Инфоурок Другое КонспектыКонспект урока чувашского языка в 9 классе «Шупашкарти театрсем»

Конспект урока чувашского языка в 9 классе «Шупашкарти театрсем»

Скачать материал

КЛАСС: 9 класс

ТЕМА: Шупашкарти театрсем

ТĚЛЛЕВĚСЕМ:1.Ачасен пуплевне, калаçу хǎнǎхǎвне аталантарасси, пуплеве çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси;

                              2. Шупашкарти театрсемпе паллаштарасси, Чǎваш патшалǎх академи драма театрĕнче пулса курасси , Чǎваш ен актерĕсемпе паллашасси;

                              3. Ачасен тавракурǎмне пуянлатасси, илемлĕх   туйǎма                                                  аталантарасси.

УРОК ТĚСĚ: урок путешестви, калаçу.

КИРЛĚ  ХАТĚРСЕМ: Кĕнеке выставки, ИКТ, театр репертуарĕ, курнǎ спектакль программи, ачасем валли хатěрленě ěç хучě.

                                                   Урок юхǎмě   

I.Сывлǎх сунни

II.Чĕлхе вылятăвĕ

    Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,

     Чĕкеç чĕлхи – чĕвĕлти чĕлхе.

III. Çанталǎк çинчен калаçни

IV.Урок темипе тата тěллевěсемпе паллаштарни

    - Пуш уйǎхĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм халǎхсен театр кунĕ. Ǎна 1961çулта Вена хулинче иртнĕ Пĕтĕм халǎхсен театр институчĕн 9-мĕш конгресĕнче палǎртма йышǎннǎ.

1 слайд

    - Паян эпир Шупашкарти театрсем çинчен калаçǎпǎр, вĕсенчен чи сумлинче, чи ваттинче пулса курǎпǎр. Чǎваш театрĕн тĕп ертÿçипе паллашǎпǎр.

      Урокра тимлĕ пулǎр, урок вĕçĕнче сирĕн тимлĕхе тĕрлĕ ĕçсемпе тĕрĕслĕп.

 

V. Темǎна уçса пани

- Паянхи урока эпĕ П.П.Хусанкайǎн сǎвǎри йĕркесемпе пуçласшǎн.

2 слайд

  Учитель:              Мухтав сана, Чǎваш театрĕ!

                              Сан кун-çулу кĕрет юрра.

                              Чǎваш çынни сана юратрĕ,

                              Санра вǎл хǎй чунне курать.

                                           

                Чувашскому театру слава!

                Поем мы в песне вновь и вновь.

                Ты – наша гордость, ты по праву

                Народа заслужил любовь.

                                                  П.П.Хусанкай

-  Ачасем, пĕлетĕр-и, эсир, Шупашкарта миçе театр?

- Вĕсен ячĕсене чǎвашла кам пĕлет?

- Вĕсем ǎçта вырнаçнǎ? Хăçан  уçăлнă?

3 слайд

  Чǎваш академии драма театрĕ – Атǎл хĕрринче Володарски урамĕнче вырнаçнǎ, вăл 1918 çулта йĕркеленнĕ

4 слайд

  Оперǎпа балет театрĕ – залив хĕрринче вырнаçнǎ, ăна 1959 çулта никĕсленĕ, 1960 çулта ĕçлеме пуçланă

5 слайд

  Вырǎс драма театрĕ – Гагарин урамĕнче вырнаçнǎ, 1922  çулта ĕçлеме пуçланă

 

 Пуканепе Çамрǎксен театрĕсен хальĕхе хǎйсен çурчĕсем çук. Çапах та вĕсем валли те уйрǎмшар çурт лартма палǎртнǎ.

 6 слайд

Çамрǎксен театрĕ Трактор завочĕн керменĕнче ĕçлет. Вǎл Эгер урамĕнче вырнаçнǎ, 1933 çулта ĕçлеме пуçланă. Çамрǎксен театрĕ Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленсе тăрать

7 слайд

  Пукане театрĕ – Урицкий урамĕнче вырнаçнǎ. Вǎл 1945 çулта ĕçлеме пуçланă.

 

-Ачасем, эсир час-часах театрсене çÿретĕр-и?

-Ытларах хǎш театра çÿретĕр?

-Ку театр кам ячĕпе хисепленсе тǎрать?

-Театрǎн тулли ятне кам калама пултарать?

8 слайд

  Константин Васильевич Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чǎваш патшалǎх академи драма театрĕ

  Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр им. К.В.Иванова

(пурте пĕрле вулаççĕ)

-Кам театр ятне чǎвашла пǎхмасǎр калама пултарать?

-Çак театр ятĕнче академи сǎмаха кам асǎрхарĕ? Мĕне пĕлтерет-ши вǎл?

Академи тени – сумлǎ театр, ǎсталǎхĕпе пысǎк (çÿллĕ) шая çитнĕ театр тенине пĕлтерет. Кунсǎр пуçне  Чǎваш театрĕ Шупашкарта ыттисенчен ватǎраххи. Вǎл 1918 çулта Хусанта йĕркеленнĕ, каярахпа, 1920 çулта, Шупашкара куçса килнĕ.

 

 -Иртнě эрнере эпир Чǎваш театрне çитсе килтěмěр. Ачасем, çитсе килер-ха тепěр хут Чǎваш театрне. Çак театр çинчен пире кам каласа парать? Килěшрě-и вăл сире?

 

1 ача Чǎваш театрĕ çинчен каласа парать

9слайд

-Çак театра йĕркелесе яраканĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский. Вǎл авǎн уйǎхĕн  2-мĕшĕнче 1893-мĕш çулта Тутар республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Малтанах Чĕмпĕрти чǎваш учителĕсен шкулĕнче, каярахпа Хусанти художество училищинче ǎс пухать. И.С.М.- Кошкинский – актер, режиссер, драматург, педагог.

  Пĕрремĕш спектакле А.Н.Островский çырнǎ «Хǎв пурǎнас килнĕ пек ан пурǎн»(«Не так живи, как хочется») пьеса тǎрǎх лартнǎ.

 

- Ачасем, халĕ Чǎваш театрĕн тĕп режиссерĕ кам-ши?

10слайд

Валерий Николаевич Яковлев

Текстпа ĕçлени (199 стр.)

-Эпир ун çинчен вуласа пĕлĕпĕр. Маларах çак сǎмахсемпе паллашǎпǎр.

11слайд

1)Словарь ĕçĕ

12слайд

 Словарь сăмахĕсем

             сумлă - знаменитый

             ăсталăх – мастерство

             илемлĕх ертÿçи – художественный руководитель

             Виçпÿрт Шăмăршă – Трехизб-Шемурша (название чувашской деревни)

             кăткăс – сложный, трудный

             асамлă -  волшебный

             асамлă туйăм-ĕмĕт – волшебные мечты

             юхăннă хуçалăх – разоренное хозяйство

             сăнар – образ

             тĕпчевçĕ – ученый

             сумлă чыс – почетное звание

             туйăм – чувство

             хавхалану - вдохновение

             пурнăçри пăтăрмахсем – жизненные ситуации

              пурнăçри йывăрлăхсем – жизненные трудности

а) учитель сасăпа вулани;

ă) ачасем сасăпа вулани;

б) – Çак сăмахсен пĕлтерĕшне вырăсла кам пĕлет? Хăш ушкăн маттуртарах?

(Ачасен хуравĕсене итлени)

в) Ытти пĕлеймен сăмахсен пĕлтерĕшне сăнани.

г) Кашни ушкăн словарь сăмахĕсенчен пĕринпе предложени йĕркелет.

2) Текстпа паллашни 

  13слайд

  -Халĕ кĕнекесене 199 страницăна уçатпăр, В.Н.Яковлев çинчен вуласа пĕлĕпĕр. Кашни ушкăнăн   В.Н.Яковлев çинчен текст-хыпар хатĕрлемелле. Хăш ушкăн хăвăртрах тата лайăхрах сообщени хатĕрлет.       

       (Кашни  ушкăнран 1-шер ача итлени. Илемлĕ йăнăшсăр пуплев.)   

 

VI. Темǎна çирĕплетни

1)- Эсир урокра еплерех тимлĕ пулнине тестпа тĕрĕслĕпĕр.

14 слайд

- Сирĕн умра ыйтусемпе хуравсем. Сирĕн тĕрĕс хуравсене тупса çырса хумалла.

          а) Ачасем тетрадь çине число, тема çырни.                                         

          ă) тест туни.

          б) ушкăнри 1-2ачана итлени              

                   ТЕСТ

1.Шупашкарта пурĕ миçе театр?

          а)  10

          ă ) 5

          б)  7

2.Чăваш академи драма театрĕ хăçан йĕркеленнĕ?

            а)  1918 çулта

          ă ) 1928 çулта

          б)  1948 çулта

3. Чăваш академи драма театрĕ кам ячĕпе хисепленсе тăрать?

          а)  В.Н.Яковлев ячĕпе

          ă ) Çеçпĕл Мишши ячĕпе

          б)  К.В.Иванов ячĕпе

4.Халĕ Чăваш академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ кам?

          а)  В.Н.Яковлев

          ă ) Çеçпĕл Мишши

          б)  К.В.Иванов

5.Театр кунĕ хăçан?

          а)  пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче

          ă ) ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче

          б)  çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче

 

15слайд

Тест хуравĕсене тĕрĕслени

                                   

     ТĔРĔС ХУРАВСЕМ

1 ă

2 а

3 б

4 а

5 а

 

2)КРОССВОРД

-Ачасем, театр сăмаха илтсен, сирĕн ума мĕнле сăмахсем тухса тăраççĕ?

Театр сăмахри саспаллисемпе сăмахсем тупăр-ха.

16слайд

 

 

 

 

 

Т

 

 

 

 

 

 

 

 

Е

 

 

 

 

 

 

 

 

А

 

 

 

 

 

 

 

 

Т

 

 

 

 

 

 

 

 

Р

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

1)ачасем хут çинче ĕçлени;

2)хуравсене итлени

 

- Ачасем, камсемсĕр театр пулма пултараймасть? (актерсемсĕр, артистсемсĕр)

- Эсир мĕнле чăваш актерĕсене пĕлетĕр?

 

18-20 слайдсем

 

               И.С.М.-Кошкинский – чăваш театрне пуçарса яраканĕ

               Тани Юн (Бурашникова Татьяна Степановна) - И.С.М.-Кошкинскийĕн мăшăрĕ, пĕрремĕш чăваш театр тата кино актерĕ

               В.Н.Яковлев

               Нина Яковлева

               Вера Кузьмина

               Нина Григорьева т.ыт.те

- Пурне те вĕсене çак кĕнекесенче курма пулать. Кĕнеке выставки.

VII.Пĕтĕмлетÿ

 - Ачасем, театр камсемсĕр пурăнаймасть? (куракансемсĕр)

 - Çынсем театра мĕншĕн çÿреççĕ?

                - канма

                - илеме туйма

                - илеме курма

                - халăх историпе, йăли- йĕркипе тарăнрах паллашма

                - пурăнма вĕренме

Синквейн

- Театр сăмахпа синквейн тăвар-ха. Хăш ушкăн маттуртарах.

21слайд

- Кам мĕнле  сăмахсем тупса çырчĕ? (Ачасен хуравĕсене итлени)

- Мĕнле пĕтĕмлетÿ турăр?

    Театр

 1. театр

 2.сумлă, хисеплĕ

 3.вылять, чуна уçать, вĕрентет

 4.Театр чуна уçать

Пĕтĕмлетÿ: Театр – чун ăшши

                    Театр – чун канлĕхĕ

                    Театр – пурнăç

VIII. Ачасен ĕçне хаклани

 - Апла пулсан иртнĕ эрнере театра кайса килни усăллă пулчĕ. Шел пулин те пурте çитсе килеймерĕмĕр. Тен, театра еплерех кайса килни çинчен пĕр-пĕрне каласа парăпăр.

- 1-мĕш ушкăн ыйтусем хатĕрлет, 2- мĕш ушкăн спектакль пирки мĕн каласа пама пултарни çинчен шухăшлать.

                              ЫЙТУ – ХУРАВ

- Эсир хăш театра кайнă?

- Эсир мĕн ятлă спектакль курнă?

- Спектакльте миçе çын вылярĕç?

- Тĕп геройсем мĕн ятлă?

- Спектакльти хăш герой выляни сана ытларах килĕшрĕ?

- Комеди мĕн çинчен? (Пурнăçри пăтăрмах çинчен)

- Спектакльĕн тĕп ыйтăвĕ мĕнре? (Пурнăçри пур йывăрлăха та çĕнтерме пулать.)

 

- Ачасем, спектакль сире килĕшрĕ-и? Татах кайса курас кăмăл пур-и?

22 слайд

IХ.  Киле ĕç

- Акă репертуар, пăхса тухăр, килĕшекен спектакле çак уйăхрах кайса курма пултаратпăр.

23 слайд

  Театр – этем чуне тасатса кăларакан, çĕнĕ ĕмĕт-шухăш, хавхалану, çĕнĕ туйăм паракан асамлă вырăн.

                     

 Х. Сывпуллашни.

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока чувашского языка в 9 классе «Шупашкарти театрсем»"

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 2 месяца

Контент-менеджер

Получите профессию

Секретарь-администратор

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

:              Мухтав сана, Чǎваш театрĕ!                              Сан кун-çулу кĕрет юрра.                              Чǎваш çынни сана юратрĕ,                              Санра вǎл хǎй чунне курать.                                                            Чувашскому театру слава!                Поем мы в песне вновь и вновь.                Ты – наша гордость, ты по праву                Народа заслужил любовь.                                                  П.П.Хусанкай    Чǎваш академи драма театрĕ – Атǎл хĕрринче Володарски урамĕнче вырнаçнǎ, вăл 1918 çулта йĕркеленнĕ.Академи тени – сумлǎ театр, ǎсталǎхĕпе пысǎк (çÿллĕ) шая çитнĕ театр тенине пĕлтерет. Кунсǎр пуçне  Чǎваш театрĕ Шупашкарта ыттисенчен ватǎраххи. Вǎл 1918 çулта Хусанта йĕркеленнĕ, каярахпа, 1920 çулта, Шупашкара куçса килнĕ.Çак театра йĕркелесе яраканĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский. Вǎл авǎн уйǎхĕн  2-мĕшĕнче 1893-мĕш çулта Тутар республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Малтанах Чĕмпĕрти чǎваш учителĕсен шкулĕнче, каярахпа Хусанти художество училищинче ǎс пухать. И.С.М.- Кошкинский – актер, режиссер, драматург, педагог.  Пĕрремĕш спектакле А.Н.Островский çырнǎ «Хǎв пурǎнас килнĕ пек ан пурǎн»(«Не так живи, как хочется») пьеса тǎрǎх лартнǎ.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 610 163 материала в базе

Скачать материал

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 24.04.2014 1978
    • DOCX 59 кбайт
    • Рейтинг: 1 из 5
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Такина Алевтина Александровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Такина Алевтина Александровна
    Такина Алевтина Александровна
    • На сайте: 8 лет и 8 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 10030
    • Всего материалов: 5

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Менеджер по туризму

Менеджер по туризму

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 279 человек из 66 регионов

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

4920 руб. 2950 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Музыкальная журналистика: создание и продвижение контента

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Управление стрессом и эмоциями

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 46 человек из 20 регионов

Мини-курс

Современные тенденции в архитектуре

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе