Инфоурок Начальные классы Рабочие программыРабочая программа по чувашскому языку для 4 класса национальной школы

Рабочая программа по чувашскому языку для 4 класса национальной школы

Скачать материал

Выберите документ из архива для просмотра:

Выбранный для просмотра документ Чăваш чĕлхи.docx

Чăваш чĕлхи

   

Ĕҫ программине ҫак документсене тĕпе хурса йěркеленě:

·          Федеральный закон «Об образовании в Российской Федерации» № 273-ФЗ от29.12. 2012 г.

·         Федеральный государ­ственный образовательныйо стандарт НОО;

·         Основная образовательная программа  НОО МБОУ «Бичурга-Баишеская СОШ»

·         Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăваш шкулĕн  1-4 класĕсем валли (М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева,О.И.Печников, А.Р.Кульева) - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ  институчĕн издательство центрĕ, 2013.

·         Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент. 2007 год.

Вĕрентӳн тĕп содержанийě.

 

        Пуплеве пур енлĕн аталантарасси, чĕлхене ансат тишкересси, чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси

Сыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухашĕ. Текст тытамĕ (композици).

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнаçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, санани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси, вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтасси, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ-амăшпе, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуп­лев пайĕсем, апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сар­делька. студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купаста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçла, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтан! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, таварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт, кĕсел).

Сут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем, Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Сурçĕр çăлтăрĕ, лачака, океан, континент, тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

ÿсен-тăран ячĕсем, ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен, ут куçĕ, хăяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йуçĕ курăк, ниш курăкĕ (лангаш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем, жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем, ăман, вăрăм туна, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт- хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сарă хурт, хурт ами, шăрчăк, эрешмен карти.

Чĕлхене ансат тишкересси

Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Самах пулавĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.

Япала ячĕ. ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш падежрине палăртасси.

Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.

Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем -ак/-ск, -ак/-ск, -кан/-кĕн, -чан/-чĕн, -ла/-лĕ аффикссем хушăнса пулни.

Предложени. Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.

Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.

Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси, сĕтел-пукан, сĕт-çу.

Икĕ хут калакан самахсене çырасси, ял-ял, хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.

Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси, эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран.

Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси, çыру - çырăвăн, çырăва; сăвă - сăввăн, сăвва; пĕрчĕ - пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь - мăкăньте е мăкăньре; район - районта е районра.

Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси,

1)       хальхи вахатăн сапат формисене (çыратăп - çырмастăп, çыратăн - çырмастăн (çырап - çырмап, çыран мар, ташлатпăр - ташламастпăр, ĕçлетпĕр - ĕçлсместпĕр, вулатпăр - вуламастпăр, вĕренетпĕр - вĕренместпĕр, ташлатăр - ташламастăр, ĕçлетĕр - ĕçлеместĕр, вĕренетĕр - вĕренместĕр, килетĕр - килместĕр, çырать - çырмасть (çырат - çырмас мар);

2)       пулас вăхăт формисене (ту - тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи - çийĕн, çийĕп, çийĕ);

3)     [р] сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене, кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр ([р] сасă тухса ÿкет).

çемçе [л'], [н'], [т'] сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси, кукальлĕ, супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче (хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.

Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.


 

Предметăн пулас результачĕсем

   Харкам (личностные) результатсем

- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;

- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;

- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;

- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;

 - шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;

- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;

- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;

- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;

- ĕмĕтленни, вĕренни пунăçра кирлĕ пулние тавçăрни.

- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;

-  ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни, ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;

- шухăшлав ăслайĕсем туптанни;

Пĕлÿлĕх(познавательные) результачĕсем,

- çырнă чух мĕнле лармаллине тата çыру хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;

- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;

 таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани, «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан  республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;

- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;

- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;

- ачан тавракурăмĕ анлăланни, çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

- туйăм культури çивĕчленни, кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

-пысăк, пĕчĕк, тан уçлăха курни, логикăллă шайлаштарайни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;

 

Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные) результачĕсем,

- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;

- тишкерÿ - пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;

- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;

- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышăнни;

- вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;

- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;

- йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

- ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;

- ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;

- харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.

 Хутшăну(коммуникативные) результачĕсем,

- шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;

- текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;

- ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

-пуплев культури аталанни, пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçĕрни;

- çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;

- сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;

- чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни. +на пуплевре тытса пырайни;

- каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;

- калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;

- хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй  евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса  тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев  ситуацийĕсенче усă курма пултарни;

- ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;

- сăмах йышĕ пуянланни;

- çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни. 


 

Тематика планĕ

 

Урокăн №

Урок теми

Уроксен шучĕ

1

 

Ҫĕрĕм-шывăм, чăваш çĕрĕ-шывĕ.

1

 

2

Вĕреннине аса илесси.

Текст. Предложени. Сăмах.

1

3

Текст. Предложени. Сăмах.

1

4

Текст. Предложени. Сăмах.

1

5

Ҫырса илни. Кăвакарчăн.

1

6

Сочинени. Ҫуллахи вăхăтра аслисене пулăшни.

1

7

Сасăсем тата сас паллисем. Сыпăк. Пусăм.

1

8

Сасăсем тата сас паллисем. Сыпăк. Пусăм.

1

9

Хутшăну йăли-йĕрки. Этикет.

1

 

10

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ.

Пĕр тымарлă сăмахсем.

1

11

Сăпайлăх сăмахĕсем.

1

12

Изложени. Сахăр.

1

13

Сăмах аффикс хушăннипе пулни.

1

14

Диктант. Ырă кăмăл.

1

15

Мăшăр сăмахсем.

1

16

Мăшăр сăмахсем.

1

17

Сочинени.

 Кĕрхи вăрманта.

1

18

Сăмахсене икĕ хут калани.

1

19

Сăмахсене икĕ хут калани.

1

20

Сăмахсене икĕ хут калани.

1

21

Сăмахсене икĕ хут калани.

1

22

Укерчĕк тăрăх «Ҫĕнĕ сад пулĕ» темăпа хайлав çырасси.

1

 

23

Текст.

Текстри предложенисен килĕшĕвĕ.

1

24

Текст теми.

1

25

Текст теми.

1

26

Диктант. Тăван чĕлхемĕрçĕм.

1

27

Текстăн тĕп шухăшĕ

1

28

Текстăн тĕп шухăшĕ

1

29

Текстăн тĕп шухăшĕ

1

30

Изложени. Пăчи.

1

31

Текст тытăмĕ.

1

32

Диктант. Мулкачсем.

1

33

Пĕр йышши членсем çинчен ăнлантарни.

1

34

Пĕр йышши членсем.

1

35

Сочинени. Манӑн юратнă чĕр чун.

1

36

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

1

37

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

1

38

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

1

39

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

1

40

Изложени. Будка тăрринчи йăва.

1

41

Пуплев пайĕсем.

Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани.

1

42

Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани

1

43

Пуплев пахалăхĕ

1

44

Сочинени. Пирĕн кил-йыш.

1

 

45

Япала ячĕ.

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Падежсем.

1

46

Диктант. Шăллăм.

1

47

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Падежсем.

1

48

Хупă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

1

49

Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

1

50

Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

1

51

Япала ячĕсене нумайлă хисепре вĕçлени.

1

52

Япала ячĕ çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.

1

53

Диктант. Юман.

1

54

Саламламалли правилăсем. çыру çырасси.

1

 

55

Паллă ячĕ.

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, пулăвĕ.

1

56

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ,  пулăвĕ

1

57

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ,  пулăвĕ

1

58

Паллă ячĕсен тĕп тата танлаштаруллă степенĕсем.

1

59

Укерчĕк тăрăх сочинени çырасси.

1

60

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕ.

1

61

Диктант. Кампур.

1

 

62

Хисеп ячĕ.

Хисеп ячĕсен пĕлтерĕшĕ.

1

63

Хисеп ячĕсен пĕлтерĕшĕ.

1

64

9:37 Ӗç хучĕсем. Пĕлтерÿ çырасси.

1

65

Заметка ҫырасси.

1

66

Ҫырса илни. Ҫăка.

1

 

67

Местоимени.

Местоимени пĕлтерĕшĕ. Сăпат местоименийĕсем.

1

68

Местоимени пĕлтерĕшĕ. Сăпат местоименийĕсем.

1

69

Уяв ячĕпе саламласси.

1

 

70

Глагол.

Глаголăн пурлă тата çуклă формисем.

1

71

Глаголăн пурлă тата çуклă формисем.

1

72

Изложени. Вăрмана кам лартать.

1

73

Глагол вăхăт тăрăх улшăнни

1

74

Глагол сăпат тăрăх улшăнни.

1

75

Изложени. Карап ăсти.

1

76

Глагол хисеп тăрăх улшăнни.

1

77

Диктант. Эпир туслă.

1

78

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

1

79

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

1

80

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

1

81

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

1

82

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

1

83

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

1

84

Диктант. Каçхи вăрманта.

1

85

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

1

86

Сочинени. Иванов бульварĕ.

1

87

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

88

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

89

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

90

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

91

Изложени.Хĕвеллĕ çумăр.

1

92

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

93

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

94

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

1

95

Глагол çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни

1

96

Глагол çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни

1

97

Сочинени. Пирĕн ял çĕнелет.

1

 

98

Вĕренÿ çулĕнче ăса хывнине аса илесси.

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ.

1

99

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ. Текст

1

100

Комплекслă тĕрĕслев ĕҫĕ

1

101

Предложени. Пуплев пайĕсем. Текст.

1

102

Сочинени. 4-мĕш класри чи килĕшнĕ урок.

1

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Рабочая программа по чувашскому языку для 4 класса национальной школы"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Садовод

Получите профессию

Менеджер по туризму

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Получите профессию

Технолог-калькулятор общественного питания

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 665 136 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 25.09.2016 2409
    • RAR 25.2 кбайт
    • Рейтинг: 3 из 5
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Ермолаева Наталия Валентиновна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 8 лет и 3 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 30023
    • Всего материалов: 26

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Теория и методика обучения информатике в начальной школе

Учитель информатики в начальной школе

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 97 человек из 34 регионов
  • Этот курс уже прошли 222 человека

Курс повышения квалификации

Инклюзивное и интегративное образование детей с ОВЗ в условиях введения и реализации ФГОС НОО ОВЗ

72 ч.

2200 руб. 1100 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 304 человека из 61 региона
  • Этот курс уже прошли 1 201 человек

Курс повышения квалификации

Гендерный подход в обучении и развитии учащихся младшего школьного возраста

36 ч. — 144 ч.

от 1700 руб. от 850 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 38 человек

Мини-курс

Классики русской педагогической мысли

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Искусство звука: путешествие по музыкальным жанрам

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Архитектура мира: от Крита до Австралии

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 43 человека из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 16 человек