Инфоурок Начальные классы Конспекты«Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем (синонимсем)»

«Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем (синонимсем)»

Скачать материал

«  Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем (синонимсем)» темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ

Предмет: Чăваш чĕлхи

Класс: 2 класс

Урок теми: «Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем (синонимсем)» 

Урок тĕсĕ: Хутăш урок

Урок тĕллевĕсем:

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

1.Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;

2.Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем: сăмахпа каласа е çырса пелтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;

Мелпе меслетсем:   ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; шырав,  ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; кластер туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни,ушкăнпа ĕçлени.

Технологисем: вăйă, ушкăнпа ĕçлени, юлташпа пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, таблица.

Урок йĕрки

I.Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр,ачасем!

Сасă зарядки.

 Шăнкăрав сас пачě

Урока чěнсе.

Пěтěм класс шăпланчě

Парта хушшинче.

 

II.Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни

Учитель. – Ачасем, зпир чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр. Халĕ мана вара тимлĕ итлесе ларма ыйтатăп.. (Ачасем сценка лартса параççĕ)

Сасă илтĕнет.Тахçан-тахçан ….Сцена çинче ватă мучи çăпата хуçса ларать. Вăйăран аслашшĕ патне мăнукĕ чупса кĕрет:

Мăнукĕ: - Асатте , эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче чылай чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?

Аслашшĕ:- Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах вара чи юратни - тăван чĕлхе, паллах.

Мăнукĕ: Чи илемли хăш чĕлхе -ши? Манăн питĕ пĕлес килет

Аслашшĕ: Чи илемли те, мăнукăм –тăван чĕлхе.

Мăнукĕ: Чи пуянни вара?

Аслашшĕ: Чи пуянни те , маншăн- тăван чĕлхех шутланать.

Мăнукĕ: Мĕнпе пуян вара вăл?

Аслашшĕ: Кун çинчен пĕлес килсен айта вара пĕрле хуравне тупма тăрăшăпăр.

Учитель.   Чи пуянни те ,чи çепĕççи те, чи хитри те маншăн - тăван чĕлхех шутланать.

Мăнукĕн ыйтăвĕ çине эпир урок вĕçĕнче хуравлăпăр.

-  Пĕлетĕр-и, пирен пата çыру килнĕ. Акă вăл. Ăна Сергей Сергеевич çырнă. Халĕ эпĕ вуланине тимлĕ итлĕр.(Çырăва уçса вулать.)   «Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ сире çул-çÿреве чĕнетĕп. Унăн маршручĕ çапла пулĕ: Мăн  Выл – Элĕк – Шупашкар. Çул-çÿреве кайма килĕшетпĕр-и?

Ачасем. -Килĕшетпĕр.

III.Вĕреннине аса илсе анлăлатни, çĕнĕ пĕлÿ çине куçарни (актуализаци).

Учитель. Çул-çÿревре мĕн çинчен калаçăпăр-ши? Çакна пĕлес тесен сирĕн слайдра кăтартнă шарçана  «пухса вуламалла. (Ачасем «Шăрçа пух» слайдра мĕн çырнине вулаççĕ).Тĕрĕс, ачасем, паян эпир чăваш чĕлхи урокĕнче мĕн туни çинчен калаçăпăр. Çавна май мĕн вĕреннине аса илĕпĕр. Çул-çÿревре тухиччен чĕлхесене вылятса илĕпĕр.(Ачасем ушкăнпа «Фонозарядка» слайда  вулаççĕ.)

Ачасем. Чă-чă – чăваш чĕлхи.

                Çи-çи-çи  - чи çепĕççи.

                Вĕ-вĕ-вĕ – эсĕ вĕрен.

                Калаçма та ан вăтан.

 

Учитель. Халĕ вырнаçса ларар, автобуспа çула тухар. Элĕке кайăпăр. Ăс – хакăл ăмăртăвне  интереслĕрех  ирттерме  сирĕн икĕ ушкăна пайланмалла пулать. Кашни ушкăнăн хăйĕн ячĕ пулмалла.

 

1-мĕш ушкăн.                Эпир – « Хĕлхем» ачисем,

                                       Вут-çулăм пек хăватлисем

                                       Чĕлхе пуянлăхне сума  суса

                                        Паян вылясшăн тăрăшса!

 

2-мĕш ушкăн.                Пирĕн ушкăн – «Шевле»

                                        Йышăнсамăр пире!

                                        Хамăр маттурлăха

                                        Кăтартар ăмăртса.

 

Учитель.    Маттур, ачасем! Халĕ ĕнтĕ пĕлтĕмĕр: 1-мĕш ушкăн.- Хĕлхем

2-мĕш ушкăн.- Шевле.

 Ачасем, калăр-ха , пăрахут камсăр ишеймест?

 

Ачасем. -  Капитансăр.

Учитель. -  Пире те, çул-çÿреве тухнăскерсене, капитансем кирлĕ пулĕç-ши?

Ачасем. Кирлĕ пулĕç.

IV.Çĕнĕ пĕлÿ уçни. (Çĕнĕ материалпа ĕçлени).

Учитель.  Атьăр, вара вĕсене палăртар. Капитана кашни ушкăн хăй уйăрать  .Ăмăртăва капитансем пуçлаççĕ. Чи малтан « Хĕлхем» ушкăн капитанне сăмах паратпăр. Унăн  мĕн? тата кам? ыйту çине ыйтăнакан сăмахсене тупмалла. «Шевле»  ушкăн капитанĕн  вара çак сăмахсем нумаййине пелтерсе каламалла пулать.

1-мĕш ушкăн капитанĕ:

2-мĕш ушкăн капитанĕ:               

Учитель.  Маттур,  капитансем! Халĕ вара140- мĕш хăнăхтарăва пахса тухăпар. Çул сисĕнмерĕ, Элĕке те çитрĕмĕр.   Малалла каяс  тесен пирĕн предложенисене чăвашла куçармалла пулать.( кашнин уйрăм предложени).

Маттур,  ачасем. Панă предложенисене тĕрĕс те хăвăрт куçартăр. Халĕ  эпир Шупашкара  та  çитрĕмĕр. Ачасем, эпир Мăн Вылран чылай аякка кайрăмăр. Эсир чăвашла калаçма манмарăр-и?

Учитель.  Апла пулсан   ман ыйту çине черетпе  кашнинех перер хурав памалла.

-Чăваш чĕлхи урокĕнче эсĕ мĕн тăватăн?( Кластер йĕркелени).

-Ачасем, эсир питĕ маттур. Çул сисĕнмерĕ те. Халĕ эпир ăçта çитрĕмĕр-ши?

Ачасем. Каялла  Элĕке çитрĕмĕр.Халĕ хамăрпа паллаштарма вăхăт çитрĕ. Сирĕн уйрăм предложенисене кашнине хăй вырăнне лартса çыхăнуллă текст йĕркелемелле.

1.Уроксенче эпĕ вулатăп, çыратăп, чăвашла калаçатăп.

2.Чăваш Республикинче пурăнатăп.

3.Эпĕ  Танюк ятлă.

4.Эпĕ иккĕмĕш класра вĕренетĕп.

5.Чăваш чĕлхине тăрăшса вĕренетĕп.

 

(Кашни ушкăнран пĕрер ача, тĕслĕхпе усă курса, хăй çинчен каласа парать.)

 

Учитель. Ачасем, чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхе?

 

Ачасем. Çепĕç, илемлĕ, çемçе…

 

Учитель. Чăваш чĕлхи çинчен писательсем, поэтсем темĕн тĕрлĕ хайлав çырнă. Пирĕн тăван чĕлхе мĕнле илемлĕ янăранине итлесе пăхар.

1-мĕш ушкăнри ача:

        Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать

        Шăпчăк та юрлать  кунта  ав чăвашла

        Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

        Янăрать сăпайлăн, уççăн –чăвашла.

2- мĕш ушкăнри ача:

         Чăваш чĕлхи, эс – ман тăван чĕлхем

         Ялан чунра çунса тăран хĕлхем

         Миçе поэт çырман пуль сан çинчен

         Эс чăннипех калама  çук чечен.

 Учитель: Чăваш чĕлхи çепĕççĕн, мăнаçлăн, Уççăн янăрать. Яланах çак чĕлхепе калаçар, юрăсем   янратăр, вăйă выльăр. Ачасем, айтăр-ха вăйă выляса пăхар: «Çиччĕн пĕртăван» вăйă.

     Эпир карчăк патĕнче

    Лутра пÿртре пурнатпăр

    Эпир çиччĕн пĕртăван

     Ак çакăн пек куçлă,

     Ак çакăн пек пуçлă

     Вылятпăр та кулатпăр

     Пурте çапла тăватпăр.

Учитель: Çула кĕскетме ыйтусене хуравлăпăр.

              «Кам маларах хуравлать?» викторина ыйтăвĕсем

-Пирĕн республика  мĕн ятлă?

-Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?

-Чăваш Республикин тĕп хулин вырăсла тата чăвашла ячĕсем пĕр пек-и?

-Эсир пурăнакан район мĕн ятлă?

-Эсир пурăнакан ял мĕн ятлă?

 

-142-мĕш хăнăхтарупа паллашăпăр.

 

Учитель: Сисмеремĕр те , Мăн Выла каялла çитрĕмĕр. Çул çÿревре эсир, ачасем, питĕ маттур пултăр.

-Эпир паян урокра мĕн çинчен вĕрентĕмĕр?

-Халĕ хăвăр пĕлĕве хаклăр. «Пиллĕклĕх» пĕлетĕр пулсан  хĕрлĕ çăлтăр çĕклетпĕр, «тăваттăллăх» пулсан-сарă. Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе. Ăна яланах тăрăшса вĕренĕр.

V.Киле ĕç пани -144-мĕш хăнăхтару.Япала нумаййине пĕлтерекен сăмахсене аялтан йĕр туртса паллă тумалла.

 

 

 

 

 

 

Хушса пани. Рефлекси таблици

 

Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

Урок материалĕ … пулчĕ.

çăмăл / йывăр

Урок материалне эпĕ … .

  • пĕтĕмпех ăнлантăм,

ыттисене пулăшма хатĕр

  • пĕтĕмпех ăнлантăм
  • кăштах ăнлантăм
  • пачах ăнланмарăм

Урок мана … .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

Урокра эпĕ … ĕçлерĕм.

хастаррăн / сÿрĕккĕн

Урокра эпĕ … .

  • ывăнмарăм
  • кăштах ывăнтăм
  • питĕ ывăнтăм

Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … .

кăмăллă / кăмăлсăр

Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп.

5 / 4 / 3 / 2

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "«Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем (синонимсем)»"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Товаровед-эксперт

Получите профессию

Копирайтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 672 417 материалов в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 26.05.2022 122
    • DOCX 26.6 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Федорова Елена Григорьевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Федорова Елена Григорьевна
    Федорова Елена Григорьевна
    • На сайте: 6 лет
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 4408
    • Всего материалов: 12

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Экскурсовод

Экскурсовод (гид)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Инновационные технологии управления профессионально-педагогической деятельностью учителей начальной и средней школы в условиях реализации ФГОС

72/144/180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 84 человека

Курс повышения квалификации

Финансовая грамотность для обучающихся начальной школы в соответствии с ФГОС НОО

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 561 человек из 66 регионов
  • Этот курс уже прошли 3 498 человек

Курс повышения квалификации

Гендерный подход в обучении и развитии учащихся младшего школьного возраста

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 38 человек

Мини-курс

Эффективность обучения школьников на уроках литературы

5 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Технологии и автоматизация в машиностроении

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Коррекция нарушений у детей: сна, питания и приучения к туалету

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе