [з’] сасăсем З,з сас паллисем

1

 

76.

[ф], [ф’] сасăсем Ф,ф сас паллисем

1

 

77.

Ф,ф сас паллисем

1

 

78.

[ж] сасă Ж,ж сас паллисем

1

 

79.

Ж,ж сас паллисем

1

 

80.

[ц] сасă Ц,ц сас паллисем

1

 

81.

Ц,ц сас паллисем

1

 

82.

[щ] сасă Щ,щ сас паллисем

1

 

83.

[щ] сасă Щ,щ сас паллисем

1

 

84.

Уйăракан хытăлăх (Ъ) тата çемçелĕх (Ь) паллисем

1

 

85.

Уйăракан хытăлăх (Ъ) тата çемçелĕх (Ь) паллисем

1

 

86

Çулталăк хушши

1

 

87

«Çуркунне» сӑвӑ

1

 

88

Талăк. «Тул çутăлать» сăвă

1

 

89

Вăхăт. «Каç пулать» сăвă

1

 

90

Тăван çĕр-шыв

1

 

91

Тăван ен – Чăваш Республики

1

 

92

Тăван ялăм

1

 

93

«Мучи пĕви» калав

1

 

94

«Карăшпа каюра» юмах

1

 

95

И.Я.Яковлев «Çуркунне»

1

 

96

Чăваш халăх сăвăçи

1

 

97

«Сентти» сăвă

1

 

98

«Чĕкеç» сăвă

1

 

99

Виççĕмĕш космонавт-летчик

1

 

100

Аслă çĕнтерÿ кунĕ. Чап монуменчĕ

1

 

101

«Пĕртăван паттăрсем» калав

1

 

102

«Пĕрчĕ» калав. А Ильин «Пÿлĕмре» сăвă

1

 

103

Г Мальцев «Тав туни»

1

 

104

Таджих юмахĕ « Пĕрлĕх»

1

 

105

В Сухомлинский «Пĕрремĕш пан улми» калав

1

 

106

«Хама çеç, тен, хăналас» сăвă

1

 

107

В Сутеев « Пан улми»

1

 

108

«Хăйсемех» калав. «Натали кĕпе тĕрлет» сăвă

1

 

109

«Кулине» сăвă. «Килнĕ чухне илĕпĕр» калав

1

 

110

«Сăпка юрри», «Сехет» сăвăсем

1

 

111

Петĕр Яккусен «Кумалякпа туслашни»

1

 

112

«Ырпи» сăвă

1

 

113

«Улине тĕлĕнет», «Килнĕскерсем» калавсем

1

 

114

«Уçланкăра» калав. «Ăшă çумăр» сăвă

1

 

115

«Мăр-мăр кушак мĕнрен тĕлĕннĕ», «Улашка»

1

 

119

«Пурăш» калав, «Упа»сăвă

1

 

120

«Арçури» калав

1

 

121

Х. К .Андерсен «Асамлă т\пем»

1

 

122

Г Луч «Ай пакша!»

1

 

123

Чăваш халăх юрри-сăвви

1

 

124

Чăваш халăх юмах-халап.

1

 

125

«Ҫĕвĕç» юмах

1

 

126

 

«Ăслă ывăл».«Кушак аçипе çерçи» юмах

1

 

127

«Хресченпе упа» юмах

1

 

128

«Икĕ шапа» юмах

1

 

129

Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев урокĕ

1

 

130

«Сывă пул, пĕрремĕш кĕнекемĕр!» уяв-урок

1

 

131

Резерв урок.

1

 

132

Резерв урок.

 

1

 

133

Резерв урок.

 

1

 

134

Резерв урок.

 

1

 

135

Резерв урок.

 

1

 

136

Резерв урок.

 

1

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Рабочая программа по чувашскому языку"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Директор детского оздоровительного лагеря

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 671 622 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 27.04.2017 3389
    • DOCX 29.2 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Копташкина Оксана Николаевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Копташкина Оксана Николаевна
    Копташкина Оксана Николаевна
    • На сайте: 8 лет и 10 месяцев
    • Подписчики: 4
    • Всего просмотров: 36349
    • Всего материалов: 17

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Экскурсовод

Экскурсовод (гид)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Методика организации образовательного процесса в начальном общем образовании

Учитель начальных классов

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 2690 человек из 84 регионов
  • Этот курс уже прошли 12 529 человек

Курс повышения квалификации

Проективные методики в начальной школе в соответствии с ФГОС

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 60 человек из 26 регионов
  • Этот курс уже прошли 450 человек

Курс повышения квалификации

Видеотехнологии и мультипликация в начальной школе

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 257 человек из 52 регионов
  • Этот курс уже прошли 1 266 человек

Мини-курс

Основы искусствознания

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 10 человек

Мини-курс

Психологическая помощь и развитие детей: современные вызовы и решения

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Современные подходы к духовно-нравственному воспитанию дошкольников

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 13 человек