Инфоурок Начальные классы КонспектыУрок по чувашскому языку на тему "Кăмпара"

Урок по чувашскому языку на тему "Кăмпара"

Скачать материал

Раздел теми: Юратнă ĕç.

Урок теми: Кăмпара.

Урок тĕсĕ: Хутăш урок.

Тенологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упрас, харпăрлăха аталантарас, кластер, лепбук, ушкăнра хутшăнса ĕçлес технологисем.

Мелсемпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани; çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни; ушкăнсенче ĕçлесе кластер туни, пĕр-пĕрне тĕрĕслени; шыравлă вулав; сасăпа вулани; ыйтусене хуравлани; текстăн содержанийĕ тăрăх кĕске монолог туни; харпăр хăй ĕçне хаклани; суйлавлă килти ĕç пани.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: тĕллев лартса йывăрлăхсене çĕнтерни; çĕннине вĕренес тата çирĕплетес туртăм аталанни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

Ĕç йĕркелев результачĕсем: харкам хăй умне тĕллев ларса пурнăçлани; харпăр хăй тата пĕрле вĕренекенсем тунă ĕçе пĕтĕмлетни;

Хутшăну результачĕсем: хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме тăрăшни; хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсем е сĕнÿсем паракан е илекен) пултарни; мăшăрсенче тата ушкăнсенче пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçлени;

Пĕлÿлĕх результачĕсем: панă информацие тишкерни; ун тăрăх кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туни, вĕренÿ тĕллевĕсене кура унпа ĕçлени; икĕ чĕлхеллĕ словарьпе усă курни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем: «Кăмпара» темăпа монолог формипе каласа пани; айĕнче, юнашар хыç сăмахсемпе тĕрĕс усă курни; лепбукпа ĕçлени; сăмахсенчен предложенисем йĕркелеме пултарни; кластер туни; ыйтусене хуравлас хăнахусем аталанни, çĕнĕ сăмахсене ăнланма пултарни.

Курăмлăх хатĕрĕсем: вĕренÿ кĕнеки, урок валли хатĕрленĕ ÿкерчĕксем, лепбук, слайдсем;

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, экран, проектор.

Урок юхăмĕ

I.                  Кăсăклантарса яни

1.     Сывлăх сунни, кĕске сăвă каласа парттăсем хушшине ларни

Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр, урок пырать ку класра.

Эп çыратăп, эп вулатăп, калаçатăп чăвашла.

2.     Вĕрентÿçĕ пĕчĕк шăнкăравпа шăнкăртаттарать, сăвă йĕркисем калать, урок пуçланассине пĕлтерет:

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав, ак вĕçленчĕ те тăхтав.

Ларар парттă хушшине, пуçлар чĕлхе урокне.

3.     Дежурнăйпа калаçни, çанталăка сăнлани:

– Паян класра кам дежурнăй?

– … класра кам çук?

– … паянхи çанталăка сăнла-ха. Çанталăка сăнлама лепбукпа усă курăпăр.

4.     Урок темипе тĕллевĕсене палăртни.

– Ачасем, халĕ урамра кĕркунне. Кĕркунне çут çанталăкра мĕн пулса иртет? (Кайăксем кăнтăра вĕçсе каяççĕ; Йывăçсен çулçисем тĕрлĕ тĕслĕ; Вăрманта … нумай.)

– Вăрманта мĕн нумай? Тупмалли юмахăн тупсăмне тупсан кирлĕ сăмах тупăнĕ, паянхи урок теми те çак сăмахпах çыхăннă.

Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер. Вăрманта ÿсет. Ăна пĕçереççĕ, ăшалаççĕ, маринадлаççĕ. Мĕн-ши вăл? (Кăмпа).

– Паян эпир урокра мĕнсем çинчен калаçăпăр? (Кăмпасем çинчен).

– Паянхи урок теми: Кăмпара. Ачасем кăмпана кайни çинчен калав вулăпăр, ăна каласа пама вĕренĕпĕр.

II.                Ăнланса илни.

1.     Вĕреннĕ кăмпа ячĕсене аса илни, вырăсла тĕрĕс куçарни;

2.     Грамматика материалĕ патне куçса кайни:

– Хурăн кăмпи ăçта ÿсет? (Хурăн айĕнче).

– Ăвăс кăмпи ăçта ÿсет? (Ăвăс айĕнче).

– Хыр кăмпи ăçта ÿсет? (Хыр айĕнче).

– «Айĕнче» сăмах вырăсла «под» сăмаха пĕлтерет.

– Хурăнпа юнашар мĕн ÿсет? (Хурăнпа юнашар ăвăс ÿсет).

– Ăвăспа юнашар мĕн ÿсет? (Ăвăспа юнашар хыр ÿсет).

– «Юнашар» сăмах вырăсла «рядом» сăмаха пĕлтерет.

– «Айĕнче», «юнашар» сăмахсене «хыçсăмах» («послелог») теççĕ.

3.     Грамматика материалне мĕнлерех ăша хывнине тĕрĕслени.

– Çĕнĕ сăмахсене çирĕплететпĕр. «Ăçта?» вăйă вылятпăр. (Вĕрентÿçĕ ручкăна пĕр-пĕр япала айне хурать те ыйтать: Ручка ăçта? Кам хуравлать, вăл вăййа малалла тăсать.

– … санпа юнашар кам ларать? (Манпа юнашар … ларать).

4.     Кĕнекери 1-мĕш ĕçе пурнăçлани (Панă сăмахсем хушшинче хыçсăмахсем тупмалла): кăмпа, ÿснĕ, айĕнче, хыр, юнашар, вăрман, чăрăш, ăвăс, пулнă. Юлнă сăмахсене ушкăнсем çине  пайлама пулать. Миçе ушкăна пайлатпăр? Мĕнле ушкăнсем? Хыр, кăмпа, чăрăш, вăрман, ăвăс – вăрман темăпа çыхăннă сăмахсем; ÿснĕ, пулнă – ĕçе пĕлтерекен сăмахсем.

5.     Кану саманчĕ (Кашни ача умĕнчех карçынкка, тĕрлĕ кăмпа):

Вăрмана каятпăр,

Кăмпа пуçтаратпăр,

Хăмăр тĕслĕ кампана

Кунтăка яратпăр.

6.     Мăшăрсенче ĕçлени:

– Мĕнле кăмпасем пуçтартăмăр? Пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлетпĕр.

– Эпĕ …, …, … пуçтартăм. Эсĕ мĕн пуçтартăн?

– Эпĕ …, …, … пуçтартăм.

– Ачасем, хăш кăмпана карçинккана ямастпăр?(Шăна кăмпине)  Мĕншĕн? (Мĕншĕн тесен вăл сиенлĕ, наркăмăшлă). Ăна çиме юрать-и? (Ăна çиме юрамасть).

7.     Çĕнĕ материалпа ĕçлени:

Словарь ĕçĕ: масла кăмпи – маслёнок; курма пулать – можно увидеть. Сăмахсемпе предложенисем йеркелетпĕр;

Текстпа ĕçлени:

– Текста пĕрерĕн сасăпа вулани, вуласа пынă май текстра тĕл пулакан ÿкерчĕксене кăтартса пыни;

– Текста ят пани;

– Текстра йывăç ячĕсене, кăмпа ячĕсене шыраса тупни, вулани;

– Текстри предложенисенче сиктерсе хăварнă сăмахсем вырăнне ÿкерчĕкĕсене тĕрĕс вырнаçтарни (ушкăнпа ĕçлени), вуласа пани (Ÿкерчĕклĕ калавсене лепбукăн «Кăмпара» кĕсьине чиксе хуратпăр);

8.     Çĕнĕ материала малтанласа çирĕплетни:

– Текста ăнланнине тĕрĕслеме ыйтусене хуравлатпăр (Мăшăрсенче ĕçлетпĕр):

9.     Вĕреннĕ материала çирĕплетни (кашни ача умĕнчех– клоуз-тестсем. Текста пăхмасăр вĕсен панă сăмахсенчен кирлисене суйласа илмелле):

1.Паян (шăмат кун, вырсарни кун, эрне кун).

2.Çанталăк (лайăх, япăх), (хĕвеллĕ, çумăрлă).

3.Миша, Марина тата Гена карçинккасем илнĕ те (вăрмана, пахчана, шкула) кайнă.

4.Вăрманта (кăмпа, çырла, йĕкел, мăйăр нумай пулнă).

5.Акă Мишшăн (карçинкки, витри).

6.Унта тĕрлĕ (кăмпа, çырла, мăйăр) курма пулать.

7.Арçын ача (хурланнă, савăннă).

10. Текста каласа пани.

 

III.             Рефлекси

1.     Урокра вĕреннине пĕтĕмлетни:

– Паянхи урокра мĕн çинчен калаçрăмăр? (Кăмпа çинчен)

– Кластер туни: Кăмпа – вăрман ырлăхĕ, усăллă, хитре, хăмăр, тутлă, сиенлĕ, наркăмăшлă, пĕчĕк, яка.

 Урок килĕшрĕ-и? Мĕн килĕшрĕ? Сирĕн умăрта тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем. Хăвăр ĕçĕрсене мĕнле хаклатăр? Хĕрлĕ çулçă – питĕ лайăх, сарă çулçă – лайăх, хăмăр çулçă – лайăхах мар тенине пĕлтерет. Кирлĕ çулçă суйласа доска çинчи йывăç çине çыпăçтаратпăр.

2.     Киле ĕç пани (суйласа илмелле):

– Текста илемлĕ вулама вĕренмелле;

– «Кĕрхи вăрман» темăпа ÿкерчĕк туса килмелле.

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Урок по чувашскому языку на тему "Кăмпара""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Специалист по корпоративной культуре

Получите профессию

Няня

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 671 553 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 02.10.2018 509
    • DOCX 26.5 кбайт
    • Рейтинг: 1 из 5
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Егорова Алина Владимировна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Егорова Алина Владимировна
    Егорова Алина Владимировна
    • На сайте: 7 лет и 11 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 12737
    • Всего материалов: 17

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Няня

Няня

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Русский язык и литературное чтение: теория и методика преподавания в сфере начального общего образования

Учитель начальных классов русского языка и литературного чтения

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 152 человека из 45 регионов
  • Этот курс уже прошли 223 человека

Курс повышения квалификации

Новые методы и технологии преподавания в начальной школе по ФГОС

36 ч. — 180 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 953 человека из 81 региона
  • Этот курс уже прошли 7 736 человек

Курс повышения квалификации

Одаренные дети. Особенности развития и система сопровождения в системе школьного образования в условиях реализации ФГОС НОО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 131 человек из 36 регионов
  • Этот курс уже прошли 532 человека

Мини-курс

Инвестиционная деятельность и проектный менеджмен

3 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Основы политической науки

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Искусство в контексте современности

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе