Инфоурок Классному руководителю Конспекты"Тавай тарахенчи унер астисем" конспект урока (6 класс)

Конспект урока на тему "Противоположные числа" 6 класс

Файл будет скачан в форматах:

  • pdf
  • docx
10
1
01.05.2025
«Инфоурок»

Материал разработан автором:

Герасимова Уйгулана Мировна

Учитель математики и информатики

Об авторе

Категория/ученая степень: Первая категория
Место работы: МОУ "БООШ"
Учитель математики и информатики I категории. Заместитель директора по воспитательной работе. Руководитель победителей региональных и всероссийских научно-практических конференций "Шаг в будущее" в направлении "Информационные технологии", "Алгоритмы и программирование". В свободное время люблю фотографировать, рисовать и вязать :)
Подробнее об авторе
Урок по математике для 6 класса на тему «Противоположные числа» знакомит учащихся с понятием противоположных чисел, их расположением на числовой оси и взаимосвязью с положительными и отрицательными числами. В ходе урока учащиеся узнают, что противоположные числа имеют одинаковую величину, но разные знаки, например, +5 и -5. Урок включает объяснение теоретического материала, практические задания на нахождение противоположных чисел и задачи на применение этого понятия. В конце урока учащиеся закрепляют знания через самостоятельные задания и получают домашнее задание.

Краткое описание методической разработки

Урок по математике для 6 класса на тему «Противоположные числа» знакомит учащихся с понятием противоположных чисел, их расположением на числовой оси и взаимосвязью с положительными и отрицательными числами. В ходе урока учащиеся узнают, что противоположные числа имеют одинаковую величину, но разные знаки, например, +5 и -5. Урок включает объяснение теоретического материала, практические задания на нахождение противоположных чисел и задачи на применение этого понятия. В конце урока учащиеся закрепляют знания через самостоятельные задания и получают домашнее задание.

Развернуть описание

"Тавай тарахенчи унер астисем" конспект урока (6 класс)

Скачать материал

6 класс

Урок теми: Ӳнер тĕсĕсем. Тавай тăрăхенчи  ӳнер ăстисем

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок – хутăш урок

Сапăрлăх тĕллевĕ:  пурнăç илемне куçпа курма, чунпа туйма хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

а) ÿнер тĕсĕсемпе паллаштарасси;

ă) Тавай тăрăхенчи хăш-пĕр ÿнер ăстисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илесси;

б) ачасене ÿнер тĕсĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарма пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе усă курни; ачасем каласа, выляса, юрласа пани; магнитофонпа усă курни; илемлĕ вулав; ыйту-хурав; терминсене тетраде çырни; словарь ĕçĕ; презентаци пăхни.

Пуплеве аталантарасси: ачасен тата вĕрентекен калаçăвĕ; юрă итленĕ хыççăнхи шухăш-туйăма каласа тата çырса пĕлтересси;

Словарь ĕçĕ:

1)    ăнлантармалли пай

ÿнер – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх

музыка ÿнерĕ – кĕвĕллĕ сасăсемпе усă куракан ăсталăх

живопись – сăрăпа ÿкерес ăсталăх

скульптура – кÿлепе ăсталăхĕ

графика – йĕрпе ÿкерес ăсталăх

сăнар – этем сăн-сăпачĕпе кăмăл-туйăмне пĕтĕмлетсе ÿкерчĕклени

2)    çырма вĕренмеллм пай

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕрĕс çырасси: искуссво (ÿнер), бюст палăк, балет, театр, скульптор.

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

    Вĕренÿ кĕнеки (6 класс), «Ӳнер ăстисем» кĕнекесен выставки, ÿнер ăстисен сăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ выставка, магнитофон, комьютерпа кăтартма хатĕрленĕ презентации.

Урок юхăмĕ

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Урок эпиграфĕ:

Ӳркенмен ăста пулнă. (Ваттисен сăмахĕ)

1)Пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх - ӳнер (искусство). Ӳнер ăстисем – илем ăстисем.  «Ӳнер»  сăмах пĕлтерĕшне ачасем словаре çыраççĕ.

Ачасем, илеме эсир ăçта тата хăçан асăрхама пултаратăр?

 Ачасем калама пултаракан хуравсем:

        - картинăсем çинче;

        - кино курнă чух;

        - театра кайсан;

        - урамра юр çунине курсан…

Ачасен пĕтĕмлетĕвĕ: Илеме курма ҫеҫ мар, итлеме те, алăпа тытса курма та пулать.

2)Кашни ÿнер тĕсĕпе уйрăммăн паллаштарасси.

Ӳнер тĕсĕсем йышлă, кашни ӳнерĕн пурнăҫа сăнласа памалли хайне тивĕҫлĕ майсем пур.

Хĕвеллĕ кластер туни

«Алран кайми аки-сухи» юрă итлени

-Ачасем, ӳнерĕн хăш тĕсĕ пулчĕ-ши ку?

-Ӳнерҫĕ мĕнле илемлĕх мелĕпе усă курать?

а) Музыка ÿнерĕ кĕвĕллĕ сасăсемпе усă курать. Вăл сасăсен илемлĕ майлашăвĕпе шухăш-кăмăла хускатать.  Юрă – чун уççи. Кайăк çунатсăр вĕçеймест, этем юрăсăр пурăнаймасть. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен юрлама юратнă, кирек мĕнле ĕҫ тунă чухне те юрланă. Анчах та пĕтĕм юрра ас туса юлма пултарайман. Ҫавăнпа композиторсем юрă кĕввисене хут ҫине ҫырнă.

Халь хамăр районтан тухнă композиторсемпе паллашатпăр.

Ҫак юрра вара пирĕн ентеш Степан Максимов композитор пухса илемлетнĕ, хут ҫине ҫырнă. Ăна чăваш халăх гимнĕ(мухтав юрри) теҫҫĕ. Пирен районта ҫуралса ӳснĕ  композиторсем татах та пур:

Василийпе Геннадий Воробьевсем, Александр Васильев, Юрий Григорьев, Николай Казаков. Вĕсем чăваш музыка ӳнерне пуҫласа яраканнисем, аталанма пулăшаканнисем пулнă.

ă) «Картина ятне пĕл» вайă   

-Картина ҫинче кама куратăр?

-Унăн сăнĕ-пичĕ, тумĕ мĕн ҫинчен калать?

-Ҫак ҫын мĕн ĕҫлесе пурăнать –ши?

-Художник ăна хăш вăхăтра ӳкерсе илнĕ-ши?

-Вăл ăста шăпăрҫа пулнине мĕнле ҫирĕплетме пултаратăр?

Ку картинăна Моисей Спиридонов художник ҫырнă, вал Енĕш –Нăрваш ялĕнче ҫуралса ӳснĕ.

Ӳкерÿ ÿнерĕ сăрăсемпе ÿкернĕ паха картинăсемпе этем кăмăлне çĕклет. Художниксем кăранташпа та, çулла сăрăпа та, акварельпе те, пурăпа та, хăрăмпа та…ÿкереççĕ.

Ыйту-хурав.

-Ачасем, эсир чăваш художникĕсенчен камсене пĕлетер? Учитель хушса калать. Пирĕн районтан тухна художниксем татах та пур. Никита Сверчков, вăл та Енĕш –Нăрваш ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Геннадий Козлов, вăл Вăрманхĕрри ялĕнчен.

- Тăвай районĕнчи Енеш-Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Никита Сверчков тата Моисей Спиридонов художник пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен паллаштарасшăн, унăн картинисен репродукцийĕсне катартасшă.

Кану саманчĕ

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Шурă хурăн авăнать.

Çил ачийĕ тăрăшсах

Кĕртсем тăрăх чупкалать.

Çил лăпланчĕ, чарăнăр,

Ларса шăплăха итлер.

Тăтăмăр,лăплантăмăр,

                                                      Вырăна вырнаçрăмăр.

 

б) - Ку мĕнле ӳнер тĕсĕ пек туйăнать? (учитель слайд ҫинче Зоя Космодемьянская палăкне кăтартать).

Ку палăкăн авторĕ Алексей Майраслов, вăл та Енĕш-Нăрваш ялĕнче кун ҫути курнă. Спиридонов Григорий Спиридонович ятне те асăнса хăварар, вăл чăвашсен пĕрремĕш скульпторĕсенчен пĕри шутланать, вăл та Нăрваш ялĕнчен.

Скульптура (кÿлепе ăсталăхĕ) пирĕн ăшри тĕрлĕ туйăмсене чултан е йывăçран пысăк ăсталăхпа касса-ыраласа тунă илемлĕ кĕлеткесемпе хускатать.

  Ăстасем авал ырăсемпе хаярсен кĕлеткисене, выльăх-чĕрлĕх кÿлеписене турпасран, улăмран тунă. Чăваш кÿлепе ăсталахĕ халăхăн авалхи мелĕсене те, тĕнчери ăстасен тĕслĕхĕсене те шута илет, хăвăрт аталанса пырать.  Кÿлепесене йывăçран та, бронзăран та, тимĕртен те, гипсран та, тăмран та, пăртан та тата ытти материалтан  та ăсталама пулать.

в) Ку слайд ҫинче ӳнерĕн хăш тĕсĕ –ши? (Слайд ҫинче театрти спектакль саманчĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем)

Театр  ÿнерĕ.

  Театрта эпир артистсем спектакль лартнине куратпăр. Вĕсем çыравçăсен тĕрлĕ пьесинчи, инсценировкинчи, комедийĕнчи рольсене куракана килĕшмелле выляма тăрашаççĕ. Пирĕн районтан та сахал мар артист тухнă: Вера Кузьмина, Геннадий Терентьев, Николай Степанов, Валентина Трифонова, Любоь Галимова, Сергей Иванов.

  Кăҫал Раҫҫейре театр ҫулталăкĕ тесе палăртнă

 

г)Литература (илемлĕ сăмах ÿнерĕ) тĕрлĕ йышши ÿнерсем хушшинче уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене сăрăран та, кĕвĕрен те хăватлăрах, витĕмлĕрех хатĕрпе – сăмахпа, этем калаçăвĕпе усă курса çыраççĕ. Сăмах ÿнерĕ ыттисенчен анлăрах, нумай енлĕрех. Ӳнерçĕсем, кÿлепе ăстисем, тĕрĕçĕсем сăнара пĕр вырăнта тата пĕр самантра кăна кăтартма пултараççĕ. Çыравçă вара кĕнекери çынсене тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ ĕçре, тĕрлĕ шухăш-туйăм хушшинче, самант е вăрах вăхăтра сăнласа пама пултарать. Сăмах ăсти çын чунне тарăннăн, туллин кăтартма тĕрлĕ майсем тупать, çавăнпа сăмах хăватлă.

- Пирăн тăрăхран тухнă ҫыравҫăсемпе паллашатпăр. Учитель Хумма Ҫеменĕ, Илле Тăхти, Валентина Элпи ҫыравҫăсен кун –ҫулĕпе тата ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарать.

3. А.Канашăн «Чăваш ваййи» сăввине вулатпăр. Сăвă чĕлхине тишкерни, илемлĕх мелĕсене тупни

Пĕтĕмлетӳ: Ӳнер-асталăх. Анчах та литературăпа халăх сăмахлăхĕ чи витĕмлĕ ӳнер тĕсĕсем. Сăмаха вулама пĕлекен чĕлхесĕр çын та, куçсăрри те, хăлхасăрри те ăнланать.

 

4. Ыйту-хурав.

- Пурнăç илемне мĕнле мелсемпе кăтартма пулать?

- Ӳнер тĕсĕсене аса илĕр. Вĕсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйралса тăраççĕ?

- Ӳнер ăсти пулма çăмал-и?

- Ӳнер ăстисенчен камсене ас туса юлтăр?

- Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне уçса парăр, эсир çавăн пек каланипе килĕшетĕр-и?

   Ачасем, сире  эпĕ Енеш – Нарвашри халах музейне çитсе курма, выставкăсене пăхма, экскурсисене кайсан та ÿнер ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетĕп. Илем пурин чунне те хускаттăр, ырă туйăмсем çураттăр.

 

 V.Вĕренекен ĕçĕсене хаклани.

VI. Киле ĕç парасси. Ӳнер ăсти вырăнĕнче пулса пĕр-пĕр ĕç хатĕрлемелле: вуланă хайлав тăрăх тунă сюжетлă ÿкерчĕк, аппликаци, тĕрленĕ ал тутри, тăмран, пластилинран е урăх материалтан тунă кÿлепе, хăвăр тĕллĕн çырнă сăвă-калав е хăвăра килĕшекен урăх ĕç.

 

Хушма ĕçсем.

 

КРОССВОРД

 

1   Т

 

 

 

 

 

 

 

 

 

2.

Ă

 

 

 

 

 

 

3

В

 

 

 

 

 

 

 

4

 

 

А

 

 

 

 

 

 

5

 

Й

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

1)Артист

2)Поэт

3)Художник

4)Композитор

5)Скульптор

Кирле самахсем: Майраслов, Сверчков,Тахти, Терентьев, Казаков

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал ""Тавай тарахенчи унер астисем" конспект урока (6 класс)"
Смотреть ещё 5 849 курсов

Методические разработки к Вашему уроку:

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

7 320 759 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

Скачать материал
    • 21.01.2019 598
    • DOCX 29.1 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Степанова Галина Федоровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Степанова Галина Федоровна
    Степанова Галина Федоровна
    • На сайте: 6 лет и 4 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 1223
    • Всего материалов: 2

    Об авторе

    Место работы: Муниципальное образовательное учреждение "Яншихово-Норвашская средняя общеобразовательная школа"
    В школе я работаю с 1987 года. Моя педагогическая деятельность началась с учителя начальных классов. Очень люблю детей и обожаю свою работу. Много читаю и пишу стихи. В настоящее время веду уроки чувашского языка и литературы. Жаль, что дети часто не разговаривают на своем чувашском языке, но мы все же стараемся держаться на должном уровне.

Оформите подписку «Инфоурок.Маркетплейс»

Вам будут доступны для скачивания все 299 948 материалов из нашего маркетплейса.

Мини-курс

Реклама для роста бизнеса: эффективные стратегии и инструменты

6 ч.

699 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 36 человек из 20 регионов
  • Этот курс уже прошли 16 человек

Мини-курс

Психолого-педагогические аспекты развития когнитивных и адаптивных способностей учащихся

3 ч.

699 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Windows для начинающих: файлы, папки, текстовые документы

4 ч.

699 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 18 человек
Смотреть ещё 5 849 курсов