Инфоурок Начальные классы ПрезентацииПроект " Г.Н.Чернов -Герой Советского Союза"

Проект " Г.Н.Чернов -Герой Советского Союза"

Скачать материал

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Комсомольски районĕнчи муниципаллă бюджетлǎ вĕренÿ учрежденийĕ «Нĕркеç вăтам шкулĕ»

 

 

 

Георгий Николаевич Чернов –

Совет Союзĕн Геройĕ

проект

 

 

 

 

 

 

 

Ĕçе хатĕрлекенĕ: 4 – мĕш  класра вĕренекен

Евграфова Анастасия

            Ертсе пыраканĕ: пуçламăш классене                                   

                                                    вĕрентекен Краснова Г. П.

 

 

 

 

 

 

 

Нĕркеç - 2013

 

 

Георгий Николаевич Чернов – Совет Союзĕн Геройĕ.

 (Ачасемпе вĕрентекен пĕрле хатĕрленĕ проект ĕçĕ)

                      Методика кăтартăвĕ

Предметсем: литература вулавĕ.

Проекта хатĕрлекенсем:2 –мĕш класра вĕренекенсем.

Проектăн ертÿçи: Краснова Галина Петровна ( Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен).

Ĕç вăхăчĕ: 3 сехет

Проект тĕсĕ: ушкăнпа ĕçлесси.

Ĕçĕн тĕллевĕ: Сталинград хулине хўтĕлекен ентешсене тупса палǎртасси, презентаци йĕркелесси.

Задачăсем:

1)тĕрлĕ литературăна усă курса Сталинград патĕнчи çапǎçура хутшǎннǎ  ентешсем çинчен пĕлесси;

2)ялти паттǎр – Совет Союзĕн  Геройĕ çинчен тĕпчев ирттересси.

3) презентаци йĕркелесси, шкулти ачасене паллаштарасси.

Проекта  пурнăçланă май хуравламалли ыйтусем:

1) Тǎван çĕр – шыва тǎшманран  пирĕн ялтан миçе çын хўтĕленĕ?

2) Сталинград патĕнчи çапǎçура  пирĕн ялтан миçе çын хутшǎннǎ?

3) Г.Н.Чернов мĕнле паттǎрлǎхшǎн  Совет Союзĕн  Геройĕ  ятне тивĕçнĕ?

Проекта пурнăçа кĕртмелли меслетсемпе мелсем:                                             шырав, тĕпчев, сÿтсе явни, тишкеру, пĕтĕмлетÿ.

Кирлĕ хатĕрсем: Сталинград патĕнчи çапǎçу  çинчен çырса панă кĕнекесем, Комсомольски районĕн энциклопедийĕ,журналсем, альбом, ручка.

Литература вулавĕ урокĕнче эпир  Сталинград патĕнчи çапǎçу çинчен калаçрăмăр.   Эпир хамǎр тǎрǎхри паттǎрсем çинчен сахал пĕлнине туйса илтĕмĕр. Пирĕн ялтан Сталинград патĕнчи  çапǎçура миçе çын хутшǎннǎ?Пирĕн тǎрǎхра Совет Созĕн геройĕ миçе? Г.Н.Черновǎн паттǎрлǎхĕ  çинчен тȇпчесе пĕлесси. Кăсăклантаракан ыйтусем çине – çинех тухса тăчĕç. Шухǎшлаттаракан ыйтусем çинчен ялти ватăсенчен ыйтса пĕлме шут тытрăмăр, унтан уяв презентаци  хатĕрлесе кĕçĕн класри ачесене каласа пăма тĕллев лартрăмăр. Хамǎр тǎр паттǎрсем çинчен пирĕн пĕлмеллех?  Хатĕрленĕ ĕçе шкулти сайта та лартма шут тытрăмăр. Эпир хатĕрленĕ презентацие  ытти шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем те усă курасса шанатпăр.

Пĕрремĕш сехет:  тĕпчев тапхăрĕ.

Ушкăнсем çине пайланасси, кашни ушкăна ĕç хушасси, информаци пуçтарни:

1 – мĕш ушкăн Сталинград хулине хўтĕлекнсем  çинчен тĕпчет.

Истори предметне вĕрентекен Воронов Владимир Владимирович каласа панинчен çырса илни:                                                                      

Вǎрçǎ пуçлансан Тǎван  çĕр –шыва  тǎшманран хўтĕлеме Нĕркеç ялĕнчен пурĕ  260 çын вǎрçǎ хирне тухса кайнǎ. Вĕсенчен 120 ентеш каялла таврǎнайман.Таврǎннисем вара 80 çын.  Сталинград хулине ташманран хǎтарнǎ çĕрте пирĕн ялтан виççĕн хутшǎннǎ. Вĕсенчен пĕри манǎн асатте - Воронов Петр Сергеевич, Голубев Петр Федорович, Чернов Георгий Николаевич – Совет Союзĕн Геройĕ.

2  - мĕш ушкăн йăвача пĕçерме вĕренет.

Таллерова  Мария Николаевна ( ялти чи ватǎ çын) каласа панинчен çырса илни:

 - Эпĕ хам вĕсене астумастǎп, анне каласа панинчен пĕлетĕп. Вĕсем пирĕн тǎвансем. Г.Н.Черновсем Пǎла хĕрринчи касра, çырма хĕрринчен иккĕмĕш килте пурǎннǎ. Эпир вара кўршĕ касраччĕ. Халĕ çак вырǎнта Карпов Владимирсен çемйи вырнаçнǎ. Анне каласа панǎ тǎрǎх вĕсем выçлǎх вǎхǎтĕнче  Алтая куçса кайнǎ. Ун чухне ялтан чылай  çемье куçса кайнǎ, çавна май колхозне те, ялне те чǎвашла ят панǎ: ялĕ – Волга( Атǎл), колхозĕ - Канаш .  Черновсен 5 ача пулнǎ. Унпа пĕр тǎвансем:    аппǎшĕ - Чернова Мария Николаевна, пиччĕшĕ – Чернов Николай Николаевич, шǎллĕ - Чернов Василий  Николаевич, кĕçĕн шǎллĕ– Чернов Петр Николаевич.

                                                               

 

3 – мĕш ушкăн   Г.Н. Чернов вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи  паттǎрла ĕçĕсем çинчен  ыйтса  пĕлет, кĕнекесенчен, энциклопедисенчен вуласа пĕлет.

1938 - мĕш ҫулта Г.Чернов  салтака кайнă, 1940 - мĕш ҫулта салтакран  таврăннă. Барнаулта хаҫат кăларнă ҫĕрте ĕҫленĕ.1941 - мĕш ҫулта Тăван ҫĕре тǎшман тапǎнать.1942 - мĕш ҫулта вăл вăрҫа кайнă. Сталинграда, Украинăна хÿтĕленĕ. 1944 - мĕш ҫулта вăл вăрҫăран аманса таврăннă, тăван шкулта учитель пулса ĕҫленĕ. Вăл суранĕсем тÿрленсен,тепĕр хут вǎрçа кайнǎ, Румыние хÿтĕленĕ.1944- мĕш ҫулхи августăн 20-мĕшĕнче Чернов ертсе пыракан рота Берлешти ялне ирĕке кăларнă. Августăн 21- мĕшĕнче Ербичени ялне ирĕке кăларнă май 50  тăшман салтакне плена илнĕ. Ҫак ҫапăҫура Г.Н. Чернов йывăр аманнă, плена лекнĕ.Ǎна фашистсем нумай асаплантарнă, анчах вăл тăшмана парăнман.Тăшман салтакĕсем Г.Н.Чернова бензин сапса ҫунтарса янă. 1945 мĕш çулхи мартǎн 24 –мĕшĕнче ǎна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панǎ.

Иккĕмĕш сехет: хатĕрленÿ тапхăрĕ.  Пуçтарнǎ информацие усǎ курса презентаци йĕркелени.                                                                         

 

Виççĕмĕш сехет: Хатĕрленĕ презентаци тǎрǎх Г. Н.Чернов паттǎрлǎхĕпе ытти класри ачасене паллаштарни.

Усǎ курнǎ литература:

П.П. Таллеров. Уголок моей души, Чебоксары, 2001г.

Энциклопедия Комсомольского района.

Чувашская республика, Память, 3 том., Чебоксары, 1996г.

 

 

 

 

 

 

 

Заявка

на участие в районном Конкурсе проектов учащихся начальных классов в 2014 – 2015 учебном году

ОУ

Название работы

Предмет

ФИ участника

ФИО руководителя

МБОУ

« Нюрге

чинская СОШ»

Г.Н.Чернов – Совет Союзĕн Геройĕ

Литератур ное чтение

(литература вулавĕ)

Голыева Дарья

4.01.2004г р

Краснова Галина Петровна

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Проект " Г.Н.Чернов -Герой Советского Союза""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Музыкальный журналист

Получите профессию

Секретарь-администратор

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 672 305 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 30.01.2016 614
    • DOCX 30.3 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Краснова Галина Петровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Краснова Галина Петровна
    Краснова Галина Петровна
    • На сайте: 8 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 3
    • Всего просмотров: 10964
    • Всего материалов: 22

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 29 человек из 22 регионов

Курс повышения квалификации

Инклюзивное и интегративное образование детей с ОВЗ в условиях введения и реализации ФГОС НОО ОВЗ

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 305 человек из 60 регионов
  • Этот курс уже прошли 1 203 человека

Курс повышения квалификации

Развитие критического мышления у младших школьников в условиях обновленного ФГОС НОО

36/72 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 74 человека из 28 регионов
  • Этот курс уже прошли 721 человек

Курс повышения квалификации

Организация и проведение культурно-досуговых мероприятий в соответствии с ФГОС НОО

72 ч. — 180 ч.

от 2200 руб. от 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 20 человек из 15 регионов
  • Этот курс уже прошли 172 человека

Мини-курс

Эффективное управление электронным архивом

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Педагогические аспекты работы с баснями Эзопа

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Детские и взрослые эмоции

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 10 человек